Çуркуннепе Ĕç уявĕнче хăйсен ĕç вырăнĕсенче чунне парса тăрăшса çитĕнỹсене çывхартнисене чыслассине йăлана кĕртнĕ. Елчĕкри тĕп лапамри Хисеп хăми çине вырнаçма кăçал медицина ĕçченĕсенчен Кĕçĕн Таяпари фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Валентина Петровна Головина тивĕçрĕ.
Асăннă ФАПа В.Головина 2003 çултанпа ертсе пырать. Сывлăха сыхлас ĕç биографине вăл Канашри медицина училищине 1985 çулта «Сиплев ĕçĕ» специальноçпа вĕçлесен Кĕçĕн Таяпара медицина сестри пулса ĕçленинчен пуçланă. Халĕ унăн ĕç стажĕ — 40 çул. Сывлăх хуралĕнче те, обществăлла ĕçсенче те хастар фельдшера нумай çулхи пархатарлă ĕçĕшĕн чылай Тав хучĕпе дипломсемпе наградăланă. 2018 çулта Елчĕк районĕн тĕп больницин «Чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕ» номаницийĕнче çĕнтерỹçĕ дипломне тивĕçнĕ вăл. 2022 çулта вара Кĕçĕн Таяпари ФАП республикăра «Чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕ» номинацире çĕнтернĕ. «Ырă чунлă, пĕр тăхтаса тăмасăр пулăшу пама васкать, хăй ĕçĕнче чăн ăста, тимлĕ, пысăк опытлă, лайăххисенчен лайăххи…» тата ытти нумай ăшă сăмах илтме пулать ĕçне чунтан парăннă медицина ĕçченĕ çинчен вăл ертсе пыракан ФАП çине çирĕплетнĕ, хăйсен фельдшерне чĕререн хисеплекен ял халăхĕнчен. Вăл вара вĕсен шанăçне тỹрре кăларассишĕн ырми-канми тăрăшать.
«Эпир пурте, паллах, ятшăн-сумшăн мар, хамăр ĕçе юратнипе, унпа çынна пулăшассишĕн, усă кỹрессишĕн вăй хуратпăр. Çав вăхăтрах санăн кулленхи ĕç-хĕлне асăрхани яланах кăмăллă, малалла тата та тăрăшарах, тухăçлăрах ĕçлеме хавхалантарать, вăй-хал хушать», — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Валентина Петровна.

