Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Умра ялкăшать кил çути

Умра ялкăшать кил çути

Калав

Малалли. Пуçламăшĕ 34, 35-мĕш номерсенче.

— Сик путвала! — кăшкăрма ĕлкĕрчĕ Максим. Хăй çỹлтен Виктор çине граната ỹкнине асăрхама ĕлкĕрчĕ. — Пăрăн!

Юлташĕ, хырăмĕ çинче выртаканскер, пĕтĕрĕнме хăтланчĕ, анчах та ури вĕçĕнчех граната çурăлса кайрĕ.

— Ай! — илтĕнчĕ унăн сасси. — Лектерчĕ!

Вăл татах пĕтĕрĕнме тăчĕ, вара тăрасшăн пулчĕ — урисем итлемерĕç. Чул купи хĕррипе шăвасшăн асапланчĕ — пултараймарĕ.

— Жгут, жгут кăлар! — вĕрентрĕ Максим. Вăл мулкач пек питĕ хăвăрт сиксе тăчĕ те чупса кайрĕ, автоматпа нумайччен шатăртаттарчĕ, граната ывăтрĕ. Тăшман салтакĕ- сем аранах пеме пăрахрĕç. Кĕçех вăл Виктор патне таврăнчĕ.

— Атя, кунта выртма юрамасть пире, иккĕмĕш дрон вĕçсе килме пултарать… Шăватпăр, путвала пытанатпăр… Унтан тарнă нацистсем…

— Урасем… Икĕ ури те… — пăшăлтатрĕ Виктор.Чăт. Çывăхрах кунта… Атя, атя…

Çапла каларĕ кăна, çывăхрах снаряд çурăлнă сас илтĕнчĕ. Максим сулахай хулпуççине ярса тытрĕ.

  • Фу! — сывларĕ вăл. — Осколок… — Пỹрнисем витĕр юн юхрĕ. — Пире сăнаççĕ, пĕтересшĕн… Пытанмалла…

Вĕсем подъезд пулнă вырăналла шурĕç. Унта çитсен, Максим юлташне хăварчĕ те пĕшкĕнсе малалла чупса кайрĕ, путвала анмалли вырăна шырарĕ. Ют салтаксем çуккине пĕлчĕ те каялла таврăнчĕ. Сывă аллипе Виктора каллех хул хушшинчен тытрĕ, ăна сĕтĕрчĕ.

Тăшмансем пеме пăрахрĕç. Вĕлертĕмĕр терĕç-ши, те пирĕн дрон вĕçсе килнине асăрхарĕç — шăпланчĕç. Туссем шăтăк умĕнче выртрĕç.

— Эпĕ малтан анатăп, — шăппăн каларĕ сывăраххи, — вара сана туртатăп…

Аранах путвал пỹлĕмне лекрĕç. Кунта пĕр сехет каялла кăна украинецсем хуçаланнă. Темĕн те йăваланса выртать. Пĕтĕмпех ют, ăша тăвăлтараканни. Кĕтессенче — матрассем. Вĕсем çинче выртса тăнă ĕнтĕ тăшман салтакĕсем.

Максим пĕр матраса тỹнтерле çавăрса хучĕ те Виктора вырнаçтарчĕ, урисене бинтпа çыхма тытăнчĕ. Хытах аманнă иккен, шăмăсене çĕмĕрсе пĕтернĕ… Лешĕ хăйне пĕр хутчен укол тума ĕлкĕрнĕ иккен, апла пулсан та йĕппе каллех ỹт ăшне кĕртрĕç, антибиотик ячĕç.

Максимăн та хулпуççинчен çаплипех юн сăрхăнчĕ. Аллийĕ усăнсах анчĕ, хускатма та çук. Юрать-ха сулахаййи, сылтăммипе сиплеме пулать. Виктор та пулăшрĕ, ỹтри пĕчĕк тимĕр татăккине туртса кăларчĕ, бинтран тампон туса аманнă вырăна хучĕ, укол туса ячĕ. Темле пулсан та, иккĕн иккĕнех, пĕрне-пĕри пулăшрĕç.

Пĕр вăхăт хушши вĕсем чĕнмерĕç, урамри сассене тăнласшăн пулчĕç. Снарядсем çумра мар, аяккарах çурăлаççĕ. Пирĕн салтаксен калаçăвĕ те, автоматран пени те илтĕнмерĕ. Ахăртнех, вĕсем каялла кайнă.

— Лекрĕмĕр иккен капкăна… — хăйĕнпе хăй калаçнă пек каларĕ Виктор. — Кунтан тухасси пулмасть пуль…

— Ытлашши ан хумхан-ха эсĕ, — лăплантарчĕ ăна юлташĕ. — Çур çул хушшинче пире тăхлан тивмерĕ, халĕ, авă, иксĕмĕр те амантăмăр. Чи кирли — манăн урасем утаççĕ. Ан пăшăрхан, тухатпăр, çитетпĕр хамăрăннисем патне, е тата… тен, хăйсем кĕç-вĕç çитеççĕ…

Ăнланчĕ Максим: юлташĕсем каялла чакнă, вĕсем вара тăшман хушшинче лараççĕ. Хамăрăннисем кĕçех таврăнасса кĕтме çук, Виктора лăплантарас тесе çапла каларĕ вăл. Тепрер вăхăтран украинецсем кунта çаврăнса çитме пултараççĕ, вĕсене мĕнле кĕтсе илмелли çинчен шухăшларĕ.

Виктор тĕлĕрсе кайрĕ. Максим та, автоматне алăра тытаканскер, стена çумне тĕшĕрĕлсе ларчĕ, вăл та кăтăш турĕ.

Кун иртрĕ. Иккĕшĕ те кăштах каннă хыççăн калаçасшăн пулчĕç.

— Кĕçех тĕттĕмленет, — Виктор умне пырса ларчĕ Максим. — Çĕрле, тĕттĕмре, йăтса тухайăп-ши сана? Шăвăнма тивет, арканнă хулпуççипе инçе çĕклеймĕп…

— Урасемсĕр юлтăм пуль… — тухрĕç выртаканнин куççулĕсем. — Тек утса çỹрĕп-ши? Сывă юлсан…

— Йĕркеллех пулать, йĕркеллех. Шан мана. Эпĕ каланине ĕнен…

— Мĕнле манăн урасем?

— Ура лапписем арканнă. Чăт… Хамăрăннисем патне çитсен, туххăмрах сыватаççĕ.

Виктор ассăн сывласа илчĕ те йăвашшăн тусĕ çине пăхрĕ.

— Тĕлĕк курнă, — пĕлтерчĕ вăл. — Мускавра пек, хваттерте çемье пухăннă пек… Оля калать пек, мĕн тума киле килместĕн, кукăль пиçсе тухма вăхăт, эсĕ таçта çỹретĕн, тет… Каçхине пуçтарăнсан, ирхине çитетĕн, тет… Тата тĕлĕнмелле çуттăн ялкăшать пирĕн çурт! Пиншер-пиншер ахах-мерчен çỹлтен тăкăнать пек, хĕвел çутинчен те çутăрах пек ун тавра. Хваттер те, çурт таврашĕнчи пекех, ылтăнпа витĕннĕ, куçа шартарать хăйĕн илемĕпе. Ачасен кашнин аллинче манăн сăн ỹкерчĕк пек, мана чĕнеççĕ пек…

Максим кантăк шăтăкĕ патне пырса тăчĕ. Итлерĕ. Тăшмансем пуррине пĕлтерсе пĕр пỹрнине çĕклерĕ. Лешсем иртсе кайрĕç пулас, вăл пỹлĕм тавра шăппăн утма пуçларĕ, тĕрлĕ йăх-яха урипе сирчĕ.

— Уху! — терĕ тăруках. — Кулон! Ылтăн вăчăри те пур.

Йăлтăр-ялтăр тăвакан япалана çавăркаласа пăхрĕ. Пĕр енче — арçыннăн сăнĕ, тепĕр енче — хĕрарăмăн. Арăмĕпе упăшки-ши е савнисем-ши? Çук, мăшăрах пулĕ, мĕншĕн тесен кулонĕ ку пирĕн вăхăтра тунăскер мар, авă, çỹлте икĕ енче те ылтăн çине темĕнле паллă çапса хунă. Ăруран ăрăва куçса пыраканскер пулĕ. Çухатнă çыншăн çав тери хаклă пулнă ĕнтĕ вăл.

— Кăтарт-ха мана та, — сасă пачĕ Виктор. Кулона аллине илчĕ те нумайччен пăхрĕ. — Итле-ха, чăн-чăн Гриша Сергеев пек туйăнать… Лайăхрах сăна-ха.

Максим хаклă чул çине вырнаçтарнă сăнỹкерчĕке тĕпчерĕ.

— Кам пĕлет, пулĕ те, — терĕ.

Виктор каллех хаклă япалана аллинче çавăрттарчĕ.

— Çар билечĕ! — шăппăн пулсан та уçă сасăпа пĕлтерчĕ тепĕр кĕтесрен юлташĕ. — Гриша Сергеев! Украинла çырнă.

Виктор кулон çинчи ỹкерчĕкпе çар билечĕ çинчи сăна танлаштарчĕ.

— Гриша… Гриша… — аранах тухрĕç унăн сăмахĕсем. — Пирĕн тăшман иккен эсĕ…

Чĕнмерĕç. Шухăшпа вĕсем аякри Куславккара çỹрерĕç.

Пиллĕкмĕш класра чухне вĕсемпе пĕрле темиçе çĕнĕ ача вĕренме пуçларĕ. Вĕсенчен пĕри — Гриша Сергеев. Пурте хăвăртах туслашрĕç унпа. Максимпа Виктор тата çывăхрах пулчĕç уншăн, пулăшу кирлĕ пулсан, вĕсем патне чупса пыратчĕ. Амăшĕ Харьковра пурăннă, ашшĕпе уйрăлнă та тăван килне таврăннă. Тăхăрвуннăмĕш çулсен вĕçĕнче пурнăç питĕ йывăрччĕ, Гришăн тăхăнмалли те, çимелли те çукрахчĕ. Викторпа Максим уроксем хушшинче мĕн пуррипе сăйлатчĕç ăна. Пĕрле унта-кунта чĕнсен, пымастчĕ, ютшăнатчĕ. Хăй питĕ таса чунлă, тав тума пĕлекен ачаччĕ.

Шкул пĕтерсен, салтака кайса килсен, Гриша автобус çинче ĕçлетчĕ. Амăшĕ тепре качча кайрĕ те, упăшки тăван мар ывăлне юратмарĕ курăнать. Кукамăшĕ патĕнче пурăнатчĕ. Хулара хутран-ситрен тĕл пулсан, калаçатчĕç, чĕнмесĕр иртсе кайман.

— Виктор, эпĕ санăн умра парăмра, — терĕ пĕррехинче, Атăл хĕрринче хула кунне уявланă каçра. — Эсĕ мана пилĕк тенкĕ кивçен панăччĕ, эпĕ вара халĕ те тавăрса паман. Юриех памастăп… Эсĕ те, Максим та мана нумай пулăшнине аса илтертĕр тетĕп çав укçа.

— Юрать, юрать! — пĕр-пĕрин аллине çупрĕç виççĕн. — Мускаври чи чаплă ресторанта хăналатăн!

— Мускава-и, Парижа-и çитетпĕр унта, сире йывăр пулсан, эпĕ парăма татма хатĕр!

Тем вăхăтран Гриша Куславккара курăнма пăрахрĕ. Ашшĕ патне Харькова пурăнма кайнă терĕç.

— Харьков…. — калаçрĕ Максим Викторăн шухăшĕсене салатса. — Манăн асатте иртнĕ вăрçăра Харькова ирĕке кăларса аманнă. Снаряд чĕркуççи шăммине аркатнă, март уйăхĕнче çырмара çĕр каçнă, пурпĕрех киле çитнĕ, çемье çавăрнă, ача-пăча ỹстернĕ… Унăн паттăрлăхне пула эпĕ çут тĕнчене килнĕ. Асаттесенчен эпир ним чухлĕ те йăваш мар. Эпир те çĕнтеретпĕр, эпир те киле çитетпĕр! Çу-у-к, пире çĕнтереймеççĕ! Çĕнтерỹçĕсем — эпир. Эпир Парижа çитнĕ, эпир Берлина илнĕ!

Таврара тăшмансем пулнине, хăйсем аманнине пĕлсе тăраканскерсем, шăпланчĕç. Тем каласан та, йывăрлăх пусарчĕ туссене. Хăратрĕ те, иккĕлентерчĕ те. Викторăн пĕтĕмпех Максим çине шанасси юлчĕ, пуласлăх унтан килессе ăшра туйрĕ. Хăй утма пултарнă пулсан…

Ах, епле килте пулас килчĕ халĕ вĕсен! Ларасчĕ каçсерен шăкăл-шăкăл калаçса! Пĕчĕккисем, паллах, шавлатчĕç, вылятчĕç… Мускавра та, Куславккара та пĕлмеççĕ вĕт-ха вĕсем хаяр тăшманпа хире-хирĕç тăнине, е çăлăну, е вилĕм кĕтнине… Туяççĕ-ши чуна ăшăтакан çынсем вĕсен шăпине? Туяççĕ те пулĕ, кулянаççĕ те, пăшăрханаççĕ те, вырăн тупаймасăр çỹреççĕ те пулĕ… Тен, вĕсен чĕрисем инкеке туйса хытă-хытă ыратаççĕ? Тен, Ольăпа Лида ачисенчен вăрттăн куççулĕсене шăлаççĕ? Тен, вĕсем куç хупмасăр çĕр каçаççĕ паян? Юлаççĕ-ши чĕрĕ юратнă çыннисем, пулăшĕ-ши вĕсем кĕл туни?

— Питĕ пурăнас килет манăн… — пăшăлтатрĕ Виктор. — Питĕ… Питĕ… Пĕлесчĕ çакна санăн, Максим… Епле те чаплă иккен вăл пурнăç… Унăн хакне вилес умĕн кăна пĕлетĕн иккен…

Максим каллех Виктор çумне пырса ларчĕ, аллипе пуçне ачашларĕ.

— Каçар мана, тусăм, — чĕререн каларĕ вăл. — Эпĕ чĕнтĕм вăрçа. Килесшĕн марччĕ эсĕ. Сана та, çемьене те хĕн кăтартаканни — эпĕ. Каçарсамччĕ тархасшăн…

— Пуç тавра шухăшласа пăх-ха хăвах, — йывăррăн тăрса ларчĕ юлташĕ. — Иккĕн пĕрле ниепле те хăтăлаймастпăр. Кай пĕччен, пăрахса хăвар мана. Шприцсемпе эмел хăвар нумайрах. Шыв пур… Патронсем çителĕклĕ. Граната хур манпа юнашар.

Тусĕн кĕтмен сăмахĕсене илтсен, Максим пĕр вăхăт çухалса ỹкрĕ, кайран çурăмĕнчен ыталарĕ те йĕрсе ячĕ. Патвар, хăюллă арçыннăн сăнĕ тăруках куççулĕпе витĕнни тĕлĕнтерчĕ теприне. Тимĕр пек хытă, çирĕп курăннă çын çемçелчĕ. Çавна пула Виктор унăн аллинчен тытрĕ, чăмăртасшăн пулчĕ. Хăйĕн те куçĕсем йĕп-йĕпех пулнине туйрĕ.

Пĕр вăхăт çапла ларчĕç икĕ тус тĕксĕм путвалта.

— Вилсен те пĕрле вилетпĕр… — терĕ Максим. — Тулĕк парăнмастпăр. Асту çакна, яланлăхах асту: эпĕ сана нихăçан та пăрахмастăп. Мĕн ачаран пĕрле пултăмăр та, пĕрлех пулатпăр куçсене хупиччен. Автоматпа печчĕр, граната пăрахчăр — пĕрле алăран алă тытăнса тăратпăр!

Хытах тĕттĕмленчĕ. Путвалта нимĕн те курăнмарĕ. Максим пĕчĕк кантăк умĕнче урамри сас-чĕве итлерĕ. Тепĕр сехетрен çула тухмаллине пĕлтерчĕ. Халĕ вăл кĕтесре тăчĕ, çăлăнмалли меслете пуçĕнче çавăрттарчĕ. Каярахпа шухăшласа хунине тусне каласа пачĕ.

Акă, кĕç-вĕç каç сĕмлĕхĕпе усă курса çак вырăнтан урама тухмалла… Пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Тен, хăйсене тек сывă кураймĕç? Тен, юлашки хут пĕрле?

— Ан ман мана, Максим, — ыталарĕ Виктор. — Сывă юлсан, каласа пар çемьене… Никитăна пĕлтер: эпĕ пульăран хăраман. Кала: питĕ-питĕ юрататăп вĕсене… Оля… Каçартăр вăл мана пуриншĕн те, сахалтарах ăшă сăмах каланă пуль. Вилес пулсан та эпĕ вĕсемпе…

Максим та Викторпа калаçрĕ:

— Тỹррипе кала, айăплатăн-и мана? Вăрçа килнишĕн ỹкĕнетĕн-и?

— Эсĕ мĕн енчен айăплă? Тĕнче вăрă-хурахĕ айăплă… Пĕтĕмпех тĕрĕс… Хăвна ан айăпла. Манăн та, сан пекех, автомат тытмаллаччĕ, мĕн, маншăн санăн çапăçмалла пулнă-и?

— Чечняра чĕрĕ юлтăмăр, халĕ те сывă пулатпăр. Ан ман, пире килте кĕтеççĕ… Халĕ вĕсем Турă умĕнче пирĕншĕн кĕлĕ вулаççĕ… Атя, кайрăмăр, тухатпăр.

Максимпа Виктор вырăнтан хускалма тăнăччĕ кăна, пỹлĕм варрине хунар çути ỹкрĕ. Такам вĕсем патне майĕпен анчĕ.

— Шăп, — хушрĕ Максим, хăй алăк хыçне пытанчĕ.

Çын кĕричченех çутăпа пỹлĕме тĕрĕслеме пуçларĕ, анчах та Виктора, картун курупкипе витсе хунăскерне, асăрхамарĕ. Малалла пĕр утăм тусанах Максим ăна хыçалтан çапса ỹкерчĕ те ун çине улăхса ларчĕ, пăвма тăчĕ.

— Яр, парăнатăп, — аранах каларĕ лешĕ, автоматне аяккалла тĕртсе ячĕ.

— Ан хускалнă пултăр, перетĕп!

Украинец урайĕнче хырăм çинче выртрĕ. Пирĕн салтак унăн аллисене туххăмрах хыçалалла çыхса хучĕ.

— Пĕр сас та ан кăлар! — хушрĕ каллех. — Юлташусене чĕнме тăрсан, тỹрех вĕлеретĕп!

Тыткăна лекнĕ арçын чĕнмерĕ. Хашшăн-хашшăн сывларĕ. Виктор, курупкăна сирсе пăрахнăскер, тăрасшăн пулнăн туртăна-туртăна илчĕ.

— Кала, кам эсĕ, хăш бригадăран?

— Сергеев Григорий Васильевич, мотострелок… — пулчĕç унăн пĕрремĕш сăмахĕсем.

Çакна илтсен, Максим ăна çурăмĕ çине çавăрса хучĕ те питĕнчен хунарпа çутатрĕ, тем вăхăтран шăппăн ыйтрĕ:

— Гриша, эсĕ-и? Куславккаран-и?

Тыткăнçă та кĕтмен ыйтăва пула çухалса ỹкрĕ, «Эсĕ хăв кам?» — текен куçĕсемпе Раççей салтакне сăнарĕ.

— Çапла, Куславккана пĕлетĕп, — автоматлă çын хăйне палласа илнĕшĕн хĕпĕртерĕ çавăнтах.

— Хăш шкулта вĕреннĕ? — хыттăн ыйтрĕ Максим.

— Виççĕмĕшĕнче.

— Хăш учителе пĕлетĕн?

— Алевтина Петровнăна. Вырăс чĕлхи…

Максим та, Виктор та ăнланса илчĕç: вĕсен умĕнче — ачалăхри тусĕ, пĕр хулара пурăннă ентеш! Тăшман-ши халĕ вĕсемшĕн вăл, е çăлăнăç илсе килнĕ çын? Пулăшĕ-ши вĕсене? Украина салтакĕн тумне тăхăннăскерĕн юлнă-ши чĕринче туслăх туйăмĕ? Хатĕр-ши хăйне парăнтарнă Раççей салтакĕсен пурнăçне çăлма?

— Эпĕ — Максим Петров. Авă вăл — Виктор Виноградов. Астăватăн-и?

Гриша Сергеев куçне хупрĕ те пăшăлтатрĕ:

— Паллах, — терĕ. — Мĕнле пĕлместĕп пулĕ?

Тыткăна лекнĕ салтака стена çумне вырнаçтарса лартрĕ Максим, аллисене вара ирĕке яма васкамарĕ. Калаçу майĕпен юхрĕ. Малтанах Гриша Украинăна куçса килсен пурнăçне йĕркелени пирки каласа пачĕ, вăрçă тухсан, салтака илнине пĕлтерчĕ, хăш çапăçусенче пулнине асăнчĕ. Харьковра мăшăрне тупнă иккен, ывăл ача ỹсет вĕсен. Арăмĕ — украинка. Çара ăсатнă чухне хĕрес вырăнне кулон çакса янă упăшкин мăйĕ çине. «Ан çухат, çухатсан пирĕн çыхăну татăлать», — тенĕ вăл. Кулонне вилес умĕн кукамăшĕ парса хăварнă иккен, кукашшĕ нимĕçсен лагерĕ- нче пулнă пулсан та киле тĕрĕс-тĕкел таврăннă, çак кулона хĕвĕнчен кăларман. Ун чухне те икĕ енче юратнă çынсен сăнĕсем тăнă. Гриша вара, путвалта хаклă япалапа киленсе ларнăскер, çапăçу пуçлансан хăвăрт сиксе тăнă та ăна çар билечĕпе пĕрле хурасшăн пулнă. Иçмасса, иккĕшĕ те ỹксе юлнă. Çавсене шырама килнĕ кунта.

Малалли пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code