2025 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен Раççей Федерацийĕн территорийĕнче çĕнĕ «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проектне пурнăçа кĕртнĕ май «Кашнин валли сывлăх» федераци программине пуçарнă.
Унăн тĕллевĕ — сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарасси, çавăн пекех диспансеризаци тата профилактика тĕллевĕпе ирттерекен медицина тĕрĕслевĕ йĕркелесси.
Ĕçлекен граждансем диспансеризацие хăйсем вăй хуракан предприятисенчех, студентсем вара вĕрентỹ организацийĕсенчех тухма пултараççĕ. Çакна тума ку е вăл организаци ертỹçин суйласа илнĕ медицина организацийĕпе килĕшỹ тумалла тата ĕçченсемпе студентсене диспансеризаци иртме условисемпе тивĕçтермелле.

