Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 25 салтака сумласа

25 салтака сумласа

Кушкă ялĕнчи Сад урамĕнче пурăнакансем Мекшеевсен, Никитинсен, Бакинсен, Галошевсен, Мышкинсен тата ыттисен пуçарăвĕпе урам вĕçĕнче, Аслă Пăла юхан шывĕ хĕрринче, Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине халалласа аллея хута янă. Кунта пĕр кас çыннисем 300 яхăн тĕп туя, юман, каштан, хыр, чăрăш…, стела умне чечексем лартса хăварнă. Аллейăна Сад урамĕнчен тухса кайнă 25 паттăра халалланă. Салтаксен ячĕсем пурте палăк çинче.

Сăн ỹкерчĕкре: Владимир Мекшеев, Ксения Мышкина, Зинаида Калмыкова, Иван Галошев стелăна уçнă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code