Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕк ялĕн уявĕнче савăнчĕç

Елчĕк ялĕн уявĕнче савăнчĕç

Елчĕк тăрăхĕнчи кашни ялăн тенĕ пекех престол уявĕ пур. Елчĕк ялĕн престол уявĕ — сентябрĕн 12-мĕшĕнче паллă тăвакан Çветтуй аслă кнеç Александр Невский кунĕ. 2009 çултан пуçласа кашни çул йĕркелекен çак уяв кăçал та тивĕçлĕ шайра, ăшă лару-тăрура иртнĕ.

Уяв, йăлана кĕнĕ тăрăх, чиркỹри кĕлĕрен пуçланнă. Чăн тĕне тĕрĕс тытса пурăннă Александр Невский Çветтуй аслă кнеçе асăнса ирттернĕ литургие — апат кĕллине Канаш тата Беловолжски епископĕ Преосвященнейший Стефан, унпа пĕрле округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннă. Çỹлти Туррăн хăватне, чиркĕве чун-чĕререн ĕненсе пурăнакан çынсем иккĕмĕш мăнкунпа танлашакан çак уяв кĕллине хутшăнса хăйсен чун канăçлăхне тупнă.

Елчĕк ялĕ пуçланса кайнăранпа 437 çул çитнине халалланă уяв ĕç кунĕ вĕçленнĕ хыççăн савăнăçлă лару-тăрура пуçланнă. Кунта ытти ял çыннисем те сахаллăн мар килсе çитнĕ. Пухăннисене округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Александр Невский ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Александр Сенькин, территори пайĕн пуçлăхĕ Юрий Блинов саламланă. Вĕсем ял çыннин кашни кунхи пархатарлă ĕçĕ пирки чарăнса тăнă, паллах, уяв ячĕпе те пурне те ăшшăн саламланă.

Иртнĕ çулсенчи ырă йăлана асра тытса уява йĕркелесе ирттерекенсем чи нумай çул пурăнакан ватă çынсене, чи çамрăк граждансене чысланă, çавăн пекех тирпейлĕ те хăтлă пурăнакансем хушшинче тĕрлĕ номинацире иртнĕ конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнипе паллаштарнă.

…Тĕп лапамра хаваслă юрă-кĕвĕ янăранă. Ача-пăча пылак ĕçме-çиме, тĕрлĕрен теттесемпе суту-илỹ тăвакан лавккасемпе аттракционсем тавра пуçтарăннă. Уявра курмалли тата та нумай пулнă. «ПАПА-ФЕСТ-2025» çемье фестивалĕн программинче округри хастар ашшĕсем йĕркеленĕ мастер-классем асра юлмалла иртнĕ. Тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем, хĕрарăмсем çинçе те вăрăм кĕлеллĕ пушмак тăхăнса инçĕшне чупни таранах.

Чаплă концерт курса савăнма та пулнă. Унта округри паллă пултарулăх коллективĕсем, Шупашкартан ятарласа килсе çитнĕ хамăр ентеш артистсем хутшăннă.

…Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Елчĕк ялĕн уявне тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшнă пуçаруллă çамрăксене чун-чĕререн тав тунине палăртнă.

ХАКЛАВ

Алексей ШАДРИКОВ, хамăр ентеш, паллă артист-юрăçă:

— Гастрольсенче тĕрлĕ ял-хулара пулса курма тивет пулин те кашни хутĕнче Елчĕк тăрăхĕнчен лайăххи урăх çуккине ăнланса илетĕп. Хальхинче те эпир кунта Елчĕк ялĕн каччисемпе тата хĕрĕсемпе, кинĕсемпе пĕрле килсе çитрĕмĕр. Сцена çине тухсан вара хама нихçанхинчен ирĕклĕн те шанчăклăн тытнине, чун-чĕрере вăй-хал хутшăннине туйса илтĕм.

Елчĕксем ĕçлеме те, уявра тивĕçлĕ савăнма та пĕлни кăмăла çĕклет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code