Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Шкул — манăн пурнăç»

«Шкул — манăн пурнăç»

Çĕр çинче професси нумай. Учитель — тĕнчери чи пархатарлă та пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри. Учительсем ĕлĕкрен обществăна йĕркелес тĕлĕшпе тĕп вырăн йышăнаççĕ, пĕр ăруран тепĕр ăрăва пĕлỹпе хаклăх парса пыраççĕ. Вĕрентекен ачана пĕлỹ çеç мар, малалла кайма хавхалану та парать, вăл тĕрĕс çул çине тăма пулăшать, пурнăçа вĕрентет. Шăпах учитель ачан пуласлăхне йĕркелет.

Кашни ялта пур вĕсем мухтава тивĕçнĕ вĕрентекенсем. Çавăн пек çынсенчен пĕри — 37 çул учитель пулса ĕçленĕ Тамара Владимировна Журавлева. Хăвăлçырма ялĕнче пурăнать педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Тамара Владимировна 1946 çулта июнĕн 22-мĕшĕнче Тăрнашур ялĕнче кун çути курнă. Унăн ашшĕ, Немцев Владимир Михайлович, педагог, парти работникĕ пулса ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Аслă Таяпа шкулĕнче вĕрентекенре, директорта, унтан Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн председателĕнче тăрăшнă. Амăшĕ — Анна Александровна Шадрина — Аслă Таяпа ялĕнче çуралса ỹснĕ. Шкул хыççăн ултă уйăхлă медсестрасен курсĕнче вĕреннĕ, мăшăрлансан тăван хуçалăхра тăрăшнă. Килĕшỹллĕ çемьере виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл çитĕннĕ: Золя, Вячеслав, Людмила, Алевтина, Тамара, Владимир.

Тамара шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти пионервожатăйсем хатĕрлекен курсра вĕреннĕ, Хăвăлçырма шкулĕнче 4 çул вожатăй пулса вăй хунă. Ĕçленĕ вăхăтрах вăл куçăмсăр майпа Канашри педагогика училищинче, Шупашкарти педагогика институтĕнче вăреннĕ. Педагог пулас шухăш Тамара Владимировнăра ачаран çуралнă. Вăл хăйĕн юратнă учительниципе Патреккел ялĕнче çуралса ỹснĕ, каярах Аслă Таяпа ялне качча тухса ĕмĕрне ачасене пĕлỹ парас ĕçе халалланă Лилия Васильевна Пыркинăпа (Петрова) питĕ хавхаланнă (автортан: хамăн асаттен аппăшĕ пирки пырать сăмах, çак пысăк тавра курăмлă, пурнăçа тарăн ăнланакан хĕрарăмран Лилия Васильевна пирки ыррине илтме мана питĕ кăмăллă пулчĕ).

— Лилия Васильевнăна юратнăранах хăмăн пурнăçа шкулпа çыхăнтартăм. Сăпайлă, ăслă, ырă та хитре хĕрарăмччĕ вăл. Кашни хусканăвĕ, кашни утăмĕ килĕшỹллĕччĕ, — кăмăллăн аса илет Тамара Владимировна хăйĕн вĕрентекенĕ пирки. — Ачасемпе ĕçлеме питĕ юрататтăмччĕ, тĕрĕс çул çине тăратас тесе пĕтĕм чĕререн тăрăшрăм. Ачасем вĕсем ангелсем евĕр таса та çутă.

Вĕренекенсене пурне те юратмаллине, начартарах вĕренекенсемпе икĕ хут та тăрăшарах ĕçлемеллине палăртать педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Ачан характерĕ шкул çулĕсенче уйрăмах туптаннине, вăл çак çулсенче теприне хисеплеме, яваплăха тата ĕçченлĕхе туйма хăнăхнине çирĕплетет.

— Учитель ачашăн вĕрентекен анчах мар, йывăр вăхăтра канаш паракан та пулмалла. Ачана кĕçĕнрен сăпайлă пулма, тăван çĕршыва юратма вĕрентмелле. Хамрăн вара уншăн яланах ырă тĕслĕх пулмалла, ĕçрен ỹркенмелле мар. Кĕçĕннисене ĕç урлă та воспитани пама пултармалла, — сăмахĕсене малалла тăсать Тамара Владимировна.

Вăл шкула урок лариччен пĕр сехет çурă маларах килме тăрăшнине, иртерех килекен ачасене коридор тăрăх чупса çỹресрен асăрхаттарса ир-ирех вулама лартнине аса илет: «Ачасем тĕрлĕрен пулаççĕ. Кашнин пултарулăхĕ, тавра курăмĕ расна. Пĕрисем çĕнĕлĕхе хăвăрт ăса хываççĕ пулсан, теприсене ăнкарма вăхăчĕ нумайрах кирлĕ. Темăна ăнланманнисене шкул хыççăн уроксем хыççăн юлса та ĕçлеттереттĕмччĕ».

Хăвăлçырма шкулĕнче ĕçленĕ вăхăтра Тамара Владимировна Виктор Иванович Журавлевпа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ. Мăшăрĕ водитель, механик пулса ĕçленĕ. Ăста купăсçă пулнипе те палăрнă вăл таврара. 44 çул пĕрле пурăннă мăшăр, юлашкинчен йывăр чире пула вырăнпа выртакан мăшăрне 7 çула яхăн пăхнă арăмĕ.

Туслă çемьере 3 ача çитĕннĕ. Шел пулин те, асли — Андрей — пурнăçран ир уйрăлнă. Николай хальхи вăхăтра Турци çĕршывĕнче пурăнать. Елена Аслă Елчĕк каччипе Вадим Черновпа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ.

Ытларах Лена хĕрĕн çемйи тимлĕх уйăрать Тамара аппана. Час-часах килсе çỹрет унăн çемйи çывăх çынни патне, кил-çурта юсама, кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама пулăшать.

— Лена — манăн пурнăç тĕрекĕ, шанчăкăм, хăватăм, — тет амăшĕ кăмăллăн.

Журавлевсем ял çинче ырă ятлă. Тамара Владимировна мăшăрĕпе анчах мар, унăн ашшĕ-амăшĕпе те килĕшỹре пурăннă. Упăшкин амăшĕ — ĕмĕрне тăван колхозра ĕçлесе ирттернĕ Евдокия Ивановна сăпайлă кинне çемьене ăшшăн кĕтсе илнĕ. 23 çул пĕрле килĕшỹре пурăннă çамрăкпа ватă. Пăятамăшĕ, Иван Семенович, тăван хуçалăхра бригадирта ĕçленĕ.

Тамара Владимировна ачисемшĕн, кинĕсемпе кĕрỹшĕшĕн, мăнукĕсемшĕн пурнăç тĕрекĕ, савăнăçĕ. 5 мăнукĕпе (Анна, Игорь, Илья, Софья, Артем), Артем кĕçĕн мăнукĕпе савăннине пытармасть.

Хăй вĕрентнĕ ачисем те манмаççĕ юратнă учительне. Уншăн хăйĕншĕн те кашни вĕрентнĕ ачи хаклă. Килне те килсе çỹреççĕ вĕренекенĕсем, уяв кунĕсенче юратнă вĕрентекенне саламлаççĕ, парнесемпе хавхалантараççĕ. Учитель вара вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнать, хавхаланать.

— Шкул — манăн пурнăç. Тивĕçлĕ канăва тухса ĕçлеме пăрахсан черетлĕ сентябрĕн 1-мĕшĕ çитрĕ. Тем пекех шкула — хам вĕрентнĕ ачасем патне каяс, вĕсене курас килчĕ. Ача пек макăртăм вĕт, — тет Т.Журавлева.

Халĕ те тĕлĕкĕнче час-час ачисене, тăван пĕлỹ çуртне, тетрадьсем тĕрĕсленине курнине хыпарлать хĕрарăм.

Хальхи вăхăтра пахчара ĕçлесе вăхăтне ирттерет вăл, ачисем патĕнче час-час хăнара пулать.

Хисеплĕ учитель пирки нумай ыррине калаççĕ ялта. Вĕренỹ вăхăтĕнче хăй ун патĕнче практикăра пулнă, пурнăçне ачасене пĕлỹ тата воспитани парас ĕçе халалланă пĕр ялти Зинаида Михеева вара Тамара Владимировна хăйне нумай çĕннине панине, ĕçре паха канаш-сĕнỹпе пулăшнине калать. «Çакăн евĕр ырă, кăмăллă çынсем пуртан çутă та илемлĕ çак тĕнче», — тет вăл.

Ирина ПЕТРОВА,
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code