Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял хĕрарăмĕн аллинче ĕç вĕрет

Ял хĕрарăмĕн аллинче ĕç вĕрет

Иртнĕ эрнере пирĕн округа ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикинчи «Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ» обществăлла организаци ертỹçи Наталья Николаева çитсе курчĕ. Вăл Елчĕкри тĕп библиотека никĕсĕ çинче «Вăйсене пĕрлештерсе: вырăнти хăй тытăмлăх тата ялти ăнăçлă хĕрарăмсем» проектпа килĕшỹллĕн йĕркеленĕ уçă калаçăва хутшăнчĕ.

Ăнăçлă ĕçĕ-хĕлĕпе палăракан округри хĕрарăмсем Наталья Николаевăпа пĕрле

Хăйсен ĕçне ăнăçлă йĕркелесе пыракан, çапла майпа округ, республикăри экономика аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывакан хĕрарăм-предпринимательсене — çавра сĕтел хушшинчи сумлă çынсене çавăн пекех округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата округри Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков та саламларĕç. Леонард Васильевич май пулнипе усă курса «Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ» обществăлла организаци пуçарăвĕпе малашлăх тĕллевсене палăртакан, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре пысăк витĕм кỹме тивĕçлĕ анлă проектсене ĕçе кĕртнине пĕлтерчĕ. Пархатарлă, тивĕçлĕ ĕçшĕн вăл Наталья Николаевăпа унăн ушкăнне, çавăн пекех хамăр округри кирек хăш ĕçре те малти пулма хăнăхнă, пуçаруллă хĕрарăмсен ушкăнне чĕререн тав тунине палăртрĕ. Тĕл пулу модераторĕ пирĕн юлташ, округри хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Лариса Васильева пулчĕ.

«Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ» организацин логотипĕ «Чĕкеç» С.Кузнецован пылак çимĕçĕсенче

Уçă калаçăва хутшăннисем — харпăр хăй ĕçне ăнăçлă йĕркелесе пыракан эпир пурте лайăх паллакан хĕрарăмсем. Тỹскел ялĕнче пурăнакан Олеся Петрова, акă, мăйракаллă шултăра ĕне выльăх, çав шутра буйволсем ĕрчетессипе тимлет. Пĕтĕм ĕç туй парнинчен пуçланнă. Ашшĕпе амăшĕ ăна ун чухне пурнăçа ăнăçлă йĕркелесе пыма тата ялан ырлăх-пурлăхлă пурăнма пиллесе парнесемпе тулли арча, сăвăнакан ĕне парнеленĕ. Ĕне сумлă, хаклă выльăх шутланнă. Ун чухне тĕреклĕ пурнăç йĕркелесе пыракан çынсем анчах качча тухакан хĕрне ĕне парнелеме пултарнă. Нумайăшĕ пурнăçа йĕркелесе яма сурăх, хур парнеленипе çырлахнă. Чи кирли вара — ашшĕпе амăшĕ хĕрне мĕн ачаран ĕçе, тăван çĕре юратма хăнăхтарни. Олеся Владимировна 4 ачана кун çути парнеленĕ. Вĕсене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса çитĕнтерет.

Ольга Разумова «Юбилейка» лавкка хуçи

Ольга Разумова, Ольга Яковлева, Светлана Чернова, Татьяна Ершова, Наталия Вастулова хăйсен шăписене суту-илỹ ĕçĕпе çыхăнтарнă, вĕсем хăйсен лавккисене тытса тăраççĕ пулсан, Снежана Кузнецова тутлă торт хатĕрлет, вăл — кондитер. Хăй тĕллĕн ĕçлекен пулса регистрациленнĕ хыççăн 32 çулхи çамрăк юратнă ĕçĕпе хавхаланнă. 2013 çулта амăшĕ пулса тăнă хыççăн декретлă отпускри пушă вăхăтра тортсем пĕçерме тытăннă вăл. 2019 çулта Снежана кондитерсене хатĕрлекен курсран вĕренсе тухнă хыççăн, паянхи кунчченех çынсем ыйтнипе торт тата ытти пылак çимĕç хатĕрлесе сутать. Мĕн тунипе, пĕлнипе анчах çырлахмасть вăл, хăйĕн ĕçри ăсталăхне тăтăшах ỹстерсе пырать. Ятарлă курсран вĕренсе тухнă хыççăн 3-мĕш разрядри кондитер пулса тăнă.

«Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ» обществăлла организаци Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерстви пулăшнипе йĕркеленĕ çак проектăн тĕп тĕллевĕ вăл — хăйсен ĕçне ăнăçлă йĕркелесе пыракан ялта пурăнакан хĕрарăмсен ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекен çамрăксене паллаштарасси. Çапла майпа Наталья Алексеевна Николаева та хăй сăмахĕсенче шкулсенчи аслă классенче вĕренекенсем хушшинче йĕркелекен класс сехечĕсенче ялта хăйсен ĕçĕсене ăнăçлă йĕркелесе пыракан хĕрарăмсене калаçтарасси пирки пусăмласах каларĕ. Ун шучĕпе, ял хĕрарăмĕсем — амăшĕсем хăйсен пурнăçĕнчи кулленхи ырă тĕслĕхĕпе çамрăксене çуралса ỹснĕ тăван тăрăха юратма, ялта пурăнсах хăйсене килĕшекен ĕç йĕркелесе укçа-тенкĕ ĕçлесе илме, малалла аталанма пулнине ăнлантарса пама пултараççех…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code