Тутар Республикин ШĔМĕн экономика преступленийĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн сотрудникĕсем шулĕксен ушкăнне тытса чарнă.
Юридици фирми пек ĕçлекенскер, нимĕнле бизнесĕ те çук харпăр предпринимательсене усă курса банксене çаратса тăнă. Тĕрĕсрех каласан, пĕчĕк бизнес уçма тесе çак çынсен ячĕпе кредит илнĕ те шут çине килнĕ укçа темле майпа çухалса пынă. Кун хыççăн пайтаçăна банкрота кăлармалли процедура пуçарса хăйсен йĕрĕсене тасатнă вĕсем.
Хальлĕхе Хусанти банксенчен пĕрне 40 миллион тенкĕ ытла сиен кỹни паллă.

