Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ултă орден кавалерĕ

Ултă орден кавалерĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Питтĕпел ялĕнчен 96 çын вăрçа хутшăннă, вĕсенчен 37-шĕ мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуçĕсене хунă. Пĕтĕм совет салтакĕ пекех Питтĕпелсем те ирсĕр тăшмана хирĕç тĕрлĕ фронтсенче паттăррăн çапăçнă.

Çак паттăрсенчен пĕри — Василий Сорокин капитан. Вăл 1919 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче çуралнă (тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен, анчах та награда илме тăратнă документсем çинче пуринче те 1919 çулхи тесе кăтартнă. -ред.). Елчĕкри колхоз çамрăкĕсен шкулне (ШКМ), Кавал ялĕнчи 7 класс вĕренмелли шкула пĕтернĕ. 1939 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăриччен малтан 1930 çулта йĕркеленнĕ Рыков ячĕллĕ, каярахпа ятне улăштарнă Пушкин ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ. Василий Сорокин икĕ вăрçăра алла хĕç-пăшал тытса Тăван çĕршыва хỹтĕленĕ. 1939 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче шурă финсемпе вăрçă пуçлансан çапăçăва вĕсем Кушкăри Матвей Трофимовпа пĕрле кĕнĕ, Маннергейм линине штурмланă çĕре хутшăннă. 1939-1940 çулсенче шурă финсемпе çапăçнă вăрçă халăх асĕнче «Хĕллехи» е тепĕр майлă, «Çурçĕр» вăрçи ятпа, юлнă.

Питтĕпел ял çыннисемпе калаçнă хыççăн, уйрăмах Виталий Свеклов пулăшăвĕ пысăк пулчĕ, тата «Подвиг народа» сайтри документсене тишкернĕ май Василий Федоровичăн вăрçăри паттăрлăхĕ, мирлĕ вăхăтри пурнăçĕ çинчен паллаштарасшăн вулакана.

Июнĕн 22-мĕшĕнче вăрçă пуçланнă тĕле Василий хĕсметре тăракан ту çинчи стрелоксен 344-мĕш полкĕ Кавказ леш енчи çар округĕнчи 23-мĕш стрелоксен корпусĕ шутне кĕнĕ. 1941 çулхи июлĕн 3-мĕшĕ тĕлне çак полк 138-мĕш ту çинчи стрелоксен дивизийĕнчи ытти салтаксемпе Турципе Совет Союзĕ хушшинче 100 çухрăм ытла хỹтĕлев чикки йĕркеленĕ. 1942 çулхи январьте вĕсен полкне Крым çур утравне хỹтĕлеме куçарнă. Тен, çавăнпа пулĕ, награда илме тăратнă хутсем çинче Сорокин командира 1942 çулхи февральтен çеç Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тесе çырнă. Çак вăхăтран вăл Крыма, уйрăмах Новороссийск хулине паттăрăн хỹтĕленĕ тапхăрта ту çинчи стрелоксен 344-мĕш полкĕнче, стрелоксен 77-мĕш дивизийĕнчи стрелоксен 105-мĕш полкĕнче рота командирĕ пулса çапăçнă. Полк шкулне тата ятарлă курсра вĕреннĕ пултаруллă çынна çак должноçа çирĕплетнĕ пулнă. Владиславовка чугун çул станцийĕ патĕнче аллинчен, Новороссийск патĕнче çурăмĕнчен суранланнă. Польша тата Германи çĕрĕсем çинче 1944-1945 çулсенче пынă çапăçусенче уринчен тата питĕнчен аманнă. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн рота командирĕ Хĕвеланăç, Кăнтăр-Хĕвеланăç, Çеçенхир, Брянск, 1-мĕш Белорусси фрончĕсенче çапăçнă.

1943 çулхи март уйăхĕнче Мускав облаçĕнчи Загорск хулинче 4 стрелоксен дивизийĕ йĕркеленнĕ. Сорокин аслă лейтенанта 101-мĕш стрелоксен полкĕнчи рота командирне çирĕплетеççĕ. Дивизи Брянск патĕнчи операци вăхăтĕнче хĕрỹ çапăçăва хутшăнать, полк сентябрьте çак хула патне пырса тухать. Питĕ хĕрỹ çапăçу пынă хулашăн, çухату та нумай пулнă. Брянск патĕнчи операцие хутшăнса Бежицы хулишĕн пынă çапăçусенче 700 салтак пуçне хунă. Сентябрĕн 17-мĕшĕнче Бежицы хулине ирĕке кăларнăшăн дивизие Бежицкая ят панă, 640 салтакпа офицера хастарлăхпа паттăрлăхшăн медальсемпе, орденсемпе наградăланă. Дивизи Гомель, Люблин, Брест, Варшава, Познань патĕнчи операцисене хутшăннă.

Нимĕç фашисчĕсене хирĕç пынă çапăçусенче командовани лартнă тĕллевсене тивĕçлипе пурнăçланăшăн, çапăçусенчи паттăрлăхпа хăюлăхшăн стрелоксен 4-мĕш Бежицкий дивизийĕнчи 101-мĕш стрелоксен полкĕнчи рота командирне В.Сорокин аслă лейтенанта 1944 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнчи 0180-н номерлĕ приказпа Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Унăн çарти пултарулăхне, хăюлăхне «Подвиг народа» сайтра упранакан ытти документсем та çирĕплетеççĕ. Унта вăл еплерех хастар çын пулни курăнать.

1945 çулхи февральте Германири Одер çинчи Франкфурт хули патĕнче пынă çапăçусенче вăл хăйĕн ротипе малтисен йышĕнче хулана пырса кĕрет. Нимĕçсем çавăрса илме тытăннă ункăран тухса çапăçăва пĕлсе ертсе пырать. Пĕр кунта 6 хут тапăннă тăшманăн 240 яхăн салтакĕпе офицерне тĕп тума, фашистсене çапса аркатма пултарнă Сорокин командирăн ротинчи салтаксем. Çак çапăçура палăрнăшăн Сорокин аслă лейтенанта 1945 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнчи 098-н номерлĕ приказпа Александр Невский орденĕпе наградăлаççĕ.

«Елчĕк тăрăхĕ» кĕнекен «Район Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕнче (1941-1945 çç.)» пайĕнче çакăн пек çырнă сăмахсем пур: «Василий Федорович Сорокин капитанпа (Питтĕпел) Алексей Петрович Муравьев аслă лейтенант (Çирĕклĕ Шăхаль) Александр Невский орденне тивĕçнĕ. В.Ф. Сорокина тата II степень Отечествăлла вăрçă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе наградăланă» (137 стр.). Районтан икĕ офицер çеç çак ордена тивĕçни вăл питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ награда пулнине кăтартса парать.

1945 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче Бранденбург провинцийĕнчи Петерсдорф ялне илнĕ чухне хăйĕн ротине пĕлсе ертсе пынăшăн, яла тытса илме пултарнăшăн Сорокина II степень Отечествăлла вăрçă орденĕпе наградăланă. Стрелоксен 101-мĕш полкне çак вырăнти çапăçушăн Бранденбург ятне панă.

Вăрçă чарăннă хыççăн тĕрлĕ çĕрте çапăçнă фронтсене салатса яраççĕ. Пĕрремĕш Белорусси фрончĕ Германире юлмалли çарсен шутне кĕрет. Çакăн хыççăн нумайăшне Совет Союзне куçараççĕ. Демобилизаци йĕркипе тăван ялне таврăнсан тỹрех ĕçе кỹлĕнет ĕнерхи офицер. Часах ăна колхоза ертсе пыма шанаççĕ, вăл мирлĕ пурнăçра та фронтри пекех малти ретре пулма тăрăшать. Василий Федорович ертсе пыракан колхоз тухăçлă хуçалăх шутланнă. «Елчĕк тăрăхĕ» кĕнекери «Район 1945 çултан 1955 çулччен» пайĕнче çапла çырса хăварнă вырăнсем пур: «Çак тапхăрта Ворошилов (председателĕ В.Зайцев), Пушкин (председателĕ В.Сорокин) ячĕллĕ колхозсем вăрман касса хатĕрлес ĕçре пуринчен те пуçаруллăрах пулнă» (149 стр.). 1953 çулта Питтĕпел, Кавал, Кивĕ Эйпеç ялĕсем Пушкин ячĕллĕ хуçалăха пĕрлешеççĕ, 1959 çулта — «Победа» колхоза.

Василий Сорокин нумай çул «Победа» колхозăн Питтĕпел ялĕнчи 1-мĕш комплекслă бригадине ертсе пынă. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхра унăн бригадине вăрлăхлăх тырă туса илме шаннă. Сăнав станцийĕнчен элита вăрлăх илсе килсе акнă, пĕрремĕш репродукциллĕ вăрлăх хатĕрлесе ăна ытти бригадăна, урăх хуçалăхсене сутнă. Вăрлăх пахалăхне малтан Евлампия Васильева, каярахпа Василий Измин агрономсем тĕрĕслесех тăнă.

Кам пĕтĕм ĕçе пĕччен тума пултаратăп тесе шутлать, вăл йăнăшать. Хуçалăха ертсе пыма бригада совечĕ пысăк пулăшу панă, бригадирăн шанчăклă тĕрекĕ пулнă. Бригада канашĕн тĕрлĕ ыйту татса пама тивнине кура унта хуçалăхри тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсене кĕртнĕ. Бригадир ĕçе пĕлсе йĕркелесе пынипе уй-хирте, фермăра ĕçлекенсем, механизаторсем пысăк тухăçлă тыр-пул, тымар çимĕç, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илессишĕн ырми-канми ĕçленĕ. Пурте тăрăшса ĕçленине кура планпа обязательствăсене ирттерсе пурнăçласа пынă. Çапла пĕринчен тепри хастар ĕçлесе, бригада пысăк ỹсĕмсем тунă.

Çулсем иртнĕ май сывлăхĕ хавшанине кура Василий Федоровича Питтĕпелĕнчи пăру фермине ертсе пыма сĕнеççĕ. Кунти ĕçе те вăл тивĕçлипе йĕркелесе пырать. Ертỹçĕ ĕçри хастарлăхшăн, бригадăри пысăк ỹсĕмсемшĕн Тăван çĕршывăн мирлĕ вăхăтри наградисене те илме тивĕçет. Октябрьти революци тата «Хисеп Палли» орденĕсем парса чыслаççĕ ветерана, вĕсен çумне 1985 çулта I степень Отечественнăй вăрçă орденĕ те хутшăнать. Çапла В.Ф.Сорокин капитан ултă орден кавалерĕ пулса тăрать. Унпа пирĕн, çамрăк ăрăвăн, савăнмалла, мăнаçланмалла, мухтанмалла.

Мăшăрĕпе, Кĕçĕн Таяпа хĕрĕпе Зинаида Александровна Изосимовăпа, пĕрлешсе килĕштерсе пурăннă. Паттăр фронтовикăн, хастар та пултаруллă çĕр ĕçченĕн, паллă ертỹçĕн чĕри 1999 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче тапма чарăнать. Çĕршывăмăрăн çакăн пек мухтавлă çыннисем ĕмĕрех пирĕн асăмăрта юлма тивĕç.

Владимир ПЛОТНИКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code