Январĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 28-мĕшĕччен округра «Çамрăксем тата ачасем» проектпа килĕшỹллĕн оборонăллă-массăллă тата спортпа патриотла ĕçсен уйăхлăхĕ иртет. Ăна Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă.
Уйăхлăх тапхăрĕнче йĕркелекен кашни мероприяти тĕрлĕ ăрусене пĕрлештерме, патриотлăха çирĕплетме, сывă пурнăç йĕркине аталантарма пулăшчăр. Конкурссемпе куравсен, хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансемпе ирттерекен тĕл пулусен витĕмлĕхĕ урлă çамрăк ăру патриотла туйăмпа пуянлантăр, хавхалантăр.
Пĕтĕм Раççейри «Блокада çăкăрĕ» акцие хутшăнса шкулсенче тематикăлла мероприятисем ирттернĕ ĕнтĕ. Паян вара Елчĕкри культура керменĕнче Паттăрлăх орденĕн кавалерне — Степан Демьянов гварди лейтенантне асăнса патриотла юрăсен регионсем хушшинчи фестиваль-конкурсĕ иртет.

