Вторник, 26 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ пĕрремĕш çын

Тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ пĕрремĕш çын

1961 çулхи апрель уйăхĕн 12-мĕшĕ. Ирхине 6 сехет. Казахстанри Байконур космодром. Юрий Гагарин вĕçеве хатĕр. «Кайрăмăр!», — теме çеç ĕлкĕрнĕ вăл — космоса çул уçнă тĕнчери пĕрремĕш космонавт пулса тăнă.

Юрий Алексеевич Гагарин 1934 çулхи мартăн 9-мĕшĕнче Смоленск облаçĕн Гжат районĕнчи Клушино ялĕнче çуралнă. Совет Союзĕн Геройĕ, полковник, тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ пĕрремĕш çын хресчен çемйинче кун çути курнă. Ашшĕ — Алексей Гагарин почтальонра, милиционерта, амăшĕ Анна заводра тăрăшнă. Çемьере 4 ача çитĕннĕ. Вăрçă пуçлансан нимĕçсем Гагаринсен çуртне туртса илсе унта мастерской йĕркелесе янă, çемье вара çĕрпÿртре пурăнма пуçланă. Гагаринсен аслă ачисене Валентинпа Зойăна ытти пин-пин хĕр упраçпа тата яшпа пĕрле Германие хăваласа кайнă.

— Аннепе пĕрле ытти хĕрарăм колонна хыççăн чылайччен чупрĕç. Анчах та фашистсем вĕсене хăваларĕç, йытăсемпе хăратрĕç, — аса илнĕ каярах Юрий.

Валентинпа Зоя тыткăнран тарма пултарнă, çара лексе асли танкист пулса тăнă, кĕçĕнреххи ветеринари госпиталĕнче ĕçленĕ. Вăрçă пĕтсен вĕсем килне таврăннă, иккĕшĕ те çемье çавăрнă.

Юрий шкул хыççăн Мускав облаçĕнчи Люберцы хулинче вырнаçнă ял хуçалăх транспорчĕн училищинче, каярах Саратоври училищĕре вĕреннĕ. Пĕринче ăна Константин Циолковский пирки доклад хатĕрлеме хушнă. Космонавт палăртнă тăрăх, Циолковский унăн пурнăçне йăлт улăштарнă, вăл Оренбургри çар вĕçев училищине вĕренме кĕнĕ.

Ю.Гагарин 1968 çулхи март уйăхĕн 27-мĕшĕнче Владимир облаçне кĕрекен Киржач хулинче вĕренÿ вăхăтĕнче вилнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code