Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Салтаксен çемйисем — тимлĕхре

Салтаксен çемйисем — тимлĕхре

Округра ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшасси тивĕçлĕ шайра пурнăçланать. Çак тĕллевпе йĕркеленĕ координаци центрĕ йышне Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрăн, халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайăн, çынсене ĕçе вырнаçтаракан центрăн, округ администрацийĕн тата Раççей Пенси фончĕн Елчĕкри клиент службин представителĕсем кĕреççĕ.

Паянхи кун тĕлне пĕтĕмпе 205 социаллă паспорт йĕркеленĕ: вĕсенчен 87-шĕ мобилизаци йĕркипе СВОна хутшăнакан, 6-шĕ — «Атăл» батальонри салтаксен, 112-шĕ контрактниксен çемйисем. Çỹлерех асăннă документра кашни çемьен йăла условийĕсене, тупăшне тата ытти çивĕч ыйтăва палăртнă. Координаци центрĕн сотрудникĕсем кашни çемьепе тачă çыхăнура.

Пулăшу — курăмлă, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн указĕпе килĕшỹллĕн 46 ача республика ертỹçин стипендине илсе тăрать, 47 ачана икĕ хутчен тỹлевсĕр апатлантараççĕ, 9 шăпăрлан ача садне çăмăллăх йĕркипе çỹрет, 7 ачана хула çумĕсенчи лагерьсенче тỹлевсĕр канма май туса панă, 2 инвалида социаллă пулăшу кỹрессине килĕсенче йĕркеленĕ.

2025 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указне улшăнусем кĕртнĕ май, шкулсенче, ятарлă вăтам пĕлỹ паракан тата аслă шкулсенче кăнтăрлахи уйрăмра вĕренекенсене уйăхсерен республика бюджетĕнчен 2,5 пин тенкĕ стипенди пама пуçланă, ятарлă тата аслă пĕлỹ паракан вĕренỹ заведенийĕсен студенчĕсене 2 хутчен вĕри апат çитереççĕ. Кунта куçăмлă майпа вĕреннине шута илеççĕ. Тăватă студент Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать.

Салтаксен ашшĕ-амăшĕсене тата мăшăрĕсене округра иртекен тĕрлĕ мероприятие йыхравласси йăлана кĕни те ырă пулăм.

Иртнĕ çул СВОна хутшăнакансен çемйисенчен координаци центрĕ çирĕм ытла ыйту йышăннă: коммуналлă тỹлевĕн çăмăллăхĕ, ашшĕ-амăшне санаторипе курорт путевкисемпе тивĕçтересси, хытă каяш турттарса тухнин тỹлевĕ, регион шайĕнчи тỹлевсем пирки тата ыт.те. Кашни ыйтăва саккунпа пăхнă йĕркепе килĕшỹллĕн тишкернĕ.

Пĕлтĕр йышăннă «Мирлĕ пурнăçа — утăм» проект вырăнлă пулчĕ. ЧР çар комиссариачĕн, ЧР Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерствин, Адвокатпа Нотариус палатин тата ытти органсен представителĕсем çĕршыв хỹтĕлевçисен çемйисемпе тĕл пулса 24 çынна тивĕçлĕ консультаци панă.

СВО паттăрĕсен çемйисемпе малашне те тачă çыхăнура пулăпăр, вĕсен кашни ыйтăвне вăхăтра татса пама тăрăшăпăр.

Владимир ФЕДОРОВ,
Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр директорĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code