Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Икĕ орден кавалерĕ

Икĕ орден кавалерĕ

Ятарлă çар операцине хутшăннă е халĕ хỹтĕлевçĕ тивĕçне пурнăçлаканăн кашнин хăйĕн шăпи.

Руслан Гайнутдинов (сăн ỹкерчĕкре) 1972 çулхи май уйăхĕн 21-мĕш кунĕнче Мускавра çуралнă. Вĕренỹ тапхăрĕсем Комсомольски районĕнчи шкулсенче иртнĕ. Канашри профессипе техника училищинче сварщик специальноçне алла илнĕ.

Тутар каччи 1990-1992 çулсенче — СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретĕнче. Служба вăхăтне Украинăри Черновцы хулинче, унтан Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче çар разведкинче ирттернĕ. Звани картлашкипе рядовойран старшинана çитнĕ. Салтак тумне хывсан Руслан Магзумович çĕршывăн тĕп хулинчи стройкăсенче хăйĕн специальноçĕпе тăрăшать.

Пурнăç — малалла. Çамрăк çемье çавăрать, мăшăрĕпе — Иринăпа — икĕ ывăлпа хĕре кун çути парнелеççĕ. 2004 çулта вĕсем пирĕн округри Тăрмăш ялĕнче пурăнма пуçланă.

2024 çул пуçламăшĕнче Руслан татăклă утăм тăвать: хăй ирĕкĕпе Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнма контракт çырать. Вăл, 13140-мĕш номерлĕ çар чаçĕн стрелокĕ пулнă май, чылай задание хутшăнать. Кăткăс лару-тăрусенче те вырăнлă тата тивĕçлĕ йышăнусем тума пултарнă. Çапăçусенче палăрнăран награда та нумай кĕттермен, март уйăхĕнче ăна Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

2024 çулхи августăн 8-мĕшĕнчи çар операцинчи хăюлăхпа паттăрлăхшăн та ăна çак орденпа 2-мĕш хут чысласси пирки Указ кăларнă, анчах… вилнĕ хыççăн.

Руслан Гайнутдинова Комсомольски округĕнчи Ахмет ялĕн масарĕнче пытарнă.

Сăмах май, Тăрмăш ялĕн тепĕр паттăрне — Алексей Володиевич Струнков сержанта та Раççей Президенчĕн 2025 çулхи августăн 20-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. Анчах вăл та ăна тытса кураймĕ…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code