Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Форума хутшăннă

Форума хутшăннă

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый апрелĕн 21-23-мĕшĕсенче Мускавра пулса иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Пĕчĕк çĕршыв — Раççей вăйĕ» ятпа иртнĕ муниципалитет форумне хутшăннă.

— Çак паллă пĕлтерĕшлĕ мероприятин тĕп тĕллевĕ — çĕршыври пур муниципалитет пĕрлешĕвĕсене пĕр ушкăна чăмăртасси, муниципалитет службин ят-сумне ỹстересси пулса тăрать. Маншăн вăл уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен общество, патшалăх аталанăвĕшĕн вăй хуни вăл — ахаль ĕç анчах мар, вăл — чун ыйтни тата тăван округра пурăнакан кашни çын умĕнче пысăк яваплăх илни те, — тесе пĕлтернĕ Леонард Васильевич хăйĕн телеграм-каналĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code