Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Выльăхсен шутне чакармалла мар

Выльăхсен шутне чакармалла мар

Округ администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсем, администрацин, территори пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă май, 2025 çулхи ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ.

Пуçтарăннисен умĕнче тухса калаçнă округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Ирина Горшкова сăмаха тỹрех цифрăсенчен пуçларĕ. 2025 çулта федераци тата республика бюджечĕсен укçи-тенки шучĕпе тивнĕ патшалăх пулăшăвĕн калăпăшĕ 207 миллион тенкĕпе танлашнă, çав шутра «Перспектива» программа пулăшăвне Виталий Васильев (10 млн тенкĕ) тата харпăр хăй тĕллĕн хушма хуçалăх тытса тăракансем (11 млн та 100 пин тенкĕ) тивĕçнĕ.

Ял хуçалăх организацийĕсем хăйсен продукцине сутса илнин тупăшĕ 1 миллиард та 645 миллион та 811 пин тенкĕпе, таса тупăш 385 млн та 447 пин тенкĕпе, танлашать. Ĕç укçи фончĕ — 356 млн та 626 пин тенкĕ, ку вăл 2024 çулхинчен 69 млн та 554 пин тенкĕ ытларах. Ĕçлекенĕн вăтам ĕç укçи 52414 (40306) тенкĕпе танлашать. Уйрăм хуçалăхсемпе илсен статистика çакна кăтартать: «АСК-Яльчики» ООО 65616 тенкĕ, «Победа» ООО — 60073, «Сатурн» ЯХПК — 59676, «Яманчурино» ООО — 54811, «Энтепе» ООО — 53446, «Урожай» ООО 52599 тенкĕ.

Ирина Ильинична вырма ĕçĕсен кăтартăвĕсемпе те тĕплĕн паллаштарчĕ. Кун пирки эпир хаçатăн иртнĕ çулхи ноябрь, декабрь уйăхĕсенче анлăн çутатнă май тепĕр хутчен чарăнса тăрасшăн мар.

Хуçалăхсем хальхи йышши çĕнĕ техникăпа анлă усă курни — аталану çăл куçĕ. Çакна шута илсе вĕсем 2025 çулта инвестици кредичĕсемпе, лизинг майĕпе тата хăйсен нухрачĕпе 360 млн та 700 пин тенкĕлĕх 44 единица техника туяннă.

Пĕлтĕр пĕтĕм категориллĕ хуçалăхсенче 2 пин те 888 тонна аш-какай туса илнĕ пулсан, ял хуçалăх предприятийĕсен кăтартăвĕ — 1612 тонна (2024 çулхинчен 2 хут ỹснĕ). Х(Ф)Хсен вара чакнă. Çав вăхăтрах аш-какай туса илессине хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче 8 тоннăран пуçласа 15 тонна таранччен чакарнă. Юлашкинчен палăртнă ĕç коллективĕсен сĕт туса илесси те 1 процент минуспа. Фермерсен кăтартăвĕ пачах япăх, 20 процент «каялла»: 3378 тонна. Уйрăм хушма хуçалăхсенче çак кăтарту вара 11 процент ỹснĕ, вĕсенче 9860 тонна сĕт туса илнĕ.

Отчетлă тапхăрта округра пĕтĕмпе 12304 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать. Шел пулин те, ял хуçалăх предприятийĕсен 3 процент, Х(Ф)Хсен — 20 процент, уйрăм хушма хуçалăхсен 10 процент чакнă. Округĕпе пурĕ 4771 пуç сăвăнакан ĕне — пĕлтĕрхипе танлаштарсан çухату 11 процент. Ку тĕлĕшпе 3 хуçалăх çеç ỹсĕм çулĕпе палăрнă: «Сатурнăн» 28 пуç, «Победăн» — 10, Ленин ячĕллĕ ЯХПКн 5 пуç.

Выльăхсен шутне ỹстерес пирки калаçу пĕрремĕш çул пымасть. Хальхинче те канашлăва хутшăннă округ пуçлăхĕ Леонард Левый çак ыйтăвах уйрăммăн пусăм туса каларĕ.

Отчетлă тапхăрта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ объектсене тĕпрен юсас е çĕнĕрен тăвас тĕлĕшпе 7 хуçалăх ăнăçлă ĕçленине палăртмалла. Чи пысăк сумма — «Победăпа» «Прогресăн»: вĕсенче 13-шер млн тенкĕлĕх тырă склачĕ туса пĕтернĕ. Мал ĕмĕтлисем, 9 коллектив, кăçал та строительствăпа ĕçлес шухăшлă — пĕтĕмпе 147 млн тенкĕлĕх, çав шутран «Прогресс» АОн 40 млн, «Эмметево» ОООн — 26 млн, «Победа» ОООн 26 млн тенкĕлĕх…

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code