Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç вырăнĕ пулсан

Ĕç вырăнĕ пулсан

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби предприятисемпе организацисен ертỹçисене пĕлсе тăма çапла хыпарлать: енчен те предприятире е организацире ирĕклĕ ĕç вырăнĕсемпе вакантлă должноçсем пур пулсан (çав шутра вĕсене улăштарма кирли çинчен, инвалидсене ĕçе илмелли квота пурнăçлани çинчен, çавăн пекех Раççей Федерацийĕнчи ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва витĕм кỹрекен ытти ĕçсемпе пулăмсем çинчен информаци пулсан), çакăн пирки 5 кун хушшинче Ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службине пĕлтермелле. Асăннă информаци улшăнăвĕ пирки вара — «Раççей ĕçĕ» пĕрлехи цифра платформинче (www.trudvsem.ru) вакансисене уйăхра 1 хутран кая мар çĕнетсе пымалла. Унсăрăн пĕр уйăх иртсен вакансисем публикацирен çухалаççĕ. Енчен те ваканси хупăннă пулсан тивĕçлĕ информацие пĕрлехи цифра платформине вăл хупăннă кунран пуçласа тепĕр ĕç кунĕнчен кая юлмасăр информаци вырнаçтармалла, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра 2-51-67 телефонпа пĕлтермелле.

Н.ГРИГОРЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code