Елчĕкри культура керменĕнче Анне кунĕ ячĕпе уяв концертне йĕркеленĕ.
Чи малтанах пысăк йыша округ пуçлăхĕ Леонард Левый, округри ашшĕсен канашĕн ертỹçи Владимир Николаев, хĕрарăмсен округри уйрăмĕн председателĕ Лариса Васильева саламланă, чи пултаруллисене Хисеп хучĕсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысланă. Искусство шкулĕн преподавателĕсемпе вĕренекенĕсен тата культура ĕçченĕсен юрри-ташши уяв пĕлтерĕшне пушшех ỹстернĕ.

