Манăн атте — Иван Данилович Данилов 1912 çулта Елчĕк ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ — Данил Павлович Лазарев пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă та, унтан таврăнайман. Анне — Агрипина Тарасовна Лазарева (каярахпа — Макова, хĕр чухнехи хушамачĕ Соколова пулнă). Атте хăй ашшĕн ятне асра тытса хушаматне улăштарнă, паспорт илнĕ чухне унта Данилов тесе çыртарнă.

1928 çулта ăна Елчĕкри çыхăну райконторине почтальон (çыру валеçекен) пулса ĕçлеме илнĕ. Çак вăхăтран тытăнса 1967 çулчченех вăл çыхăну министерствин тытăмĕнче тĕрлĕ должноçсенче вăй хунă. Ун хыççăн тивĕçлĕ канăва тухнă. Шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа тата тивĕçлĕ шайра пурнăçланине кура ăна Чăваш АССР çыхăну Министерствин Хисеп грамотипе тата ытти чылай наградăпа чысланă.
Атте 1934-1936 çулсенче Хĕрлĕ Çар ретĕнче çар службин тивĕçне пурнăçланă. 1940 çулта ăна Фински фронтне мобилизациленĕ. 1942 çулта тепĕр хут Совет Çарĕн ретне илнĕ. Аслă сержант çарти çул-йĕрне 2-3 Белорусси фрончĕн 110-мĕш стрелковăй дивизин 1280-мĕш стрелковăй полкĕн йышĕнче Мускав облаçĕнчи Нарофоминск хулинчен пуçласа Кенигсберг (Калининград) таран хывнă. «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» (2 хутчен), «Кенигсберга илнĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене, Хĕвелтухăç Пруссири Ликк, Нойендорф, Биалла тата Кенигсберг хулисене çĕнсе илессинче палăрнăшăн Совет Союзĕн Верховнăй Главнокомандующин И.В.Сталин маршалăн приказĕпе килĕшỹллĕн (1945 çулхи январĕн 24-мĕшĕ, 252 номер, 1945 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕ, 333 номер) Тав Çырăвĕсене тата ытти юбилей медалĕсене тивĕçнĕ.
…Атте аса илсе каласа кăтартнисем халĕ те пуçран тухмаççĕ. Фински фронтĕнчи наступлени вăхăтĕнче вĕсен чаçĕ тăшманăн хăватлă вут-çулăмĕпе тĕл пулнă, каç пуласса кĕтсе вĕсем юханшыври пăр çинче выртнă. Шăнса ĕнтĕркеме тытăннă, тумтирĕсем те пăр çумне çыпăçма тытăннă. Çав вăхăтра вĕсем пĕр çурт çывăхĕнчи çырмара тислĕк купине асăрханă та, унта куçса выртнă. Çапла тума ăс çитерни аттепе унăн юлташĕсен пурнăçне çăлса хăварнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вĕсен чаçĕ чугун çул станцийĕ çывăхĕнче вырнаçнă. Чугун çул тăрăх поезд составĕсем иртнĕ чухне тăшман самолечĕсем тапăнса атакăланин тĕслĕхĕсем те пулнă. Пĕррехинче çывăхри территорире патрульте тăнă чухне, аттен апат парса илентернĕ овчарка йытă пулнă, аллине купăс тытнă ватă старике тĕл пулнă. Атте йытă хаярлăх кăтартнине туйнă, анчах иккĕлентерекен сăлтава асăрхаманран ун умĕнчен утса иртсе кайнă. Кăштах вăхăт иртнĕ хыççăн çывхаракан поезд сасси илтĕннĕ, тăшман авиацийĕ те çийĕнчех вĕçсе çитнĕ. Патруль фашистсен самолечĕсем поезд çывхарнине хăш вăхăтра сиссе ĕлкĕрме пултарнинчен малтан тĕлĕннĕ те. Каялла таврăннă çĕре ватă старик вырăнта пулманнине асăрхасан ĕç-пуç унпа çыхăннине çийĕнчех ăнланса илнĕ. Йытă çак çын йĕрĕпе вăрман тăрăхне илсе çитернĕ, тумне ватă старикĕн çи-пуçĕпе улăштарнă диверсанта шăпах унта тытса чарнă та. Купăс ăшне раци вырнаçтарнă пулнă вăл. Тепĕр тĕслĕхре, черетлĕ наступлени умĕн чаç командованийĕн разведка даннăйĕсене тупма май килмен. Хаклă та пысăк пĕлтерĕшлĕ сведенисене тупма пулăшакана командовани енчен кирек хăш наградăна пама, кирек хăш ыйтăва пурнăçлама шантарнă. Аттен ушкăнĕ кирлĕ информацие упракан нимĕç офицерне плена илнĕ. Пирĕн атте вара награда вырăнне йывăр чирлĕ амăшне курма килне кайма отпуск ыйтнă — унăн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Унпа пĕртăван шăллĕ (амăшĕ пĕр) — Николай Терентьевич Маков (1923-2004 ç.ç.) Мускав хулине хỹтĕлеме хутшăннă, пулеметчиксен ротине ертсе пынă. СССР шалти ĕçсен министерствин академине пĕтернĕ, Прибалтикăра, Украинăра йĕркеленнĕ бандăсене тĕп тума хутшăннă. Вăл карьера картлашкипе милици полковникĕ таран ỹснĕ. Унăн юлашки должноçĕ — Шупашкарти Калинин районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ.
Сергей БАТУЕВ.

