Ятарлă çар операцийĕнчи салтаксемшĕн тылри тимлĕх калама çук пысăк пулăшу. «ZOV Яльчики» телеграм ушкăн 2524 çынна пĕрлештерет. Икĕ çул каялла уçăлнă ушкăн çумĕнче оперативлă штаб ĕçлет, вăл паянхи кун 26 çынна пĕрлештерет. Çивĕч ыйтусене тишкерсе татса пама май паракан çак пĕрлĕхе Юрий Кузнецов волонтер ертсе пырать.

Иртнĕ шăматкун штаб членĕсем Елчĕкри тĕп вулавăшра пуху йĕркелерĕç. Унта хальхи вăхăтра тăван тăрăхра отпуск кунĕсене ирттерекен ятарлă çар операцийĕн участникĕ Александр Обручков та (Аслă Елчĕк) хутшăнчĕ. Пухура кун йĕркине кĕртнĕ 5 ыйтăва пăхса тухрĕç, ытти тĕрлĕ темăсене сỹтсе яврĕç. Фронта пулăшас ĕçе тыл малаллах йĕркелесе пырать. Салтаксене уйрăмах кирлĕ япаласемпе тивĕçтересси чи малтан татса памалли ыйтусен шутĕнче. Пухăва Александр Обручков та хутшăнни çар ĕçĕнче мĕн кирлине витĕмлĕрех татса пама май пачĕ. Чи кирлĕ хатĕрсен шутĕнче дрона хирĕçле утиялсем тата тумсем, маскировка сеткисем, Шупашкарти «Катюша» ушкăн хатĕрлекен типĕ апат-çимĕç, салтаксен ыйтăвĕ тăрăх «ZOV Яльчики» ушкăна вырнаçтарса пыракан хатĕрсем тата ытти те. Çакна округ халăхĕ лайăх ăнланать, ялсенче хỹтлĕх сеткисем çыхассипе, апат-çимĕç тата ытти япала хатĕрлессипе питĕ нумай тăрăшаççĕ. Волонтерсен тĕп тивĕçĕ вара сăваплă ĕçе хутшăнакансене сеткăсемпе (ăна мĕн пур яла пĕр пек уйăрса парас сĕнỹ те пулчĕ) тата лентăсемпе тивĕçтересси, лентăсене вырăнта касас ĕçе йĕркелесси (ку енĕпе яваплăха Ĕнел ялĕнчи Александр Кузьмин хăй çине илнĕ), типĕ апат-çимĕç хатĕрлекенсене пахча çимĕçпе тата аш-какайпа тивĕçтерессине йĕркелесси. «Катюша» ушкăн валли халăхран пахча çимĕç пухас яваплăха Тỹскел ялĕнчи Дмитрий Судаков хăй çине илнĕ.
— Манăн халăхран çакна ыйтас килет. Енчен те пахча çимĕçе михĕсене чылай маларах тултарса хунă пулсан, ăна илсе килнĕ чух тепĕр хут суйлама ыйтасшăн. Мĕншĕн тесен вĕсен хушшинче çĕрнисем чылай. Çакă СВОри салтаксене пахча çимĕç парса яракансене те тивет, — палăртрĕ Дмитрий Николаевич.
СВОри салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕпе çỹрекен волонтерсем те сăмах илчĕç пухура. Вĕсенчен çакăн евĕр сĕнỹсем пулчĕç: енчен те салтаксем патне посылка парса ярас пулсан, ун çине хăш рота, взвод, кам валли тата кам тухса илни таранах тĕплĕн палăртса çырмалла, волонтерсем валли салтаксен телефон номерĕсене çырнă хут хатĕрлесен аван пулмалла. Япаласен хушшине кĕленче банкăсем (тăварланă хăяр, помидор е ытти те) чиксе яни те чылай чух чăрмав пулса тăрать: вĕсем çĕмĕрĕлнĕрен шывĕ юхса тухса ытти хатĕре варалаççĕ е юрăхсăра кăлараççĕ. Эрех-сăра чиксе ямалла марри пирки те сăмах хускатрĕç пухăннисем. Усă тăватпăр теççĕ-ши? Анчах та сиенне анчах кураççĕ. Çапла майпа тăванĕсене анчах мар, командирсене, çавăн пекех волонтерсене йывăр лару-тăрăва кĕртсе ỹкереççĕ. Енчен те тиевре спирт шĕвекĕ тупса палăртсан волонтерсен кирек хăш пунктра та чарăнса автомашинăсене пушатма, кайран тепĕр хут тиеме тивет. Черетлĕ гуманитари пулăшăвĕн Раштав уявĕ умĕн çула тухас сĕнỹ пулчĕ пухура.
Пĕтĕмлетỹ çакăн евĕр пулчĕ. Салтаксене малаллах пулăшар. Вĕсенчен заявкăсем килсех тăраççĕ. Тенкĕ çумне тенкĕ хушса ыр кăмăллăх ĕçне малаллах йĕркелесе пырар. Сăваплă ĕçе территори пайĕсенчи хастарсене, ял старостисене массăллă явăçтарсан ĕç кал-калрах пырĕ.
Пĕрлĕхре — вăй. Çапла пулсан анчах эпир хỹтлĕхлĕ.
Нина ЛЕВАЯ,
СВО участникĕн амăшĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: оперативлă штаб пухăвне хутшăннисем.

