Калав
Хĕл варринче вăтăр градус сивĕсем тăнă хыççăн çанталăк ăшăтса ячĕ. Шупашкар хули. Тăван хула. Мĕн тери капăр вăл, чуна çывăх. Кăнтăрла иртсен кăпăшка шурă юр çума пуçларĕ.
Афанасьев урамĕнче вырнаçнă çуртăн пĕр хваттерĕнче амăшĕ лăпкăн та канлĕн çывăракан ывăлĕн кравачĕ умне пĕшкĕнчĕ. Пуçĕнчен ачашшăн лăпкарĕ вăл ăна. Диана 2 эрне каялла анчах больницăран тухнă, вăй илсех çитереймен-ха. Çапах та, йывăр операци тỹссе ирттернĕскер, чун-чĕререн савăнчĕ — Турă упрарĕ ăна, хăрушă чире çĕнтерме пулăшса пурăнас кун-çулне тăсрĕ. Тĕпренчĕкне хăех ỹстерессе ĕмĕтленчĕ мар-и хĕрарăм? Кам аллине парса хăвармаллаччĕ ăна, камăн куçĕнчен пăхтармаллаччĕ?
…Иккĕмĕш курс студентки ыран пулакан экзамена тĕплĕн хатĕрленет. Кĕçех газ плити çинчи чейник те вĕреме кĕнине систерсе сас парсан хĕр васкаса кухня алăкĕ патне утрĕ. Чей тултарса куркана алла илсен вăл чỹрече патне пырса тăчĕ, аякка тинкерчĕ. Тăруках пике аса илỹ авăрне путрĕ. Чылай çул каялла куллен кантăк умĕнче амăшне кĕтни аса килчĕ хĕре… Кĕтсе илчĕ вăл ăна пĕринче. Тăлăх ачасен çуртĕнче пилĕк çулхи хĕр ача чỹрече умне тăнă та урамра тăракан йывăçсене шурă хут çине ỹкерет. Çак вăхăтра алăк уçăлчĕ те пỹлĕме интернат директорĕ тата палламан арçынпа хĕрарăм кĕрсе тăчĕç. Галстуклă арçын хут çинчи ỹкерчĕксене тĕсерĕ.
— Диана, эсĕ ỹкерме юрататăн иккен. Тен, пирĕнпе пĕрле пырăн? Пĕрле пырсан эпир сана тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсемпе фломастерсем илсе паратпăр, — йăвашшăн калаçрĕ арçын. Пĕчĕк хĕр ача шăп тăнине курсан, ун патне арçынпа пĕрле килнĕ хĕрарăм та пĕшкĕнчĕ. Вăл сумкинчен илемлĕ пукане кăларса хĕр ачана кăтартрĕ.
— Диана, эпĕ санăн аннỹ пулатăп. Ку пукане вара сана валли, хĕрĕм, — терĕ хайхи.
Çакна илтсен пĕчĕк Диана хĕрарăм патне чупса пычĕ те:
— Эсĕ чăнах та манăн анне-и? Эпĕ сана кунсерен кĕтрĕм, — тесе йепеннĕ куçĕсене сăтăрса «амăшне» ыталаса илчĕ.
Семеновсен çемйи çапла хăйсен ача пулманнипе тăлăх ачасен çуртĕнчен Дианăна усрава илчĕç.
Хĕр ача тирпейлĕ те тăрăшуллă пулса ỹсрĕ, ачаранах амăшне килти ĕçсене пурнăçлама пулăшрĕ. Шкула çỹреме пуçласан çывăх çыннисене лайăх паллăсемпе вĕренсе савăнтарчĕ. Уйрăмах ỹкерме кăмăлларĕ. Ятарлă кăранташпа тĕрлĕ ỹкерчĕксем тăвасси хĕр ачан юратнă ĕçĕ пулса тăчĕ.
Шкул пĕтерсен хĕр ỹнер техникумне вĕренме каясшăнччĕ, анчах та ашшĕ ăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кайма сĕнчĕ. «Учитель пулăн, ачасене вĕрентĕн», — терĕ вăл çирĕппĕн. Хăйне тивĕçлĕ пăхса ỹстернĕ çынсене хирĕç каймарĕ хĕр, килĕшрĕ аслипе. Вунсаккăр тултарсан ашшĕпе амăшĕнчен пысăк парне — хваттер уççи илчĕ вăл. Çапла вара хĕр тĕп хулара çĕнĕ хваттерте пурăнма пуçларĕ… Чỹрече патĕнче тăракан Диана пушаннă чей куркине çуса вырăнне хучĕ те каллех экзамена хатĕрленме пуçларĕ. Сĕтел хушшинче нумай лараймарĕ, телефон шăнкăртатрĕ:
— Диана, ырă кун!
— Салам, Дима. Экзамена хатĕрленетĕп. Юрĕ, тепĕр вунă минутран тухатăп.
Вăл васкаса тумĕсене ылмаштарчĕ те юратнă каччи патне васкарĕ.
Юрату! Мĕн тери асамлă туйăм вăл. Ĕмĕрсем тăршшĕпе ăна хăватласа сăвăсем, юрăсем, кĕнекесем çыраççĕ, илемлĕ кинофильмсем ỹкереççĕ. Кам юратман пуль çамрăк чухне! Пурте юратса курнă. Анчах темшĕн чылай чухне юрату ыратăва та çаврăнма пултарать.
Троллейбус çинче паллашрĕç Дианăпа Дима. Хĕр тĕреклĕ хул-çурăмлă каччăна пĕрре курсах килĕштерчĕ. Анатри чăваш каччине Турă илемлĕ сăн-сăпатпа пĕрле ырă чун-чĕре те парнеленĕ. Хĕр те пĕр кашăк шывпа çăтса ямаллискер. Хỹхĕм те яштакаскер çинчен йĕкĕт куç илеймест. Акă подъезд алăкĕнчен тухсанах хĕре пĕр алăра виçĕ шурă роза, тепринче торт тытса тăракан каччă хăй ытамне илчĕ.
— Паян мĕнле уяв пулнине пĕлетĕн-и?
— Çук.
— Манăн паян пысăк уяв, мĕншĕн тесен шăп та лăп пĕр уйăх каялла эпĕ тĕнчери чи илемлĕ хĕрпе паллашрăм. Ячĕ те унăн питĕ хитре! Диана, — терĕ те каччă аллинчи япаласене çумри сак çине хурса хĕре йăтса çавăрчĕ.
Питĕ кăмăллă пулчĕ Дианăна юратнă çынран çак сăмахсене илтме. Вăл каччăна пĕрремĕш хут хваттере илсе кĕчĕ. Тортпа чей ĕçнĕ хыççăн вĕсем залри диван çине телевизор курма ларчĕç. Çамрăклăх — вĕри туйăмсен тапхăрĕ. Пĕр-пĕрне чун-чĕререн юратакан хĕрпе каччă хăйсем сисмесĕрех пĕр-пĕрин патне туртăнчĕç. Кĕçех вĕсен тутисем пĕрлешрĕç. Тепĕр самантрах каччă хĕре ыталаса илчĕ. Хĕр хирĕçлемерĕ…
Хĕллехи экзаменсене ăнăçлă тытса пĕтерсен Диана пĕр эрнелĕхе ашшĕ-амăшĕ патне пурăнма кайрĕ. Килĕнче вăл амăшне пĕр каччăпа паллашнине каласа пачĕ, вĕсем пĕр-пĕрне юратнине те пытармарĕ.
— Хĕрĕм, эсĕ Дима çинчен тĕплĕнрех пĕлме тăрăш. Мĕнлерех кăмăллă вăл, ăçтан, юлташĕсем кам, — асăрхаттарчĕ амăшĕ хĕрне. — Асăрхан, йĕкĕтсемпе тимлĕ пул. Хитре каччăсем хĕр пуçне çавăрса чĕрине амантса хăварма пултараççĕ.
— Дима ун пек çын мар, вăл мана кăна юратать, — тесе хуравларĕ хĕр амăшне.
Кунсем сисĕнмесерех иртсе пыраççĕ. Ирхине будильник шăнкăртатсан Диана вырăн çинчен тăчĕ те ваннăй пỹлĕмне утрĕ. «Мĕн пулчĕ манпа юлашки кунсенче, ĕнер иртерех выртнă пулсан та татах çыврас килет», — шухăша путрĕ Диана шăлĕсене тасатнă май.
Кайран холодильника уçсан та мĕн çимеллине пĕлмесĕр пĕр вăхăт хушши шутласа тăчĕ. Пулă çиес килнине туйса ăна пĕçерме лартса ячĕ. Анчах та кухньăра пулă шăрши сарăлсан кăмăлĕ пăтранса кайрĕ унăн. Унтан васкасах раковина патне чупрĕ.
Çак кун вĕренме те каяймарĕ хĕр. Пỹлĕмри пулă шăрши нумай вăхăт аптратрĕ çамрăк хĕре. Кăнтăрла хыççăн аптекăна кайрĕ. Вăл унта ĕçлекене хăйĕнпе мĕн пулса иртнине каласа пачĕ.
— Эмел ĕçме ан васка-ха, тен, эсĕ йывăр çын, — терĕ аптекăра ĕçлекен. — Каччăпа вырăн пĕрле ăшăтатăр пулсан ак çак хатĕре илсе кай та, тĕрĕсленсе пăх.
Диана вăтаннипе аптекăран хĕп-хĕрлĕ питпе тухрĕ. Тепĕр кунне Диана шăнкăравласан Дима хĕр патне васкаса çитрĕ. Малтанах каччă хĕр мĕн каланине шỹт вырăнне хучĕ.
Хĕр каччăна пит çăмартисенчен аллисемпе тытрĕ:
— Дима, эпĕ санран ача кĕтетĕп. Эсĕ часах атте пулатăн, — тесе юратнă çыннин куçĕсенчен пăхрĕ.
— Шанмастăп, — терĕ каччă. — Тепре кала-ха. Шутлама та пултарайман кун пирки. Диана, тĕрĕсне калатăн пулсан, эпĕ питĕ телейлĕ! Эпĕ сана юрататăп! — тесе каччă хĕре ыталаса илсе çавăрчĕ.
Эрне вĕçĕнче йĕкĕт Дианăна ашшĕ-амăшĕпе паллаштарас тĕллевпе ялне илсе кайрĕ.
Ывăлĕ авланма шутланине пĕлсен ашшĕ кăмăлсăр пулчĕ, малтан вĕренсе пĕтермеллине каларĕ.
Хĕр хăш районтан пулнине пĕлсен ашшĕ ывăлĕпе вăрçăнсах кайрĕ.
— Мĕн, хамăр тăрăхра хĕр пĕтнĕ-им сана валли? — кăшкăрчĕ вăл. «Хура тяппасемпе» хăталлă пулмалла-им пирĕн? Амăшĕ, кала-ха ăссăр ывăлна мĕн те пулсан!
Диман амăшĕ те, ялан ывăлĕ хутне кĕрекенскер, халĕ мĕн каламаллине пĕлмерĕ.
— Эсир хирĕç пулсан эпĕ урăх нихçан та сирĕн патне килместĕп. Эпир Дианăпа пурпĕрех пĕрле пулатпăр, — терĕ те ывăлĕ, хĕре алăран тытса пỹртрен тухса кайрĕ.
Каярах ăнланса илчĕ амăшĕ хăйсем тĕрĕс мар тунине. Вăл çывракан пỹлĕме кĕрсе пуçтарса пынă укçана алла тытрĕ те ывăлне парас тесе васкаса хапха умне тухрĕ. Çук, ĕлкереймерĕ вăл, вĕсен машини пăралукран пăрăннине анчах курса юлчĕ.
Дима туй тума укçа кирлĕ тесе Мускава стройкăна ĕçлеме тухса кайрĕ. Кашни кун каччă хĕре Мускавран шăнкăравласах тăчĕ, кашни ир виçĕ сăмахран тăракан кĕске çырусем çырчĕ.
Каярах Дима çухалчĕ. Хĕр шăнкăравласан та каччăн телефонĕ çинчи ют сасă ялан кĕске сасăсемпе хуравларĕ. «Сивĕнчĕ-ши? Мĕншĕн? Ашшĕ-амăшĕн сăмахне ăша хыврĕ-ши?», — çакăн пек йывăр шухăшсем киле-киле капланчĕç хĕрĕн пуçне.
Эрне хыççăн эрне, уйăхсем иртрĕç. Хурав пулмарĕ. Дианăн хырăмĕ те палăрма пуçларĕ.
Хĕрĕ хĕрĕх чĕрнеллĕ пулнине кĕçех ашшĕ-амăшĕ те пĕлчĕ. Тирпейлĕ пурăнакан ятлă-сумлă çемье халăх умĕнче намăс курас мар терĕ пуль — пысăк çĕрте ĕçлекен ашшĕ качча тухмасăрах йывăрланнă хĕрне аякри Новосибирск хулинче пĕччен пурăнакан иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ патне леçсе ячĕ….
Хулари пĕр шкулта юлашки шăнкăрав линейки пырать. Шкул пĕтерекенсене чысласа илемлĕ те çутă сăн-питлĕ вĕренекен гитара каласа юрă юрлать. Сасси ун уçă та янăравлă.
— Мĕнле хитре юрлать Иван Семенов, вун тăваттăра анчах вăл. Юрă сăмахĕсене те, кĕввине те вара хăех çырать. Турă панă талант, — çапларах пуплерĕç уява хутшăннисем. Диана хăлхине те кĕчĕç çак сăмахсем. Вăл юрлакан ывăлĕ çине юратса пăхса тăчĕ. Питĕ лайăх пурăнатчĕç амăшĕпе ывăлĕ. Юратупа çунса кĕлленнĕ чĕре урăх арçынна юратаймарĕ. Качча тухма ыйтакансем те пулчĕç, анчах Диана пĕрне те çывăха ямарĕ. Пĕр ывăлĕшĕн пурăнчĕ вăл, унăн чĕри уншăн кăна тапрĕ. Ашшĕ-амăшĕпе те çыхăнăва татрĕ. Ачан ашшĕне те сайра-хутран кăна аса илме тăрăшрĕ хĕрарăм.
Юлашки вăхăтра Диана час-часах пуçĕ ыратнипе аптрама пуçларĕ. Тепĕр чухне эмел ĕçни те пулăшма пăрахрĕ. Больницăра тĕрĕсленнĕ хыççăн врачсем пуç çинче усал шыçă пуррине пĕлтерчĕç, операцине частарах тумаллине асăрхаттарчĕç. Çак хыпара пĕлнĕ хыççăн Диана ывăлĕ пĕччен юласран питĕ хăрарĕ.
Çавăнпа та ăна ашшĕпе паллаштарма шутларĕ. Шкулта каникулсем пуçлансан, амăшĕпе ывăлĕ аякри Чăваш Республикине каякан пуйăс çине ларчĕç.
Толя тете ĕнер ирхине çулнă курăка çавăрса пĕтерсен йывăç айĕнчи сулхăна кĕрсе ларчĕ. «Паян та хĕвел лайăх пăхсан, ыран ку утта кĕртмелле те пулать», — шутларĕ утмăл урлă каçнă арçын. Акă хыçалти пахчана тухакан алăк уçăлчĕ те унта Толя тетен арăмĕ Зоя аппа курăнчĕ, упăшкине апат çиме чĕнчĕ.
Кашăка сулахай алăпа тытса яшка çиет Толя тете. Сулахай алă вăл. Çырнă чухне те ручкăна çав алăпах тытать. Сĕтел айĕнче мăр-мăр туса çỹрекен кушак аçине те какай татăкĕ лекрĕ хуçаран. Апатланнă хыççăн арçын район хаçатне тытрĕ те ăна вулама çемçе диван çине кĕрсе ларчĕ. Çак вăхăтра картишĕнчи йытă вĕрсе хапха умне çын пырса тăнине систерчĕ. Толя тете тухса тимĕр алăка уçрĕ те унта хĕрарăмпа арçын ача тăнине курчĕ.
— Сывлăх сунатăп. Эпĕ Диана ятлă, ку вара манăн ывăл, — хăйсемпе паллаштарчĕ хĕрарăм. — Эпĕ Димăна курасшăнччĕ, ăçта-ши вăл?
Толя тете арçын ача çине пăхрĕ. Таçта курнă пекех туйăнчĕ вăл ăна. Ывăлĕ качча илес хĕр те Диана ятлă пулнине аса илчĕ вăл. Хĕрарăм ывăлĕ çинчен ыйтсан, Толя тете ун умĕнче камсем тăнине ăнланчĕ. Хĕрарăма та тỹрех хурав параймарĕ хăй, йĕпеннĕ куçĕсене пытарса арăмне пỹртрен чĕнсе кăларчĕ.
Питĕ йывăр пулчĕ Дианăна усал хыпара пĕлме. Дима нумай çул каялла Мускавра стройкăра ĕçленĕ чухне ишĕлсе аннă стена айне пулса вилнĕ иккен. Диана вара каччăн шăпине пĕлмесĕрех пурăннă.
Каçхине вара ачин аслашшĕпе асламăшĕн кỹршĕ района качча кайнă хĕрĕ çемйипе килчĕ. Савăнса кайнă Зоя аппа Дианăна тăванĕсемпе паллаштарать. Кайран хăй те сисмерĕ, Дианăна кин тесе калама пуçларĕ. Толя тете кашăка сулахай алăпа тытса апат çиекен Ваня çине уйрăмах юратса пăхрĕ.
Зоя аппа, кинĕн чирĕ çинчен пĕлнĕ хыççăн, чиркĕве кайса унăн сывлăхĕшĕн çурта лартрĕ, куллен кĕлĕ вулама пуçларĕ. Кинĕ валли хăйпе пĕрле илсе çỹреме турăш та туянчĕ.
Виçĕ кун пурăннă хыççăн Диана каялла кайма пуçтарăнчĕ. Ывăлне çуллахи каникула аслашшĕпе асламăшĕ патĕнче хăварассине каларĕ. Савăнса кайнă Толя тете кинĕнчен иртнĕ вăхăтшăн, ăнланман самантшăн каçару ыйтрĕ, авланма шутланă ывăлне хирĕç пулнăшăн нумай çул хушши ỹкĕннине каларĕ…
Акă Диана операци тумалли сĕтел çинче выртать. Ун патне медсестра пычĕ те çапла каларĕ:
— Ан хăрăр, эпир сире çывăрттарса яратпăр, — тесе укол турĕ.
Хĕрарăм çывăрса кайсан шурă халат тăхăннисем кăткăс операцине пуçларĕç. Вĕсен халĕ пĕрре те йăнăшма юрамасть. Пĕр пĕчĕк йăнăш çын пурнăçĕпе танлашанать.
Наркоз айĕнче выртнă чухне Дианăна тĕлĕк курăнчĕ: «Хĕрпе каччă симĕс çерем тăрăх çара уран васкамасăр утаççĕ. Йĕри-тавра хитре чечексем ỹсеççĕ, сенкер тỹпере вара кайăксем юрлаççĕ. Акă вĕсем кỹлĕ хĕррине çитрĕç те илемлĕ хыçлă сак çине вырнаçса ларчĕç. Кỹлĕри шыв тăп-тăрă та таса пулнипе унта тĕрлĕ пулăсем ишсе çỹрени курăнчĕ.
— Килĕшет-и сана кунта? — ыйтрĕ Дима .
— Питĕ илемлĕ кунта! Мĕнле асамлă вырăн.
— Çăтмахра эпир, юратăвăм, — хуравларĕ хĕрне каччă.
— Дима, çĕр çинче пирĕн ывăл юлнă. Ăна мансăр питĕ йывăр пулать, — сак çинчен тăчĕ Диана. — Манăн мĕнле те пулсан каяллах таврăнмалла.
— Пĕлетĕп. Çавăнпа та хам пурăнайман çулсене эпĕ сана парнелетĕп. Эсĕ нумай çул пурăнăн, пирĕн пулас мăнуксене пăхса ỹстерме те хутшăнăн, кĕçĕн мăнуксене те курăн.
— Дима, кайран эпĕ сана шыраса тупайăп-ши? Эпĕ вĕт ун чухне ватă çын пулăп, куçсем те начар курĕç, — ыйтрĕ Диана.
— Эпĕ сана çăтмах алăкĕ патĕнче кĕтсе тăрăп. Сана ман патне пирĕн таса юрату илсе килĕ, — терĕ те Дима Дианăна куçĕсене уçма хушрĕ.
Операци хыççăн комăра пулнă хĕрарăм куçне уçсан ун патне шурă халат тăхăннă тухтăр пырса тăчĕ. Вăл хĕрарăмăн пит çăмартисем тăрăх куççулĕсем юхнине курчĕ.
— Диана, хăрушши хыçала юлчĕ, ан пăлханăр, халĕ эсир сывалатăр ĕнтĕ, — терĕ те хĕрарăм чĕрĕ юлнăшăн савăнса палатăран тухрĕ…
Сергей W.

