Елчĕкри коопторгăн Сăрьел ялĕнчи лавккинче Фания Саматова сутуçăна тавар туянакансем ырă чунĕшĕн, çепĕç чĕлхишĕн, савăк куллишĕн, ĕçне чун-чĕререн пурнăçланăшăн хисеплеççĕ.
Кăçал сентябрь варринче уçăлнă лавккара ял çыннине кирлĕ тавар нумай.
— Маларах ялти лавкка сутуçă пулманран чылай вăхăт хупă тăчĕ. Кỹршĕ ялсене тавар илме çỹреме питĕ кансĕрччĕ пире. Халĕ вара сутуçă пур. Хамăр ялтанах вăл. Çынна юратакан, çынпа кăмăллă калаçакан, пысăк çынлăхлă вăл. Çавăншăн савăнса пĕтерейместпĕр, — пĕлтереççĕ ял çыннисем кăмăллăн.
— Маларах эпĕ ялти медицина çуртĕнче тирпейлỹçĕре ĕçлерĕм. Ялти сумлă çын — Мăсăльмансен Сăрьел ялĕнчи 14-мĕш прихучĕн имамĕ Шаукат Салахутдинов сутуçă пулма сĕннине хирĕçлеймерĕм. Хамăн ĕçе юратса пурнăçлатăп. Ĕç условийĕ лайăх, халĕ ĕлĕкхи пек сутуçăсен тавар турттарса килмелле мар, тавар кăларакансем хăйсемех килсе параççĕ. Сентресем туп-тулли, — хыпарлать сутуçă.
Фания Саматова лавккана тирпейлĕ тытас, ассортимента çĕнетсех тăрас тесе те тăрăшать. Ертỹлĕх унăн ĕçĕпе кăмăллă.
Е.ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕнче: Фания Саматова Елчĕкри коопторгăн ертỹçипе Федор Гавриловпа.

