Чун-чĕре ăшшине халаллатăп,
Ачасем пуррипе пурнатăп.
Эп вĕсем сыввипе савăнатăп,
Юратса кăмăлтан пил паратăп.
Турăран ырлăх-сывлăх ыйтатăп,
Ачасемшĕн ялан кĕл тăватăп.
Шăпана тав туса тархаслатăп,
Мăнукăмсене ырă пурнăç сунатăп.
Хам тунă ĕçсемпе савăнатăп,
Тус-юлташ пуррипе мухтанатăп.
Тăвана хисепе эп хуратăп,
Чун-чĕре ăшшине халаллатăп.
Çемьере тăнăç пурнăç тытатăп,
Ял-йыша кăмăлтан саламлатăп.
Сар хĕвел тухнипе савăнатăп,
Кашнинех тулăх пурнăç сунатăп.
Зинаида ПОРТНОВА.

