Калав
Çĕр каçа та канлĕ çывăраймарĕ Нина Петровна. Темиçе хутчен те вăрана-вăрана кайнăран ирхине ыратакан пуçпах тăма тиврĕ унăн. Упăшки пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнăранпа хăçан йĕркеллĕ çывăрнине те астумасть 52 çулхи хĕрарăм. Пĕр кĕтмен çĕртен вилсе выртрĕ Анатолий Геннадьевич. Икĕ уйăх каялла хаваслă кăмăлпах тухса кайрĕ ĕçе. Кăнтăрла иртни виçĕ сехетре хулари больницăран унăн упăшки чĕре чирне пула вилсе кайни çинчен шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Ытла та хăрушă кĕтмен хыпар хĕрарăма калаçаймиех туса хучĕ. Ал-ура вăйĕсем пĕтнĕрен диван çумне тĕршĕнчĕ. Кăштахран çеç: «Хăш больницăран шăнкăравлатăр эсир? Ирхине йĕркеллехчĕ-çке, нимĕн ыратнине те каламарĕ», — ĕненесшĕн пулмарĕ вăл. «Васкавлă пулăшу» машинипе илсе килчĕç ăна. Инфаркт пулнăран тăна кĕмесĕрех вилсе кайрĕ», — илтĕнчĕ хĕрарăм сасси. Кăшт вăхăт иртсен Нина Лариса хĕрĕпе тата кĕрỹшĕпе больницăна çитрĕç. Усал хыпар чăн пулни палăрчĕ. Виççĕмĕш кунне ĕмĕрлĕхех сывпуллашрĕç Тольăпа тăванĕсем.
Упăшки вилнĕренпе виççĕмĕш уйăх çине кайрĕ пулин те, унăн тум-тирĕсем, докуменчĕсем патне алли çитеймерĕ-ха тăлăх арăмăн. Паянхи канмалли кунпа усă курса çак ĕçсемпе аппаланас терĕ. Чи малтанах чыса тăхăнмалли япалисене пĕр çĕре пуçтарса хучĕ. Хăшĕ-пĕри вĕр çĕнех. Шифоньерта çакăнса тăракан курткисемпе пальтовĕсем те лайăхах. Ыран пурне те хулари ваттисен çуртне кайса парас терĕ. Пĕр куртка кĕсйинчен тупăннă çăра уççипе комод çинче ларакан сейфа уçрĕ. Унта упăшкин докуменчĕсем выртнине пĕлнĕ пулсан та нихăçан çак уçăпа усă курман. «Хĕрарăмăн укçа-тенкĕ, документаци енĕпе пĕлмесен те юрать. Ку арçын ĕçĕ», — тенĕччĕ ăна мăшăрĕ пĕр çемьене чăмăртаннă хыççăн. Çак шухăш Нинăна килĕшсех каймарĕ пулин те хирĕçлемерĕ ун чухне. Упăшкине 30 çул хушшинче пĕтĕмпех шанчĕ, ĕненчĕ.
Сейф тĕрлĕ хутсемпе тулса ларнă. Вĕсен хушшинчен икĕ перекет банкĕн кĕнекине тупрĕ. Пĕринче 2 миллион тенкĕ укçа пухăннă. Тепринче — 500 пин тенкĕ юлнă. Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче ку кĕнекерен 2 миллион та 500 тенкĕ илни паллă. Вунпилĕк çул каялла упăшки хуларан инçех мар çĕр участокĕ туянасси пирки пĕлтернĕччĕ. «Хула шавĕ веçех йăлăхтарса çитерчĕ мана. Канмалли кунсенче уçă сывлăшпа сывлас, çутçанталăк илемĕпе киленес килет. Вăл вырăн пĕр манăн çеç пулать, сире унта çỹреме чаратăп. Шăв-шавпа канасси пирки шутлама та çук», — тенĕччĕ мăшăрĕ. Тольăн шухăшĕ Нинăн кăмăлне каймарĕ пулин те яланхи пекех хирĕçлемерĕ, килĕшсе пуçне сĕлтрĕ çеç.
Дача вырăнĕ туянсан инçех мар пĕве пурри çинчен пĕлтернĕччĕ вăл. Дачăри çурт пысăках мар, кивĕ тенĕччĕ. Пулă тытма меллĕ иккен унта. Çак пурлăха вĕсем иккĕшĕ пухса пынă укçа-тенкĕпе туяннăччĕ. Çĕр хучĕ те çак сейфрах выртассăн туйăнчĕ ăна. Шырасан-шырасан тупăнчĕ. Адресне те кăтартнă: Николаевка ялĕ, Некрасов урамĕ, 57-мĕш çурт. Хăйсем пурăнакан хуларан пĕр сехет каймалăх çеç.
Ыран хĕрĕпе кĕрỹшĕ килме пулнăччĕ. Ашшĕ вилнĕ хыççăн кашни эрнерех амăшĕ патне килме вăхăт тупаççĕ вĕсем. Çывăх çыннин хуйхине кăштах та пулин çăмăллатасшăн ĕнтĕ. Çавăн чухне участок пирки вĕсемпе калаçса пăхас терĕ Нина Петровна. «Тен, икĕ миллион та пилĕкçĕр пин тенкине Ларисăсене илсе панă пулĕ», — текен шухăш та çуралчĕ пуçĕнче. Çамрăксем машина туянма укçа пухнине пĕлнĕрен.
«Паянлăха çитĕ-ха, ытти хучĕсене каярах та пăхма пулĕ. Ачасем киличчен салатсем хатĕрлемелле», — тесе сейфа хупса хучĕ…
Çывăрма выртсан та ыйхă килмерĕ унăн. «2 миллион та 500 пин тенкĕ мĕн тума кирлĕ пулнă-ши Тольăна? Мĕншĕн вăл мана кун çинчен нимĕн те пĕлтермен? Ларисăна паман пулсан ăçта усă курнă çак укçа-тенкĕпе? Унта унăн укçи кăна мар, манăн та пулнă-çке. Чылай çул укçа-тенкĕне перекетлесе банка хурса пытăмăр. Пулас мăнуксем валли пухма калаçса татăлнăччĕ. Шаннă кайăк йăвара пулмарĕ», — асăннă сывларĕ Нина Петровна.
Каллех яланхи пекех ир енне çеç çывăрса кайрĕ вăл. Хĕвел самаях çỹле хăпарнăччĕ ĕнтĕ вăраннă çĕре. Йăпăр-япăр сиксе тăчĕ те ĕçе пуçăнчĕ.
Çĕр каçа хурса лартнă чуста та савăтран тухса тарас пекех. Чи малтан кукăльтен пуçлас терĕ ирхи ĕçе. Какайпа пĕçернĕ купăста кукăльне çав тери юратаççĕ кĕрỹшĕпе хĕрĕ.
…Часах пỹлĕме техĕмлĕ кукăль шăрши сарăлчĕ. Яшка пиçнĕ вăхăтра сĕтел хатĕрлеме пуçларĕ пăрчăкан пек хĕрарăм. Кăнтăрла тĕлне вăл тĕрлĕ апат-çимĕçпе тулса та ларчĕ.
Урамран машина кăшкăртни илтĕнчĕ. «Манăннисем çитрĕç пулмалла», — терĕ те ĕç тумне хывса ятуллă кĕпе тăхăнса ячĕ.
Хăнасене курсан Нина Петровнан сăн-пичĕ çуталчĕ, иккĕшне те ытамне илчĕ. Хальхинче такси тытса килнĕ иккен ачисем. Тунтикун каçхине çеç каяссине пĕлсен Нина Петровна паянах кирлĕ калаçăва пуçлас терĕ.
Апатланнă хыççăн çамрăксем телевизор пăхас терĕç. «Манăн сирĕнпе питĕ кирлĕ калаçу пур», — тесен телевизора сỹнтерчĕç те амăшĕ çумнерех вырнаçрĕç.
— Толя хуларан инçех мар çĕр участокĕ илни çинчен пурте пĕлетпĕр. Нихăшĕ те унта пулса курман. Илнĕ чухнех пырса çỹремелле марри çинчен хытарсах каланăран пĕрре те ура ярса пусман унта. Çав дачăна сутас шухăш пур манăн. Сирĕн хăвăрăн дача пур, çулсеренех тухăçлă пахча çимĕç туса илетĕр. Мана кирлĕ мар вăл. Анчах сутиччен кайса пăхмалла. Адресĕ паллă. Автобус çỹрет çав яла. Кайса килме икĕ сехет кирлĕ. «Ыран кайса килетпĕр-и, ачамсем?» — ыйтрĕ Нина Петровна.
— Пĕчĕккĕ чухне эпĕ те аттепе пулă тытма каясшăнччĕ, анчах вăл мана нихăçан та хăйĕнпе пĕрле илсе каймастчĕ. «Пулă тытасси хĕр упраç ĕçĕ мар, аннỹне пулăш», — тетчĕ яланах. Анне, санăн шухăшна ырлатăп. Саша, эсĕ мĕншĕн чĕнмесĕр ларатăн? — мăшăрĕ çине пăхса илчĕ Лариса.
— Никама та килĕ мар пулсан сутсан лайăхрах пулĕ, — терĕ упăшки. — Ыран ир кỹлĕм çитсе килĕпĕр эппин.
— Сутнă укçине сире паратăп. Мана ватлăхра ан пăрахăр çеç, — куçне шăлчĕ амăшĕ.
— Мĕн калаçатăн, аннеçĕм? Эсĕ пирĕн чи хакли, чи çывăххи, чи юратни, — амăшне ыталаса илчĕ Лариса.
— Тунтикун аçун япалисене ваттисен çуртне кайса паратпăр, çỹлти патшалăхра çỹретĕр вăл, — тепĕр хыпар пĕлтерчĕ Нина Петровна.
Вăл каланисемпе пурте килĕшрĕç те телевизор умне ларчĕç.
Вырсарникун ирхине 10 сехетре çула тухрĕ çемье. Рейс автобусне кĕтмелле пулманран тепĕр сехетре кирлĕ çĕрте пулчĕç. Тĕл пулакан çынсенчен ыйта-ыйта 57-мĕш çурта шыраса тупрĕç. Ку вырăнта пĕчĕк çеç çурт курма шутланăран пурин куçĕсем те алчăраса кайрĕç. «Тĕрĕсех килтĕмĕр-и?» — тенĕн пĕр-пĕрин çине тинкерчĕç. Вĕсен умĕнче кирпĕчрен эрешлесе купаланă чаплă çурт, йĕри-тавра тимĕр карта тытса çавăрнă.
— Атте хăйĕн дачине урăх çынсене сутса янă пулĕ? — ĕненесшĕн пулмарĕ Лариса.
— Тупсăмне часах пĕлетпĕр, — терĕ те Нина Петровна шăнкăрав çине пусрĕ.
Вăхăт нумай та иртмерĕ, вĕсен умне 40-45 çулсенчи хитре сăнлă, сарă çỹçлĕ, кăн-кăвак куçлă, çỹллех мар хĕрарăм тухрĕ.
— Камсем пулатăр эсир? — ыйтрĕ лăпкă сасăпа.
— Документ тăрăх ку çурт Алексеев Анатолий Геннадьевичăн. Эпĕ унăн хĕрĕ — Лариса, ку — манăн анне. Манăн çумри — Александр мăшăрăм, — хăйсемпе паллаштарчĕ хĕрарăма Лариса. — Сире атте хваттере пурăнма янă-им?
Хĕрарăм пĕр хĕрелсе, пĕр шуралса кайрĕ. Çухалса кайни тỹрех палăрчĕ. «Эпир ку çуртра 15 çул пурăнатпăр. Документсем тăрăх та вăл манăнах шутланать. Ĕненместĕр пулсан паллашма пултаратăр. Часах илсе тухатăп», — терĕ те калинкке алăкне уçă хăварса чупсах кайрĕ.
Уçă алăкран картишĕнче мĕн пурри ал лаппи çинчи пекех курăнать. Пĕр кĕтесре: икĕ ярăнчăк, пысăках мар карусель, çỹллех мар турник, йывăçран касса тунă сак вырнаçтарнă. Чечексем куçа илĕртсе лараççĕ. Чечек савăчĕсене явса çыхнă карçинккасем çине лартнăран татах та илĕртỹллĕрех курăнаççĕ. Нина Петровна балкон çинче шăпах çакăн пек карçинккасемпе чечексем ỹстерет. Çулталăк каялла виççĕшĕ йĕп пекех çухалчĕç. Тем пек шырасан та тупаймарĕ вĕсене кил хуçи хĕрарăмĕ. Упăшкипе хĕрĕнчен те ыйтса пăхрĕ, нихăшĕ те курман терĕç. Пурнăç малалла шунă май тупăнман япаласем те манăçа тухнăччĕ ĕнтĕ. Вунпилĕк çулхи вăрттăнлăх пĕтĕмпех çиеле тухрĕ. Мунча умĕнче ларакан упăшкин аттине курсан пĕтĕмпех ăнланчĕ.
Кашкăр пек уласа кăшкăрас килчĕ хĕрарăмăн, пичĕ тăрăх куççуль шăпăртатрĕ. Чĕри çĕçĕпе тирнĕн тỹсме çук ыратса кайрĕ. Çапах та хăйне вăхăтра алла илме пултарчĕ. Куççульне шăлса ачисем енне çаврăнса тăчĕ.
Часах аллине пысăк папка тытнă паçăрхи хĕрарăм тухрĕ. «Ĕненместĕр пулсан вулама пултаратăр», — терĕ хучĕсене Нина Петровнăна тăсса парса. Виççĕшĕ те айккинелле кайса вулама пуçларĕç.
Документпа паллашнă хыççăн Нина Петровнăн çак вырăнта пĕр самант та тытăнса тăрас килмерĕ. Хĕрĕпе кĕрỹшĕ умĕнче те мĕскĕннĕн курăнас темерĕ. 30 çул пĕрле пурăннă упăшки ултавçă, икĕ питлĕ, путсĕр çын пулнине çак хĕрарăм умĕнче калас килмерĕ ачисене. «Ку участок чăннипех те Михайлова Марина Гавриловна çинче. Сывă пулăр», — малалла утса кайрĕ Нина Петровна. Ларисăпа Саша та урăх тытăнса тăмарĕç, сывпуллашса уйрăлчĕç.
— Анне, мĕншĕн эсĕ нимĕн те ыйтса пĕлмерĕн? Тен, атте çинчен пĕлетчĕ вăл? — амăшне хăваласа çитсе ыйтрĕ Лариса.
— Вăл та пĕлет, эпĕ те пĕлетĕп. Киле çитсен калаçăпăр кун çинчен, хĕрĕм. Тем, хама япăх туятăп. Хăвăртрах хваттере çитсе ỹкесчĕ, выртса канасчĕ, — терĕ Нина Петровна.
Автобус çинче Лариса амăшĕпе юнашар ларчĕ, сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлчĕ. Сехет çурăран килте пулчĕç вĕсем. Лариса тỹрех амăшĕн юн пусăмне виçсе пăхрĕ. Палăрмаллах ỹссе кайнă иккен. Кирлĕ эмелсене ĕçсен лăпланса çывăрса кайрĕ. Виçĕ сехетрен çеç вăранчĕ. Пуçĕ малтанхи пек ыратмасть. Майĕпен тăрса кухньăналла утрĕ. Кĕрỹшĕпе хĕрĕ каçхи апат пĕçерсе те хунă. Амăшне курсан сĕтел хушшине ларма сĕнчĕç. Апатланнă вăхăтра Нина Петровна хăй мĕн пĕлнине ачисем патне çитерчĕ. Ларисăн куçĕсем шывланчĕç, ашшĕн пỹтсĕрлĕхĕ тарăхтарчĕ ăна.
— Эпĕ паян аçун докуменчĕсемпе паллашрăм. Ака уйăхĕнче перекет банкĕнчен икĕ миллион та 500 пин тенкĕ илни курăнать. Лариса, эсĕ машина илме укçа ыйтман-и унран? Хальтерех укçа паман-и вăл сире? — хумханнипе сасси чĕтресе тухрĕ.
— 2 миллион те 500 пин тенкĕ??? Анне, эпир, чăнах та, аттерен виличчен пĕр уйăх маларах кивçен 500 пин тенкĕ ыйтнăччĕ. Вăл пире ун чухлĕ укçа çукки çинчен каларĕ. Урăх ку темăна хускатман эпир, — пĕлтерчĕ Лариса.
— Укçине кĕнекерен илсе ăçта та пулин пытарса хуман-ши? — калаçăва хутшăнчĕ Саша та. Хуньăшĕ вылянчăк, çăмăл ăслă арçын пулнине ниепле те ĕненес килмерĕ унăн.
— Çитĕ-ха паянлăха пуçсене ватса. Пĕр кунта çакăн чухлĕ лайăх мар хыпарсем пуçа шăнăçаймаççĕ, сывлăхшăн та сиенлĕ вĕсем. Васкар мар. Пурнăç хăех кăтартса парать. Ыран ваттисен çуртĕнчен килсен шыраман вырăн хăвармастпăр. Мĕн те пулин тупăнĕ-и? — улăм пĕрчинчен тытăнса çăлăнасшăн пулчĕ пулĕ Нина Петровна.
— Анне, атте япалисене Сашăпа иксĕмĕр илсе кайса паратпăр. Эсĕ килте юл, мĕнпур çĕрте тĕрĕсле, шыра, — сĕнỹ пачĕ хĕрĕ.
— Юрĕ, çавăн пек тăвăпăр, — килĕшрĕ амăшĕ.
Пĕр-пĕрне ырă каç сунса çемье çывăрма выртрĕ.
Йывăр шухăшсем çил-тăвăл пек çаврăнчĕç хĕрарăмăн пуçĕнче. 30 çул пĕрле пурăннă çынна пачах та пĕлмен иккен вăл. 15 çул икĕ çемьепе пурăннă! Вунпилĕк çул!!! Педагог чунĕпе туйрĕ: упăшкин çĕнĕ çемйинче те ачасем пур. «Ларисăна юлташ тепĕр ача кирлĕ», — тенĕччĕ пĕррехинче Нина Петровна упăшкине. Лешĕ яхăнне те ямарĕ. «Пĕчĕк ача сассине илтес килмест манăн урăх, кирлĕ мар», — хирĕçлерĕ ун чухне аллине сулса. Ун хыççăн кун пирки пĕрре те калаçмарĕ хĕрарăм. Ыранхи кун мĕн те пулин çĕннине, хальччен пĕлменнине илсе килессĕн туйăнчĕ. Лайăххине ĕмĕтленсе куçĕсене хупса çывăрса кайрĕ.
Тунтикун кĕрỹшĕпе хĕрĕ ваттисен çуртĕнчен тỹрех хăйсен килне каяс терĕç. Нина Петровна ĕçрен таврăнсан шырав ĕçне малалла тăсрĕ. Çывăрмалли пỹлĕмри шифоньер антресолĕнчи япаласене кăлара-кăлара хучĕ. Вĕсем хушшинче хĕрлĕ коробкăна уçсан куçĕ алчăрасах кайрĕ. Хаклă йышши хăлха çакки, икĕ çĕрĕ, вăчăра, алла çыхмалли сулă йăлтăртатса выртаççĕ. Ылтăнран тунăскерсем. Чекĕ те коробкăрах — 500 пин тенкĕлĕх парне. Чечеклĕ открытка çине илемлетсе: «Пĕртен-пĕр юратăвăма», — тесе çырнă. Варрине 30 число лартнă, виçĕ чĕре ỹкерсе хунă.
«Эх, мăнтарăн арçынĕ, илнĕ парнине те парса ĕлкĕреймен. Кама валли илнĕ пулнă-ши çакăн пек хаклă япаласене? Чим-ха, кăçал Тольăпа пĕрлешнĕренпе июнĕн 4-мĕшĕнче 30 çул тулатчĕ. Нивушлĕ мана валли туяннă вăл çаксене? Хăйне ман умра юратакан, хисеплекен упăшка пек кăтартасшăн пулнă-ши? Вăт çын!!! Сурăх тирĕпе витĕннĕ кашкăр тесен те йăнăш пулмасть пулĕ. Хамăн укçапа мана парне тăвасшăн пулнă. Икĕ миллион тенкине 2-мĕш çемйине панă пулса тухать. Дачăри çĕнĕ пỹртне те иксĕмĕр пухнă укçа-тенкĕпех çĕкленĕ. Малтанхи çулсенче уçнă перекет кĕнеки ниçта та çук. Укçине илсе пĕтернĕ те кĕнекине те «çухатнă». Ыранах тĕл пулмалла Марина Гавриловнăпа. Вĕсен пурнăçĕ çинчен нимĕн те пĕлместĕп вĕт. Эпĕ — педагог, хĕрсе кайма кирлĕ мар», — хăй ăшĕнче шухăшларĕ Нина Петровна.
Сейфри хутсене пурне те çĕнĕрен пăхса тухрĕ. Кирли нимĕн те тупаймарĕ. Пĕр хут листи çине телефон номерĕ çырнă. Тепĕр енче Марина тенĕ.
Алли хăех телефон патнелле туртăнчĕ, хут çинчи номерпа шăнкăравларĕ.
— Ырă каç пултăр, Марина Гавриловна. Сире Тольăн мăшăрĕ Нина Петровна чăрмантарать. Манăн сирĕнпе курса калаçмалли пур. Илтетĕр-и эсир мана?
— Илтетĕп, илтетĕп. Ырă каç пултăр.
— Ыран эпĕ сире хамăр пата чĕнесшĕн. Каçхине 6 сехетре килме пултаратăр-и? Адреса пĕлетĕр-и?
— Пĕлетĕп, Толя каланăччĕ. Манăн та сире пĕлтермеллисем пур.
— Калаçса татăлтăмăр апла пулсан. Сывă пулăр.
— Ыранччен, Нина Петровна.
Çакăн пек кĕске калаçу пулса иртрĕ икĕ хĕрарăм хушшинче.
Упăшкин иккĕмĕш çемйипе тĕплĕнрех паллашса унăн ăнланмалла мар хăтланăвĕн тупсăмне тупас терĕ Нина Петровна. «Лайăх, йĕркеллĕ пурăннă çĕртен çак киревсĕр утăм патне мĕн илсе çитерме пултарнă-ши ăна?» — текен шухăш ниепле те тухма пĕлмест унăн пуçĕнчен.
Лариса килне йĕркеллех çитни çинчен шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Ваттисен çуртĕнче ашшĕн япалисене пурне те илсе юлнă иккен.
Малалли пулать.

