Республикăра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе «Мирлĕ пурнăçа — утăм» çĕнĕ проект старт илнĕ.

Унпа килĕшỹллĕн Елчĕкри культура керменĕнче юристсем, социаллă службăсемпе медицина, вĕренỹ учрежденийĕсен, ĕçе вырнаçтаракан центрăн, «Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисем» фондăн специалисчĕсем консультаци пункчĕ йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ, ЧР Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕн çумĕ Александр Колесников палăртнă тăрăх, кашни салтакпа вĕсен çывăх çыннисене тимлĕх уйăрасси пулса тăрать. Тĕл пулура хускатнă пĕтĕм ыйту контрольте пулĕ.
— Регион пуçлăхĕн Олег Николаевăн çĕнĕ проектне пула экспертсенчен тĕрлĕ ыйту хуравне пĕлме май пур, — тенĕ округ пуçлăхĕ Леонард Левый консультаци пункчĕн ĕçĕпе паллашнă май. — Пĕр-пĕр документ çырса хатĕрлемелле-и, юридици е социаллă ыйтусен вĕçне тухмалла-и — пĕтĕмпех татса параççĕ.

