Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ултавран упранар!

Ултавран упранар!

Теприн шанăçĕпе усă курса тăвакан преступленисен шучĕ ỹссех пырать. Киревсĕр тĕслĕхсем пирки хаçатра, социаллă тетелсенче çырсах тăратпăр пулсан та, преступниксенчен хур тỹсекенсен шучĕ чакмасть.

Шел пулин те, ултав схемисем çĕнелсех, преступниксем чееленсех пыраççĕ. Асăннă преступленисене темиçе ушкăна пайлама пулать. Чылай тĕслĕхре преступниксем хăйсене банк, полици, налук, прокуратура, сотовăй оператор, хăрушсăрлăх службин, Пĕрлехи патшалăх порталĕн… ĕçченĕсем тесе шăнкăравлаççĕ, тĕрлĕ енлĕ информаципе сехĕрлентереççĕ. Тỹрех хăраса ỹкнĕ çынна шанăçа кĕртме ансат пулнине лайăх ăнланаççĕ вĕсем: кĕске вăхăтра кирлĕ даннăйсене ыйтса пĕлеççĕ.

Çавăн пекех халăх Интернет урлă тавар туяннă-сутнă чух улталанать. Çывăх тăвансем пек шăнкăравласа пулăшу е кивçен укçа пама ыйтни, интернет урлă «тĕрлĕ пулăшу» сĕнекенсенчен хур тỹсни, вируссем пулăшнипе укçа-тенке вăрлани.

Мĕн калас килет халăха? Ултавăн кашни мелĕ пирки тĕплĕн çырас-ăнлантарас пулсан — хаçат страницин лаптăкĕ те çитес çук. Тепĕр енчен, преступниксем çав мелсене çĕнетсех пыраççĕ, çавăнпа та полици çирĕплетсех калать: тимлĕ пулăр. СМСпа килнĕ ют номерсене тытма ан васкăр. Енчен те иккĕленỹллĕ шăнкăрава йышăнтăр пулсан, калаçу укçа-тенкĕ, харпăр информаци е вăрттăн кодсем пирки пырать пулсан калаçăва тỹрех чарса хурăр.

Çавăн пекех хăвăрăн карттăна ют çынна ан кăтартăр тата ан парăр, унпа лавккара, е ытти вырăнта усă курнă чухне номерсене алăпа хуплама тăрăшăр. Чи шанчăкли — пысăк укçана телефонпа çыхăнтарман урăх карточка çинче тытни. Номерсем тенĕрен — киревсĕр шухăшлă çынсем банкомат умĕнчи урнăна пăрахса хăваракан чексемпе те усă кураççĕ. Карточка номерĕн юлашки цифрисем, ытти информаци — вĕсемшĕн пĕтĕмпех усăллă.

Ют укçана хапсăнакансем банкоматсем çине камерăсем лартса карттăн пин-кочĕсене «вуланин» тĕслĕхĕсем те пулаççĕ. Çакăн хыççăн укçана вăрласси вĕсемшĕн йывăр мар. Хăйсене кирлĕ информацие преступниксем тĕрлĕ майпа тупаççĕ. Сăмахран, Интернетра пĕр-пĕр банкăн суя сайтне йĕркелеççĕ — вăл чăннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Специалистсем унашкаллине «фишинг» теççĕ. Çапла вара тỹрĕ кăмăллă гражданин укçа куçармашкăн банк сайтне кĕрес тет те — хайхи фишинга лекет. Ăна-кăна тавçăрмасăр унта тивĕçлĕ информаци çырать, карточка номерĕ, телефон номерĕ тата ытти те… Преступниксемшĕн çакă çителĕклĕ.

ШĔМĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ халăха çапла асăрхаттарать: тимлĕ те асăрхануллă пулăр! Ют çынна хамăрпа çыхăннă даннăйсене парар мар, палламан çынсемпе калаçнă чух информацисене тĕрĕслер, çăмăллăн шанса ỹкер мар.

Сергей ДУБИНОВ,
Елчĕкри полици пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code