Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Харсăр ветеран

Харсăр ветеран

Хăш-пĕр çынсен хастарлăхĕ вĕçĕмсĕр тапса тăнипе тĕлĕнетĕп эпĕ. Уйрăмах вĕсем общество ĕçне мала хунинче палăрать çакă.

Аслă Елчĕкре пурăнакан Людмила Горшкова педагогика ĕçĕн ветеранне округра та пĕлменнисем çукрах пулĕ. Вăл чылай çул «Чăваш Енри пенсионерсен канашĕн» округри организацине ăнăçлă ертсе пынă. Унăн сцена çинчи пултарулăхĕ те курса ăмсанмалăх. Хальтерех кăна, акă, вăл пуçарнипе ялти вулавăшра 7-мĕш класра вĕренекенсемпе патриотла мероприяти иртнĕ. Людмила Александровна, ачасемпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи темипе калаçу хускатнă май, вĕсене Олег Кошевой ертсе пынă çамрăк гвардеецсен тата ытти пионерсемпе комсомолецсен паттăрлăхĕ çинчен витĕмлĕ каласа панă. Нумай вăрăм сăвва пăхмасăр пĕлет те, паянхи тапхăршăн та шухăшĕпе вырăнлă «Варварство» хайлавпа ачасене чăннипех тыткăнланă вăл.

Ку çеç те мар. Патриотла утăмăн иккĕмĕш пайне Людмила Горшкова вăрçă ачисемпе ирттернĕ. Нина Андреевна Григорьева, Александра Егоровна Игнатьева, Александра Степановна Петрянкина, Анна Никитична Казначеева пенсионеркăсен килĕсенче пулса вĕсене хăйсен аса илĕвĕсемпе ачалăх çулĕсене илсе çитернĕ. Тăхăр теçеткерен каçнăскерсен чуна уçса калаçас килетех ĕнтĕ, калаçу эмел пекех.

Паттăрлăх десантне йĕркеленĕ Людмила Александровнăна ытти ветерансемпе пĕрлех хăйне те сывлăх, ăнăçу сунас килет. Вăй-халу иксĕлми тапса тăтăр санăн.

Валентина ВАСТУЛОВА.
Аслă Елчĕк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code