Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăшă тĕл пулу

Ăшă тĕл пулу

Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕн начальникĕ Инесса Воронова ертсе пыракан ушкăн Кỹлпуçри Владимир Сазоновпа тĕл пулнă.

Владимир Николаевич хăйĕн ĕмĕрне тăван хуçалăхра механизаторта ĕçлесе ирттернĕ. Пархатарлă ĕçшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн ăна III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕпе, ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Инесса Петровна, çавăн пекех округри инвалидсен уйрăмĕн ертỹçи Людмила Анисимова, ГСВГ ветеранĕсен округри канашĕн членĕ Владислав Сазонов çĕр ĕçĕн харсăрне уявпа саламланă май Тав хучĕсемпе чысланă. Ăшă калаçура ыйтусемпе хуравсен çаврăмĕ те усăллă иртнĕ.

Владислав ПИНЕР.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code