2035 çулчченхи Стратегие пурнăçа кĕртсе пыни — Чăваш Енри муниципалитет тата хула округĕсенче çамрăксен политикине пурнăçлассин тухăçлăхне ỹстерĕ, муниципалитет округĕсен администрацийĕсен, хула округĕсен пуçлăхĕсен çамрăксемпе ĕçлекен специалистсен професси компетенцийĕсен шайне лайăхлатĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен йышне нумайлатма, çамрăксен пурнăç хăрушсăрлăхĕн культурине ỹстерме май парĕ. Федераци шайĕнчи çамрăксен политикин сферинче Чăваш Ен инноваци опытне анлăрах сарса пыма тĕллев лартать.

