Аслă Елчĕкри тирпей-илеме мала хуракансем канмалли кунсенче стадионра субботник йĕркеленĕ.
Пĕр тĕллевлисем спорт лапамĕ айккине ашкăрса кайнă йывăçсенчен, хыт хураран тасатнă. Каснă туратсене вара сая яман: Ляпун вăрманĕ çывăхĕнчи Хĕрлĕ çырма çыранĕсене çирĕплетес тĕлĕшпе усă курнă.

