Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Налука вăхăтра тỹлемелле

Налука вăхăтра тỹлемелле

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Канашлу пуçламăшĕнче ку эрнере округра йĕркелеме палăртнă мероприятисен планне тишкерчĕç. Округ администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Ирина Теллина республика бюджетĕнчен килекен укçа-тенке ĕçе кĕртни пирки каласа кăтартрĕ. «Ниме — халăх бюджечĕ» проекта пурнăçа кĕртесси округра ăнăçлă пырать: пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ паянхи кун тĕлне 98,9 процентпа танлашнă. Ку проектпа çыхăннă ĕçсене Аслă Таяпа тата Курнавăш территори пайĕсенче анчах вĕçлеймен-ха.

Ирина Николаевна пурлăх налукне пухассипе çыхăннă ыйтăва та çĕклерĕ. Ноябрĕн 27-мĕшĕ тĕлне налук тỹленинчен 13940,2 пин тенкĕ пырса кĕнĕ, çакă пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 124,3 процентпа танлашнă. Пухмалли налук 1300 пин тенкĕрен кăшт ытларах юлнă. Пурлăх, транспорт тата çĕр налукĕсене çулсерен декабрĕн 1-мĕшĕччен тỹлесе ĕлкĕрмелле. Çак вăхăтчен тỹлесе ĕлкĕреймесен налук сумми çумне пени хушăнса пырать. Парăм пирки пĕлсе ăна вăхăтра тỹлени тĕрлĕ пăтăрмахран упрать. Федерацин налук служби (ФНС) налук тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсем пирки хыпарлать: малашне парăмпа вăхăтра татăлма васкаман гражданинăн вклачĕ тата шучĕ çинчен укçа-тенке касса илĕç. Ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ФНСăн парăмсене судсăр-мĕнсĕр шыраса илмелли çакăн евĕр йĕркепе усă курма ирĕк пур: налука тỹлессипе çыхăннă палăртнă кун иртсен ФНС гражданина 3 уйăх хушшинче тỹлеме ыйтса çыру ярать, çыру илнĕ хыççăн парăмпа татăлма сакăр кун палăртать. Унпа çак хушăра татăлмасан ФНС ултă уйăх хушшинче парăмçă патне укçа-тенке шыраса илесси пирки кăларнă йышăну ярать. Енчен те парăмçă налука ку чухне те тỹлемесен, ФНС налук парăмне счетсемпе вкладсенчен пенисемпе пĕрле касса илет. Парăмсем пирки çынсем налук тỹлекенĕн харпăр уйрăм кабинетне кĕрсе паллашма е вĕсем пирки территори пайĕсен специалисчĕсемпе çыхăнса пĕлме пултараççĕ.

Округ администрацийĕн строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Евдокимова коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейленĕшĕн тивекен тỹлевпе округра пурăнакансем мĕнле татăлса пынипе паллаштарчĕ. 2025 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне тỹлевсене пуçтарасси 94,7 процентпа танлашнă. Чи лайăх кăтарту — Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн (102 процент). Аслă Елчĕк тата Тăрăм территори пайĕсенче ку кăтарту округри вăтам шайран иртнĕ. Лаш Таяпа территори пайĕ чи аялти картлашкара — тỹлевпе татăласси кунта 91 процент. Тỹлев хакне палăртас пулсан, 2025 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вăл пĕр çынна нумай хваттерлĕ çуртра пурăнсан 62,73 тенкĕ, уйрăм çуртра пурăнсан — 73,16 тенкĕ, яллă вырăнта уйрăм çуртра пурăнакансемшĕн 60, 09 тенкĕ тивет. 2018 çултанпа округ коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлес ĕç-хĕле йĕркелеме «Ситиматик Чувашия» ОООпа (маларах ятне улăштариччен вăл «Экоцентр» МВК» ООО ятпа палăрнă) килĕшỹ тунă. Каяшсене турттарассишĕн округ центрĕнчи «Стройэнергосервис» ООО яваплă. Паянхи кун тĕлне 9 территори пайĕнче пурĕ 260 контейнер лаптăкĕ, вĕсене 427 контейнер вырнаçтарнă.

А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» спорт шкулĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов округра иртекен спорт мероприятийĕсем тата ГТО нормисене тултарас тĕлĕшпе пурнăçланакан ĕç-хĕл, территори пайĕсен спортри активлăхĕ пирки каласа кăтартрĕ. ГТО нормисене тултарас енĕпе Елчĕксем чылай çул республикăра малтисен йышĕнче. Ку енĕпе ĕç паян та кал-кал пырать. 2025 çулта ГТО нормативĕсене 1425 çын тултарнă (планпа ку ĕçе 1095 çынна явăçтарма пăхса хăварнă).

Канашлу вăхăтĕнче ытти кулленхи çивĕч ыйтусене те сỹтсе яврĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code