Строитель — чи пархатарлă тата кирлĕ профессисенчен пĕри. Панă сăмаха пахалăхлă ĕçпе çирĕплетекенсем тимлеççĕ ку сферăра.
Округ пуçлăхĕ Леонард Левый строительсен профессиллĕ уявĕнче «Канашгаздорсервис» сахал яваплă обществăри (директорĕ А.А.Михайлов) рабочисемпе тĕл пулнă. Вăл, унăн ертỹçине тата коллектива уяв ячĕпе саламланă май, округăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн тав тунă, çĕнĕ проектсене ĕçе кĕртессинче ăнăçу суннă.
Леонард Васильевич производствăра малта пыракансен пĕр ушкăнне — Петр Еников погрузчик водительне, Владимир Пушков оператор-помольщика Хисеп грамотисемпе, Александр Лебедев погрузчик водительне Тав çырăвĕпе чысланă.

