Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2025 çулхи августăн 13-мĕшĕнчи 138-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн «АСК-Яльчики» сахал яваплă общество ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Коллектив техника культурисене округра чи малтан пуçтарса кĕртме пуçăннă.

