Елчĕк тăрăхĕнче хăйсем суйласа илнĕ профессие чунтан парăннисем питĕ йышлă. Вĕсен тăрăшулăхĕнчен килет те ĕнтĕ округăн пĕтĕмĕшле аталанăвĕ. Ỹсĕм çăл куçĕ обществăлла ĕçсен «лавне туртакансемпе» те çыхăннах тесшĕн. Хăшĕ-пĕри професси тулашĕнчи ĕçсĕр пурăнаймасть те пулĕ.

Округри культурăпа кану паркĕнче Елчĕк ялĕн уявĕ пырать. Сцена çинче Кивĕ Эйпеçри клуб çумĕнчи Татьяна Сусметова ертсе пыракан хĕрарăмсен «Хĕлхем» ансамблĕ юрă шăрантарать. Кайран иккĕн-виççĕн пычĕç те:
— Пирĕн Татьяна Федоровна çинчен хаçатра çырăр-ха. Питĕ пултаруллă çын, — терĕç тỹрех вĕсем.
— Сирĕн шухăшăр ман шухăшпа пĕр килет, кун пирки тахçанах шутланăччĕ… — пĕлтертĕм эпĕ.
Татьяна Сусметова 2023 çултанпа Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта ĕçлет. Маларах, Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтерсен, 32 çул Кивĕ Эйпеçри тĕп шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах пĕр тапхăр директорăн воспитани, унтан вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă.
Пулас педагог Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Федор Александровичпа Анфиса Осиповна Редьковсен çемйинчен тухнă. Пилĕк ачаран чи кĕçĕнни. «Учитель пулас ĕмĕт хăçан çуралнă?» — ыйтăвăн хуравне те Татьяна тỹрех пĕлтерчĕ:
— Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Елизавета Мартерьевна Захарова вырăс чĕлхипе тата литературипе вĕрентнĕ пире. Мана питĕ шкул ĕçĕнче курасшăнччĕ. Вăл пуçарнипе 10-мĕш класра чухне пединститутпа çыхăну йĕркелесе тĕрĕслев ĕçĕсем ярса тăтăм. Анне, дояркăра ĕçленĕскер, учительсене питĕ хисеплетчĕ, вăл та мана педагогика çулĕ çине тăма сĕннĕ.
Паян Татьяна Федоровнăна çут тĕнчене вĕрентекен пулмах çуралнă тесе калас килет. Ачасене çав тери юратать вăл, вĕсен енчен те ăна хисепĕ пысăк. Ĕçтешĕсемпе те ăнланулăхпа пĕр шухăшлăх çыхăнтарать.
Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ хăйĕн ятне округпа региона çеç мар, çĕршыв шайне те кăларнă. Вăл «Районти чи лайăх çамрăк учитель», 1999, 2024 çулсенче «Районти чи лайăх учитель» ятсене çĕнсе илнĕ. Халăхсем хушшинчи «Пушкин диктанчĕ-2024» вĕренỹпе çут ĕç акцинче абсолютлă çĕнтерỹçĕ, педагогсен республикăри олимпиадинче 3-мĕш призер пулнă. 2009 çулта Пĕтĕм Раççейри «За образцовое владение русским языком в профессиональной деятельности» конкурсра чаплă çитĕнỹ тунă: пĕрремĕш!
Çакнашкал «титулсен» çĕклемне кура улмисем те йывăççинчен аякка ỹкмеççех. Елизавета Мурзакаева, Мария Муратова, Артемий Сусметов, Камилла Шитухина, Арина Лупан, Виктория Зайцева хăйсен ертỹçине Пĕтĕм Раççей тата регион шайĕсенчи конкурссенчи çитĕнỹсемпе пĕр хутчен мар савăнтарнă.
Вĕренỹ ăслайĕн çĕнĕрен-çĕнĕ меслечĕсемпе мелĕсене тăтăшах практикăра усă кураканскерĕн урокĕсем тухăçлă иртеççĕ. Ачасене йăлăхтармăш пусса илесрен кулянмалли çук. Хăй лара-тăра пĕлмест те, вĕсенче «чĕрĕлĕхе» вăратасси уншăн кăткăс мар, кашни занятие тĕрлĕ форматпа йĕркелет. Аслă категориллĕ вĕрентỹçĕ урăхла пулма та пултараймасть. Унăн вĕренỹпе воспитани ĕçĕнчи хастарлăхне вара Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, ЧР Вĕренỹ министерствин, ЧР вĕренỹпе наука профсоюзĕн рескомĕн Хисеп грамотисемпе хакланă.
«Учитель — туртăм, тĕп тивĕç», — теççĕ халăхра. Татьяна Федоровнăшăн обществăлла ĕç те çаплах пулĕ — унсăр канлĕх те çук-тăр. Вăл шкулта ачасен «Акварель» театрне ертсе пырать. 2023 çулта коллектив республикăри «Илемлĕ планета — телейлĕ ачасем» конкурсра 3-мĕш вырăна тухни питĕ паха. 20 çул ытла участокри суйлав комиссийĕнче тĕрлĕ тивĕçе пурнăçланă, халĕ — председателĕн çумĕ. Виçĕ çул каялла ăна ялти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи пулма суйланă. Кунта та ыттисемшĕн ырă тĕслĕх: вăл регионсем хушшинчи «Эпĕ — хĕрарăм», «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» конкурссенче ăнăçлă ăмăртнă.
2022 çулта унăн мăшăрне, Нил Петровича, ялти клуб заведующине лартаççĕ. Предпринимательлĕхре ĕçлекенĕн вăхăчĕ те çукрах ĕнтĕ, çапах та ун чухнехи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Алексеев çине тăнине хирĕçлеймен. Татьяна Федоровна пĕчĕккĕн хăй те культура ĕçне пуçĕпех чăмать темелле. Пирваях хĕрарăмсемпе Çĕнтерỹ кунĕнче ял халăхне концертпа савăнтараççĕ, Троицăра вăййа тухма та мехел çитереççĕ, унтан — Анне кунĕ…
Паян «Хĕлхем» ятпа чăмăртаннă ансамбль ура çинче çирĕп тăракан коллектив ĕнтĕ. Ял халăхне хăйĕн пултарулăхĕпе тăтăшах илĕртет. «Концерт хăçан пулать-ши?» — тесе ыйтсах тăраççĕ иккен.
«Хĕлхемçĕсем» округри ялсенче те кĕтнĕ юрăçсем, ытти округра, Тутарстанпа Ульяновск облаçĕнче те пĕлсе çитнĕ вĕсене. Ăсталăх ỹссе пынă май мĕншĕн пултарулăх ăмăртăвĕсене хутшăнас мар? Татьяна Федоровна иккĕленсе тăракан йышши мар, шутланине пурнăçлама хăнăхнăскер. Интернетра Санкт-Петербургра Халăхсем хушшинчи «Мое призвание — артист» конкурс-фестиваль пулассине вуласа пĕлет те унта тухса вĕçтереççĕ. «Тапăртатса тăрать тур лаши» юрăпа 2-мĕш вырăна тухаççĕ. Çитĕнỹ хавхаланăвĕ сĕврĕличчен сцена ăстисем Мускавра йĕркеленĕ «Талантливая Россия» конкурса видеопа юрă ярса параççĕ. Часах хыпар çитет: ансамбль-çĕнтерỹçĕ 50 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. Унпа Шупашкарта юрă клипне ỹкерттернĕ.
«Хĕлхем» ытти коллектив пек мар — унăн хăйĕн колоричĕ: репертуар та, сцена çинчи тыткаларăш та, кĕпе-тумтирĕ те. Сцена костюмĕ саккăр таран вĕсен. Малтанхине тĕп хулара çĕлеттернĕ пулсан, ыттине вырăнтах хатĕрленĕ. Ара, çĕвĕçĕсем хăйсенех те. Людмила Антоновăпа Раиса Васильева профессионалсемех çав: тăхăнмалли хатĕре типтерлĕ, пахалăхлă çĕлеççĕ. Материалне туянма, çавăн пекех концертсене тухса çỹреме спонсорсем — Нил Сусметов, Леонид Григорьев, Юрий Алексеев, Вячеслав Григорьев — пысăк пулăшу параççĕ. Ял халăхĕ те харсăр ыркăмăллăх ĕçĕнче. Юрăсене «минусовкăна» хăйсемех калăплаççĕ, ку тĕлĕшпе Любовь Алексеева маçтăр.
Татьяна Сусметован туслă командин членĕсемпе паллаштарма та вăхăт. Вĕсем: Любовь Алексеева, Людмила Антонова, Раиса Васильева, Елена Григорьева, Валентина Еремеева, Татьяна Казакова, Галина Никифорова, Авелина Сорокина, Людмила Теллина, Маргарита Шекерова. Пирвайхи кунсенченех йышра педагогика ĕçĕн ветеранĕ Галина Иванова та пулнă, шел, тăпри çăмăл пултăр.
Юрий Алексеев тăрăшнипе Кивĕ Эйпеçре округра чи малтан «Вучах» обществăлла территорисен хăй тытăмлăхне (ТОС) йĕркеленĕ. Унăн ĕçне хĕрарăм-юрăçсем те хастар хутшăнаççĕ. ТОС вара вĕсене пулăшу кỹрет. Республикăри «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурсăн пĕр номинацийĕнче палăрса 330 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Унпа «Хĕлхем» ансамбль валли хĕрарăм капăрлăхĕсем туяннă. Вĕсене ентешĕ, Людмила Балтаева ỹнерçĕ, йỹнетнĕ хакпа тивĕçтернĕ.
Юрă ăстисем ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшассинче те харсăр. Республикăри «Вкусно, как у мамы» ушкăна 8-9 тĕрлĕ пахча çимĕçрен типĕтнĕ апат хатĕрлесе параççĕ вĕсем. Хỹтлĕх тетелĕсем çыхасси, хĕллене çуртасем хатĕрлесси, тĕрлĕ япала пухасси — кун йĕркине кĕртнĕ тивĕçсем пекех. Отпуска килекен паттăрсемпе тĕл пулу ирттересси те йăлара.
«Хĕлхем» ялкăшса тăнă тапхăрта «Вучах» ăшши те иксĕлмĕ. Татьяна Сусметова та, вĕсен çирĕплĕхне никĕс хываканскер, ял аталанăвĕшĕн, çынсен культурăллă канăвне йĕркелессишĕн ырми-канми тăрăшать. Тулĕккĕш епле ĕлкĕрет-ши вăл? Хуçалăхра вăкăрсем, сурăхсем, кроликсем, чăх-чĕп тытаççĕ. Мăшăрĕ юнашар пулни çăмăллăх паллах. Хĕрĕ, Анастасия, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн 5-мĕш курс студентки. Унăн хăйĕн çемйи халĕ. Артемий 9-мĕш кадет класĕнче пĕлỹ пухать. Ашшĕ-амăшĕн ăна калама е асăрхаттарма кирлĕ те мар, хăçан мĕн ĕç тумаллине хăех пĕлет.
Татьяна Сусметовăна, вĕрентекене тата общественника, нумай енлĕ хаклама пулать: сăпайлă, тăрăшуллă, пултаруллă, яваплă, компетентлă… Вĕренỹпе воспитани ĕçĕнче чун-чĕре ăшшине парса вăй хуни ăна ял пурнăçне хĕлхемлентерме те пулăшать. Ан сỹнтĕр «Хĕлхем»!
Николай МАЛЫШКИН.
Кивĕ Эйпеç ялĕ.

