Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Патшалăх пулăшăвĕ аталанăва çул парать

Патшалăх пулăшăвĕ аталанăва çул парать

Кăçал пĕчĕк агробизнеса, ял хуçалăх потребкооперативĕсене грант тата субсиди евĕр патшалăх пулăшăвĕ уйăрасси малалла тăсăлчĕ.

Çак тĕллевпе 2026 çулта федераци бюджетĕнчен 247 млн тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă, çав шутра 207 млн тенкĕ — грантсем валли тата 40 млн тенкĕ — кооперативсене субсиди уйăрма. «Регион механизмĕпе» килĕшỹллĕн пĕтĕмпех республика бюджечĕн шучĕпе «Перспектива» грант валли тепĕр 150 млн тенкĕ тивĕ. 2026 çулта кооперативсене 35 грантран кая мар тата 10 субсиди пама палăртаççĕ, вĕсенчен 18 грантне тата субсидине федераци бюджетĕнчен, 17-шĕ — регион гранчĕ. 2026 çултан асăннă пулăшу тĕсне çĕнетессипе те ĕçлеççĕ. Малашне «Агростартап» юхăмăн тата çемье фермисене аталантарма уйăракан субсидисене, ĕçлекен тата тин ĕçе пуçăнакан кооперативсене паракан грантсене пĕр гранта пĕрлештерĕç. Унсăр пуçне ялти пекарньăсене аталантарма май паракан çĕнĕ грант хута кайĕ. Кăçал 5 миллион тенкĕпе танлашакан оборудовани туянма çакăн евĕр пĕр грант пăхса хăварнă, ку енĕпе аталанас текенсем пулсан ку пулăшу тата та анлăланĕ. Çавăн пекех, ятарлă çар операцине пулăшасси малаллах пырать.

Ял хуçалăх бизнесĕнче хăйсен ĕçне уçма СВО ветеранĕсене ятарлă «Агромотиватор» программа пулăшнипе виçĕ грантран кая мар уйăрма палăртнă. 2025 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, федераци шайĕнче çакнашкал патшалăх пулăшăвне пама 215 млн тенкĕ (26 грант тата 13 субсиди), регион шайĕнче вара 253 млн тенкĕ (20 грант) уйăрнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code