Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
Кăçал С гепатитпа кĕрешмелли программăна хута яратпăр, унăн тĕллевĕсем валли 2025-2027 çулсенче 68 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.
Чăваш Патшалăх Канашне 2025 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнче янă Çыруран.
Пĕвер — çыннăн шалти чи пысăк органĕ. Вăл хырăмлăхăн çỹлти сылтăм пайĕнче диафрагма айĕнче вырнаçнă. Ăна час-часах «кĕлеткен биохими завочĕ» тесе те калаççĕ. Вăл организмра нумай пĕлтерĕшлĕ функци пурнăçлать: белок туса кăларать, çупа углеводсене пайласа ярать, юна тасатать. Пĕвер ĕçĕ хавшанин сăлтавĕсем япăх экологи, тĕрĕс мар апатлану, сахал хускану туни, кĕлеткен ытлашши виçи, эрех-сăра ĕçни, вируссем, уямасăр эмел нумай ĕçни, генетика тата иммунитет тытăмĕсем пăсăлни шутланаççĕ.

Гепатитсем — тĕрлĕ сăлтавсене пула аталаннă, пĕвер тĕртĕмĕ шыçнипе палăракан чирсен пысăк ушкăнĕ. Вĕсем инфекциллĕ тата инфекциллĕ мар пулаççĕ, хутăш формăсем те тĕл пулаççĕ. Инфекциллĕ гепатитсем — вируслă чирсем. Чи анлă сарăлнисем А, В, С, Д, Е вируслă гепатитсем. Вĕсем çивĕч формăпа аталансан, çакă çыннăн ỹтне сарă тĕс çапнинчен те (желтуха) курăнать, хальхи условисенче вĕсене часах диагноз лартса ăнăçлă сиплеççĕ. Иккĕмĕш форми вара вăрах та сỹрĕк аталанать. Кун пек чухне çын чирĕн нимĕнле палăрăмĕсене те туймасть, чир пирки черетлĕ диспансеризаци е медицина тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче кĕтмен çĕртен пĕлет. Çавăнпа гепатитсенчен вăхăтлă тĕрĕсленсех тăни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. С гепатитран, сăмахран, пĕтĕмпех сывалма пулать. Паллах, ăна тупса палăртса малтанхи тапхăрĕсенче, пĕвер циррозĕ патне çитериччен сиплесен.
В гепатитран вакцинаци туни вырăнлă. Вара çак чир çулăхаймĕ. Уйрăмах тĕрлĕ биологи шĕвекĕсемпе (тĕслĕхрен, юнпа), инъекцисемпе ĕçлекенсем графикпа килĕшỹллĕн вакцинаци тутарнине тĕрĕслесех тăмалла.
Инфекциллĕ мар гепатитсем — пĕвер чирĕсен чи анлă сарăлнă ушкăнĕ. Официаллă статистика кăтартнă тăрăх, кашни виççĕмĕш çитĕннĕ çыннăн пĕверте инфекципе çыхăнман тĕрлĕ улшăнусем пур. Вĕсем метаболизмпа (пĕвер клеткисенче çу тĕртĕмĕ пухăнни, тĕслĕхрен), алкогольпе е эмелсемпе çыхăннисем, сайра хутра вара — аутоимуннăй улшăнусем. Инфекципе çыхăнман гепатитсем тата та сисĕнмесĕр иртеççĕ, вĕсен сăлтавне, вируслисемпе танлаштарсан, ансат лаборатори анализĕсем парса пĕлме çук.
Эмел гепатичĕсем пысăк тимлĕх ыйтаççĕ. Сиплекен тухтăр мĕнле препаратпа сиплемеллине, вăл е ку препарата хăçан е мĕнлипе улăштармаллине, эмелсем пĕр-пĕринпе хутшăнса епле витĕм кỹнине пĕлет е хăш чух клиника фармакологĕн консультацине илме сĕнме пултарать. Тухтăр хушнă препаратсене йышăнмалли йĕркене пăхăнманни, пациент хăй тĕллĕн эмеле ĕçме пăрахни, е урăххипе улăштарни пачах та тĕрĕс мар. Хăшĕ-пĕрисем хăйсем тĕллĕн тĕрлĕ БАДсем илсе ĕçеççĕ. Пациент 10 е ытларах тĕрлĕ БАД ĕçни те тĕл пулать. Çакă пĕвере йывăрлăх, сывлăха та хăрушлăх кỹрет, мĕншĕн тесен çак хутăшсенче çынна пачах та мая килмен япаласем те пулма пултараççĕ.
Пĕвер чирĕсене мĕнле асăрхаттарма пулать-ха? Çакăн валли темиçе правило пур: тĕрĕс апатланмалла, пĕрмаях виçеллĕ хусканусем тумалла, эрех-сăрапа иртĕхмелле мар, хăвăр тĕллĕн сипленмелле мар, вăхăтлă тĕрĕсленмелле, диспансеризаци, профилактика тĕрĕслевĕсем çинчен манмалла мар, вакцинаци графикне пăхăнмалла. Чылай тĕслĕхре пĕвер чирĕсенчен ăнăçлă сывалма пулать. Паллах, чире вăхăтра тупса палăртса сиплесен.
Эмилия ПЕТУХОВА,
терапевт тухтăр.

