Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăçта пĕрлĕх — унта вăй

Ăçта пĕрлĕх — унта вăй

Юлашки çулсенче ялсенче пурăнакансем тирпей-илем ыйтăвĕ çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине куратпăр. Хăйсем пурăнакан кил-çурт таврашне анчах мар, обществăлла вырăнсене те субботниксем йĕркелесе тасатса тăраççĕ. Унсăр пуçне, вĕсем халăх пуçарăвĕпе йĕркеленекен тĕрлĕрен проектсене пурнăçа кĕртессинче те хастарлăхĕпе палăраççĕ.

Тăрăм территори пайĕнчи 6 ялта асăннă тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн 7 проект хута яма палăртнă. Çулталăк вĕçлениччен вăхăчĕ самаях пулин те, палăртнă ĕçсен вĕçне тухма пултарни савăнтарать. Çак тапхăрта пур ялти масарсен çывăхне те контейнер площадкисем вырнаçтарнă, килти хуçалăхри усă курма юрăхсăра тухнă пысăк калăпăшлă кирлĕ мар япаласене вырăнтан турттарса тухиччен вăхăтлăха вырнаçтармалли вырăнсем туса хатĕрленĕ, Тăрмăш ялĕнче 3 урамри çула юсанă, Тăрăмра пушара хирĕçле шыв резервуарĕ вырнаçтарнă, масар лаптăкĕнче ытлашши ỹсекен йывăçсене касса тирпейленĕ. Çакна та аса илсе хăварар, 2025 çулта Тăрмăш ялĕ 6 проекта хутшăнать.

Чăваш Республикинче ялсене хăтлăлатас тĕлĕшпе çирĕплетнĕ пуçару бюджечĕн программи анлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине хальхи вăхăтра пиртен кашнийĕ лайăх ăнланать. Юлашки çулсенче ял территорийĕсене аталантарас енĕпе халăх пуçарулăхĕ палăрмаллах ỹсни вара, чăннипех, савăнтарать. Программа вăя кĕнĕ тапхăртан тытăнса территори пайĕнчи ялсенче нумай курăмлă ĕç пурнăçланă.

Унсăр пуçне, кашни ялта çуркуннерен тытăнсах территорисене тирпей-илем кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 1941-1945 çулсенче вăрçăра вилнĕ паттăрсене асăнса лартнă палăксене тирпейлессине, ял урамĕсене ытлашши курăкран çулса тăрассине тата ыт. те çак шута кĕртетпĕр.

Тăрмăш ял старости Валентина Соловьева пуçарнипе нумаях пулмасть икĕ ял хушшинчи кĕпер çывăхĕнчи вĕренесене касса сайратрĕç. Халĕ кунти çул уçăлсах кайрĕ, мĕншĕн тесен ытлашши ỹссе кайнă йывăçсем водительсене автомашинăпа иртсе çỹреме чăрмав, хăрушлăх кăларса тăратма пултарнă-çке. Çак ĕçре Николай Евсеев, Сергей Краснов, Александр Порфирьев, Владимир Редьков, Иван Редьков пысăк хастарлăх кăтартрĕç. Хĕрарăмсем те арçынсенчен юлмарĕç, Маргарита Блинова, Раиса Редькова, Людмила Унгарова, Любовь Чапуркина, Валентина Соловьева каснă туратсене тасатса тăчĕç. Çак тĕслĕх ушкăнпа пулсан темле пысăк ĕçе те пурнăçлама май пулнине тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕ.

Людмила СМИРНОВА,
Тăрăм территори пайĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code