Иртнĕ кунсенче округри хĕрарăмсен канашĕн анлă ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта сỹтсе явмалли, канашламалли чылай пулчĕ. Тĕп ыйту — ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче паллă тăвакан Аннесен кунне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттересси пулчĕ.
Канашлăва хĕрарăмсен канашĕн округри уйрăмĕн ертỹçи, округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Лариса Васильева ертсе пычĕ. Хĕрарăмсен канашĕн пайташĕсен, хĕрарăмсен канашĕн вырăнсенчи хастарĕсен пуçарăвĕпе йĕркеленекен çак уяв юлашки çулсенче асра юлмалла иртни çинчен палăртса каланине нумай çынран илтме тỹр килнĕ. Хальхинче те вăл тивĕçлĕ шайра иртмелле. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшĕсемпе мăшăрĕсем, пурнăçра, общество ĕçĕнче хастар та пуçаруллă амăшĕсем тимлĕхре пулĕç, тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçĕç.
… Хĕрарăмсем общество пурнăçĕнче пысăк вăй пулса тăраççĕ. Украинăри çар операцине хутшăнакансене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерессинче уйрăмах пысăк хастарлăхпа палăраççĕ вĕсем. Округри çак обществăлла организаци хастар та теветкеллĕ хĕрарăмсене пĕрлештерсе тăнине вĕсем иртнĕ çулсенчен тытăнсах Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ йĕркеленипе пулса иртекен тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнма пултарни те çирĕплетет…
Светлана АРХИПОВА,
округри хĕрарăмсен
канашĕн пайташĕ.

