Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:
— Ветерансен умĕнче пуçăма таятăп, вĕсене хăюлăхпа пысăк паттăрлăхшăн тав тăватăп. Халăх фронтра та, тылра та Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă. Пире пуласлăха хăюллăн пăхма май туса парас тесе сывлăхне, пурнăçне шеллемесĕр малалла талпăннă. Çак юнлă вăрçă историне упраса хăварасси паян нихçанхинчен те кирлĕрех: 80 çул каялла фашизмран хăтăлнă çĕршывсем историе çĕнĕрен çырма хăтланнине нихăçан та йышăнмаççĕ.
Аслă Çĕнтерỹ уявĕ. Кашнин чĕринче мăнаçлăх çуратать вăл.

Уява халалланă мероприятисем округра яланхилле майăн 8-мĕшĕнче пуçланĕç: кашни ялтах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене тата вăрçăран таврăнайманнисене халалласа лартнă палăксен умне чечек кăшăлĕсем хурĕç, митингсем йĕркелĕç. Çак кунах каçхине 20 сехетре округ центрĕнче пурăнакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, мирлĕ вăхăтра та тĕрлĕ хирĕç тăрăва хутшăнса пуçĕсене хунă паттăрсене халалласа «Асăну çурти» ятпа иртекен акцие хутшăнĕç. Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕсем, тĕрлĕ вăхăтри хирĕç тăрăва хутшăннă ветерансем ĕмĕрлĕх çулăмĕ умне гирляндăсем, чечек кăшăлĕсем хурĕç. 8 сехет те 40 минутра — Çĕнтерỹ салючĕ.
Майăн 9-мĕшĕнче 8 сехетрен пуçласа Елчĕкри Тĕп лапам çумĕнче Çĕнтерĕве халалласа куравсем, мастер-классем ирттерме палăртнă. Митинг Тĕп лапамра 10 сехетре пуçланать. Йăлана кĕнĕ çамрăк армеецсен, техника парачĕ пулĕ. Концерт, спорт ăмăртăвĕсем уява пуянлатĕç.
«Вилĕмсĕр полк» акцине кăçал та массăллă хутшăнса Елчĕк урамĕпе утса çаврăнмăпăр — округ центрĕнче ятарлă баннер çинче вăрçăра е унтан таврăнсан вилнĕ ветеран-фронтовиксен, тыл ĕçченĕсен, хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннисен портречĕсене курма май пулĕ. Дистанци технологийĕ анлă сарăлнă тапхăра Интернет уçлăхĕнче «Вилĕмсĕр полк» акци тивĕçлĕ йĕркеленнĕ. Уява халалланă тĕрлĕ акци — «Астăвăм çулăмĕ», «Георги хăйăвĕ», «Çĕнтерỹ сачĕ», «Астăвăм сачĕ», «Çĕнтерỹ чỹречисем», «Çĕнтерỹ Ялавĕ умĕнче — хуралта» тата ытти акцисенче те хастар Елчĕк халăхĕ.
Уяв кунĕсенче ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕ ăсатассине те палăртнă. Уяв кунĕсенче хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнасси те тĕп вырăнта пулĕ.
Сăмах май, пирĕн округра паянхи кун тĕлне вăрçă ветеранĕсем юлман. 122 тыл ĕçченĕ, 6 салтак арăмĕ, 168 вăрçă ачи пурăнаççĕ. Республикăра хальхи вăхăтра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 65 инваличĕ тата участникĕ, 968 салтак арăмĕ, çула çитичченех фашизм тыткăнĕнче пулнă 26 çын, блокадăри Ленинградра пулнă 24 çын тата 2500 яхăн тыл ĕçченĕ пурăнаççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин чи аслă участникĕ — 105 çулта. Вăл Етĕрнере пурăнать.
Кăçал Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнĕ май вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем уйрăмах пысăк тимлĕхре пулчĕç. Ертỹлĕх кашнин патне çитсе юбилей медалĕпе, открыткăсемпе тата парнесемпе чыслама май çитерчĕ.
Паллах, тав туса кашни ветерана пурте çапла калатпăр: «Тавах сире, ветерансем, çак çутă тỹпешĕн!»
Елена ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕксенче: ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тата округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Аслă Елчĕк территори пайĕн начальникĕ Валерий Афанасьев тĕрлĕ вăхăтра ветерана тата тыл ĕçченне саламланă самант.

