МЦЕНСК. Орел облаçĕнчи хулара аслă ỹсĕмрисен хушшинче йывăр атлетика енĕпе XXIX Раççейĕн уçă Кубокне ирттернĕ. Атлетсем 30 регионтан хутшăннă. Унта çĕршыв шайĕнче хăйĕн ятне унчченех пĕлтернĕ РФ спорт мастерĕ Илья Ишмуратов (Елчĕк) мала тухнă. Вăл икĕ енлĕ кĕрешỹре штангăна 223 килограмм йăтнă.
КỸКЕÇ. Дмитрий Семенов Раççей Геройне асăнса ирттернĕ турнирта Чăваш Енрен, Тутарстанран, Мари Элтан, Ульяновск тата Чулхула облаçĕсенчен 150 ытла ирĕклĕ мел кĕрешỹçи вăй виçнĕ. Сумлă ăмăртуран Лаш Таяпари Богдан Сметанин (1-мĕш тренерĕ — Иван Егоров) кĕмĕл медальпе таврăннă. Савăнăçа хальхи вăхăтра унпа ĕçлекен Константин Миллин тренер та пайланă.
КАНАШ. Кире пуканĕ йăтакансен округри уçă чемпионатĕнче Елчĕксем те шăл çемми пулман. Пилĕк муниципалитетри 90 ытла спортсмен йышĕнче вĕсем 12 призлă вырăн йышăннă. Вĕсенчен виçĕ чемпионĕ Курнавăш шкулĕнчен. Анатолий Константинов вĕренекенĕсене хаçат вулаканĕ те пĕлме тивĕç: Константин Филиппов, Эвелина Фомина, Злата Федорова. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Роман Николаевăн та ылтăн медаль.
ЕЛЧĔК. Тăван тăрăхра СССР спорт мастерне, нумай хутчен республика чемпионĕ тата рекордсменĕ пулнă Исаак Портнова манмаççĕ. Ăна асăнса, çавăн пекех Аслă Пăла Тимешĕнчи «Юман» спорт клубĕнче йывăр атлетика енĕпе ăсталăха туптанисен призĕсене çĕнсе илессшĕн йĕркеленĕ 18-мĕш турнир та çакна çирĕплетет. Ăмăртура Никита Филимонов, Тимур Амасев (Аслă Елчĕк), Никита Фомкин, Матвей Горшков (Елчĕк), Герман Романов, Александр Плотников (Патреккел) 1-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Борис Клементьев Патреккел ялĕнче çеç мар, Çĕнĕ Пăва шкулĕнче те ачасене помост çинче ĕçлеме вĕрентни питĕ паха. Тăрăшнин çимĕçĕ куç умĕнчех: Глеб Ласточкинпа Данил Купташкин — çĕнтерỹçĕсен йышĕнче.

