Калав
Ашшĕпе амăшĕн кĕçĕн хĕрĕ пулса килчĕ Натали çут тĕнчене. Аслă ачисем çитĕнсе çитсе тăван йăваран вĕçсе тухса кайса пĕтнĕччĕ ĕнтĕ. Маюк аппа, çие юлнине пĕлсен, малтан больницăна кайма та шутланăччĕ хырăм пăрахма, упăшки, Ваççили пичче, чарчĕ: «Çурат. Тен, Турă хамăра ватлăхра пăхма парать пулĕ пепкене …»
Пĕчĕкçĕ сарă çỹçлĕ Натали çемьере пуринчен те ытларах юратакан ача пулчĕ, кĕçĕнни вĕт, пылакки. Ашшĕ маччаналла çĕклетчĕ те ăна: «Манăн тĕпренчĕкĕм, чиперккеçĕм», — тетчĕ ачашшăн. Пиччĕш-аппăшĕсем те саватчĕç йăмăкне, хуларан ун валли парне илмесĕр килни пулман-тăр пĕрре те. Шăнкăрав пек уçă сассипе пỹрт тулса ларатчĕ, пусăк кăмăл та çĕкленетчĕ. Кăн-кăвак куçĕсем, каçăртарах пĕчĕк сăмси, тулли тутисем, чăнах та, ун сăнне илем кĕртетчĕç. Ахăлтатса кулнă вăхăтра сулахай пит çăмарти çинчи путăк татах та чипертерех кăтартатчĕ ăна…
Шкулта аван вĕренчĕ, тĕрлĕ концертсенче яланах юрласа-ташласа савăнтаратчĕ ял çыннисене. «Çав Ваççили хĕрĕ маттур та вара. Чиперкке çитĕнет», — тенине темиçе те илтнĕ ашшĕпе амăшĕ. Пĕчĕккĕнех хушма ят пулса тăчĕ çак сăмах Наталишĕн — «Чиперкке».
Хăй илемлине час туйса илчĕ хĕр ача, унпа усă курма та вĕренчĕ. Урок пĕлмен чухне утмăл турат тĕслĕ куçĕсемпе айăплăн пăхатчĕ те вĕрентекесем çине, вăрăм куç хăрпăхĕсене антарса: «Ăнланманччĕ эпĕ иртнĕ урокра çак темăна», — тетчĕ çепĕç сасăпа. Учителĕн «иккĕ» паллă лартма алли çĕкленместчĕ паллах…
Каччăсем час куç хыврĕç Чиперккене. Тин çеç пĕве кĕме пуçланă хĕр ачана хăйĕнчен чылай аслăрах йĕкĕтсем ăсататчĕç каçсерен килне. Аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра уншăн çунакан каччăсем йышланчĕç, юратуллă сăмахсемлĕ çырусем час-часах киле-киле выртатчĕç почта ешчĕкне. Çамрăксем уншăн тỹпелешсе илкелени те пулкаларĕ пулмалла. Натали чĕринче çеç юрату çуралмарĕ, никама та савмарĕ вăл…
Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн — университет, экономика факультечĕ. Тетĕшсемпе аппăшсем хăйсем патне пурăнма чĕнетчĕç пулин те, студентка общежитине вырнаçрĕ. Тин çеç çунат сарма пуçланă хĕр ачан хăй пеккисемпе пĕрле пурăнса курас килчĕ пулмалла. Ялтипе танлаштарма çук кунти йăла-йĕркесене. Йĕри-тавра çамрăксем, общежити каçсерен вĕресе кăна тăрать. Театр-кино, дискотека, кафе-ресторан… Каччăсем çаврăнкалаççĕ çеç Натали çывăхĕнче. Тăваттăмĕш курса вĕренекен Алик ăна пĕччен утăм утма памарĕ: е кинона чĕнет, е ташă каçне, хушшинчен чечек çыххи те йăтса килет, е конфет-шоколад парнелет. Хăй тата сăмахлама питĕ ăста, унпа юнашар чухне тунсăх таçта тарса пытанать, кулянни-хуйхăрни те иртсе каять. Шỹт çине шỹт унăн, ăçтан тухать-тĕр сăмахĕ. Аванах килĕштерсе ячĕç Аликпе Натали. Ăмсанса пăхатчĕç вĕсем çине ытти студентсем. Пĕррехинче, ресторанта тутлă эрех тутанса курнă хыççăн общежитине таврăнсан, каччă хĕре хăй пурăнакан пỹлĕме илсе кĕчĕ. Пуçласа чуп турĕç вĕсем тĕттĕмре. Каччă тути ачашшăн сĕртĕнни Чиперккен пуçне çавăрчĕ, таçта аякка-аякка техĕмлĕх авăрне чăмнă пек туйрĕ вăл хăйне. Хăлха çумĕнче çепĕççĕн: «Юрататăп сана», — тесе пăшăлтатни татах та асамлă тĕнчене илсе кайнă пек чуна çĕклерĕ. Вăйлă та çепĕç алăсем кĕпе айнелле кĕреççĕ, пĕлсе те хăвăрт тăваççĕ вĕсем хăйсен ĕçне. Хăш вăхăтра тумтирсĕр тăрса юлнине те сисмерĕ хĕр. Шалти сыхăлăх туйăмĕ вăйсăррăн: «Çук», — теме хистет, хĕрсе кайнă кĕлетке вара туртăнать юратнă çын ытамне…Хирĕçлеме пултараймарĕ хĕр, парăнчĕ…
Ирихине Натали именсе-вăтаннипе вырăн çинчен час тăмарĕ. «Намăс мана», — пăшăлтатрĕ вăл. Темшĕн-çке пĕтĕм общежити унпа мĕн пулса иртнине пĕлнĕ пек туйăнать. Хайне чирленĕ пек тытрĕ вăл, лекцисене каймарĕ. Юлташĕсем тухса кайсан, тĕкĕр умне пырса пит-куçне тимлĕн тишкерчĕ, çак пулăм хыççăн унăн сăнĕ çине паллă туса пичет лартса янăнах туйăнать ăна. Нимĕнле улшăну та курăнмасть: çав Чиперккех куç кĕски умĕнче.
Кăнтăрла иртсен Алик çĕмĕрттерсе çитрĕ. Савăнăçлă каччă, аллинче — чечек çыххи. Йĕрсе янă хĕрĕн куççулĕсене чуп туса типĕтрĕ, лăплантарчĕ, ĕмĕрех юратма шантарчĕ Наталие…
Нумай каччă çыпăçрĕ Чиперкке çумне, çулăмлă юрату сăмахĕсем самаях илтрĕ вăл яшсенчен. Тĕл пулма чĕнетчĕç, çырусем çыратчĕç, тỹпери çăлтăрсене антарса пама та шантаратчĕç. Алике пăрахмарĕ хĕр, ăнах юратрĕ, уншăнах çунчĕ ун чĕри. Каçсерен ун патне çунатлă вĕçен кайăк пек тухса вĕçетчĕ, уйрăлнă самантсене юратмастчĕ. Каччăпа сăмах пуçаракан кашни хĕр ун чунĕнче кĕвĕçỹ туйăмĕсем çурататчĕ. Ун пек чухне мăртлататчĕ вăл, Аликпе калаçман пек тăватчĕ, анчах та хăех нумаях чăтаймастчĕ, ун пỹлĕмĕн алăкне кайса шаккатчĕ…
Çавраçиллĕ студент пурнăçĕ питĕ хăвăрт шăвать иккен, сисмесĕрех пĕр çул иртрĕ, унтан — тепре. Каникулсем вăхăтĕнче те хĕр ялта питех тытăнса тăмастчĕ, ик-виçĕ кун иртсенех каялла хулана тухса каятчĕ юратнă каччи патне. Тепĕр чухне ăшĕнчи шухăшĕсем те канăç памастчĕç ăна: «Мĕнле-ха капла иксĕмĕр хушшинчи хутшăну? Юхха пулса тăмарăм-ши эпĕ? Качча илĕ-ши вăл мана?»…
Альберт Станиславович Сильвестров (Алик ĕнтĕ) алла диплом илчĕ. Пысăк заводах экономист пулса ĕçлеме вырнаçрĕ. Пĕлĕш-тăванĕсем Шупашкарта чылаях çỹллĕ вырăнсенче ĕçлеççĕ унăн. Хĕр патне час-часах пырса çỹрерĕ вăл малтанах. Кайран темшĕн-çке сайрарах курăнма пуçларĕ. Сăлтавне вара ĕç нумаййи çине яратчĕ, вăхăт çитменни пирки те аса илтеретчĕ. Ĕçĕ сахалах пулман-тăр унăн, пысăк заводăн комсомол организацийĕн секретарьне суйласа лартрĕç ăна. Кам комсомол ĕçĕнче вăй хуни кăна ăнланать, чухлать секретарь пурнăçне. Çывăрма та вăхăт сахал юлать. Пуху-канашлу, тĕл пулусем, план, отчет, информаци, çамрăксемпе тĕл пуласси, тĕрлĕ ăмăртусемпе конкурссем, хаçат-журнал тата ытти те. Пурнăç вĕресе кăна тăрать. Пĕр çулталăк вăй хунă хыççăн обкома чĕнтерчĕç те Мускава вĕренме ярасси çинчен пĕлтерчĕç. Çакăн хыççăн Наталипе Алик хушшинчи çыхăну татăлчĕ.
Хĕр çакна питĕ йывăррăн чăтса ирттерчĕ. Шухăшĕсемпе яланах каччă патне туртăнатчĕ вăл. Çывăрса каяймасăр аптратчĕ, каçсерен минтер ун куççулĕпе йĕпенетчĕ. Апат çиме те пăрахрĕ, начарланса кайрĕ. Пĕрле пурăнакан хĕр-юлташĕсем чухлатчĕç-ха çакăн сăлтавне, май килнĕ таран лăплантаратчĕç ăна. Хăй çине алă хурасран шикленнипех пулĕ, пĕччен пăрахса хăварман Наталие пỹлĕмре. Вăхăт темле сурана та сиплет теççĕ те, тĕрĕсех те пулĕ. Икĕ-виçĕ уйăх иртсен Чиперкке тантăшĕсемпе пĕрле урама уçăлса çỹреме те тухкалакан пулчĕ, ташă каçĕсене те кайкаларĕ. Вĕренме аван вĕренетчĕ-ха вăл, яланах стипенди илсе тăнă. Укçа-тенкĕ енчен аптрасах тăман, кĕçĕн йăмăкне аслисем май килнĕ таран пулăшатчĕç. Ялтан çĕр улми, пахча çимĕç, аш-какай çителĕклех парса ярса тăратчĕç ашшĕпе амăшĕ. Çыпăçуллă, хăйне килĕшекен кĕпе-тумтир илме пултаратчĕ хĕр. Кулакан-шỹтлекен пулчĕ. Урама тухсан каччăсем ун еннеле яланах çаврăнса пăхатчĕç, куçĕсемпе яштака та илемлĕ хĕр кĕлеткине тĕсетчĕç. Паллашма, тĕл пулма чĕнекенсем нумайччĕ. Анчах та Натали халь тинех никама та çывăха ямарĕ, юрату çулăмĕпе ĕнсе курнăскер, чĕрине пушă тытрĕ. Халь уншăн пĕтĕм арçын — ултавçă та путсĕр çын. Курайми пулчĕ тесен тĕресех те мар пулĕ, кăсăклантарма пăрахрĕç вĕсем ăна.
Çамрăк чĕре чылай вăхăт хушши пушă пулма пултараймасть пулĕ çав, çут çанталăк та хăйĕннех тăвать. Тăваттăмĕш курс вĕçленнĕ вăхăтра, çуркунне, строительство факультетĕнче вĕренекен Петĕрпе паллашрĕ Натали. Паллашрĕ тени тĕрĕсех те мар пулĕ, паллаштарчĕç хĕр-тусĕн çуралнă кунĕнче унпа. Именчĕк каччă, вăтаннипе хĕрелсе каять тепĕр чухне. Хăнана пырать те общежитине, нимех те калаçмасть. Натали ăна уçăлса çỹреме хăй сĕтĕрсе тенĕ пекех илсе тухатчĕ урама.
Валерий КИРИЛЛОВ.
Малалли пулать.

