Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çын ĕçпе илемлĕ, телейлĕ

Çын ĕçпе илемлĕ, телейлĕ

Майăн 1-мĕшĕ иртнĕ ырă вăхăтсенчен тытăнсах пирĕн асăмăрта ĕç çыннине пĕрлештерекен, мăнаçлăх туйăмĕ, хавхалану кỹрекен уяв пулнипе асра юлнă. Унăн пĕлтерĕшĕ халĕ тата та ỹссе пырать. Эпир, Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансем, пушшех, Çуркуннепе Ĕç уявне кашни çулах чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Мĕншĕн тесен çак кун округри тăрăшуллă ĕçченсене — тĕрлĕ сферăра вăй хуракан, хăйсен пархатарлă ĕçĕпе палăрнă çынсен сăн ỹкерчĕкĕсене Хисеп хăми çине вырнаçтарасси йăлана кĕнĕ. Кăçалхипе ăна вунвиççĕмĕш хут çĕнетрĕç.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнĕ тата Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕнче иртекен Çуркуннепе Ĕç уявне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттернине те çирĕплетсех калама пултаратпăр. Округ администрацийĕн культура пайĕ ертсе пынипе Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти кадет тата ытти классенче вĕренекенсем пысăк йышпа, искусство шкулĕн преподавателĕсемпе вĕренекенĕсем, Елчĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи çамрăксен «Тарават» пултарулăх ушкăнĕ… ĕненмелле кăтартса панă номерсем чун-чĕрере патриотлăх туйăмĕсене вăратрĕç. Тĕп лапамра иртнĕ çулсенче «Чыс, мухтав сире, Елчĕксем» ятпа уçнă Хисеп хăми çине, малтанхи 5 ят çумне, хальхинче çар çыннин — Вăрăмхăва ялĕнче çуралса ỹснĕ Алексей Владимирович Сайкин генерал-лейтенантăн сăн ỹкерчĕкне вырнаçтарни — ăна «Елчĕк округĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята парса чыслани те çамрăксене мĕн шкул саккинчен тытăнсах тăрăшуллă çын пулса çитĕнме хистекен куç умĕнчи ырă тĕслĕх пулса тăчĕ. Юлашки çулсенче вара муниципалитет шайĕнче йĕркелесе ирттерекен нумай мероприятие çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси çине таянса йĕркелеççĕ те. Тăван çĕршыва хỹтĕлеме чăн-чăн патриотсем ỹстерсе çитĕнтересси — хальхи вăхăтри тĕп тивĕç. Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Хисеп хăми çине вырнаçтарнă чаплă ентешĕмĕрпе — Алексей Владимирович Сайкинпа тивĕçлипе мухтаннине палăртса каланă май, çамрăксене Тăван çĕршыва юратма, чыспа паттăрлăха хаклама-ăнланма чĕнсе каларĕ.

Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансене Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова та (вĕсем те хамăр ентешсем) саламларĕç.

…Хисеп хăми çине вырнаçтарнă çынсене те пиртен кашнийĕ лайăх пĕлет, паллать. Кашни кун хĕрỹ ĕçре тимлеççĕ вĕсем, тăван Елчĕк тăрăхĕн пуласлăхĕшĕн тăрăшса хăйсен тивĕçлĕ тỹпине хываççĕ…

Светлана АРХИПОВА.

ХАКЛАВ

Александр КУДРЯШОВ, «Чăвашъенкрахмал» ООО директорĕ:

— Çын ĕçпе пурăнать, вăлах ăна илем те, телей те кỹрет. Елчĕк муниципалитет округĕ хăйĕн ĕçчен те пуçаруллă çыннисемпе тивĕçлипе мухтанать.

Хальхи вăхăтри пирĕн пĕрле пурнăçламалли тивĕçĕмĕр тата яваплăрах. Кулленхи тĕп ĕçсене тунипе пĕр вăхăтрах СВОна хутшăнакан хамăр ентешĕмĕрсене пулăшассинчен те айккинче юлмалла маррине пĕлсе тăратпăр. Чун-чĕре те çаплах хистет: пĕрле пулмалла, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшмалла. Салтаксене хĕллехи вăхăтра ал-урине ăшăтма, çи-пуçне типĕтме тесе пĕр харăс 30 кăмака-буржуйка ăсталаса фронта ăсатма пултартăмăр. Çакăншăн çар командованийĕн Тав çырăвне тивĕçрĕмĕр.

Сăн ỹкерчĕке округри Хисеп хăми çине кĕртни те кăмăла çĕклерĕ, паллах. Çакăншăн коллектива, округ ертỹлĕхне чĕререн тав сăмахĕ калатăп. Паян эпир тунă ĕçсене çамрăксем малалла çирĕплетсе, анлăлатса пыччăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code