Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Георги хăйăвĕ

Георги хăйăвĕ

Пĕтĕм Раççейри «Георги хăйăвĕ» акци — Аслă Çĕнтерỹ кунĕ умĕн ирттерекен ырă йăласенчен пĕри. Ăна пуçласа 2005 çулта йĕркеленĕ.

Георги хăйăвĕ — мăнаçлăх туйăмĕ çуратакан мухтав тата астăвăм символĕ. Çак акци Тăван çĕршывăн чи пысăк наградисенчен пĕрне — Мухтав орденне хисеп туни те.

Георги хăйăвĕн историйĕ пуян. Унпа Раççей çарĕнче Çветтуй Георги орденĕ, Георги хĕресĕ тата Георги медалĕ çумне хушса паттăр çынсене наградăланă. Хăю тĕсĕсем — хурапа сарă тĕссем — салтак çапăçу хирĕнче паттăрлăх кăтартнине, вилĕм ункинчен те чĕррĕн тухнине палăртакан паллă.

Таса Георгий Çĕнтерỹçĕ орденне 1796 çулта Кĕтерне патша хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Унăн тытăмĕнче хальхи вăхăтри евĕрлĕ хура-хĕрлĕрех тата сарă тĕслĕ хăю та пулнă, вăл çар награди шутланнă, унпа вăрçă вăхăтĕнчи паттăр ĕçсемшĕн чысланă. Çулсерен ноябрĕн 26-мĕшĕнче Георгий хĕресĕн кавалерĕсен кунне паллă тунă, юлашки хут ку уява 1916 çулта палăртнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче 1943 çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче вырăс çарĕн йăли-йĕркине тĕпе хурса виçĕ степеньлĕ Мухтав орденне çирĕплетнĕ. Унăн статусĕ Георгий хĕресне çывăх тăнă. Каярахпа Георгий хăйăвĕпе ытти медальсемпе значоксене илемлетме пуçланă. Ун хыççăн СССРта Таса Георгий çĕнтерỹçĕ орденĕн хăйăвне аса илтерекен Гварди хăйăвĕ тухнă. Унпа салтаксене Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн чысланă. Çак хăюпа Мухтав орденĕн колодкине те сăрнă. 1992 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн указĕпе Георгий орденне тата Георгий хĕресне чĕртсе тăратма йышăннă.

20 çул каялла — 2005 çулта — çамрăк Раççейре «Георгий хăйăвĕ» акци вăй илнĕ. Ăна «РИА Новости» ĕçченĕ Наталья Лосева йĕркеленĕ. Ун чухне «МИХсем» хура тата хĕрлĕ-сăрă йăрăмлă Гварди хăйăвне «Георгий» ят панă. Çак хăйăва çĕнтерỹ кунĕ умĕн тĕнчери вăтăра яхăн çĕршыв халăхĕ хушшинче тỹлевсĕр салатнă. Ăна кăкăр умĕнче çакса çỹрени çын Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванĕсемпе мухтаннине, мăнаçланнине пĕлтерет.

Владимир МЕШКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code