Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Нумай-ха ялта ырă çынсем

Нумай-ха ялта ырă çынсем

Пилĕк ача пăхса ỹстертĕмĕр. Упăшка ир пурнăçран уйрăлчĕ. Кĕтмен çĕртен ахăр самана сиксе тухрĕ. Колхоз саланчĕ. Ялта ĕç çук. Ачасем тĕрлĕ çĕрте тымар ячĕç. Пĕччен тăрса юлтăм. Ман пеккисем ялта йышлă. Кỹршĕ-аршăран чылайăшĕ 80 çултан иртнисем. Никамран та ниепле пулăшу ыйтма çук. Ватăсем е чирлĕ, е вырăнпах выртаççĕ.

Пĕтĕм шанчăк касри 60-70 çулхи «çамрăксем» çинче. Пире, ватăсене, уйрăмах хĕлле йывăр. Кашни кун тенĕ пек юрне тасатса та пĕтерме çук. Юрать-ха Вадим Григорьев тракторпа çула тасатсах тăрать. Хăш чухне умри юра та хырса парать. Асар-писер юр-тăман урама та, картишне те хупласа лартрĕ. Пỹртре «тыткăнра» 2 кун лартăм вĕт. Пуçа тем тĕрлĕ шухăш та пырса кĕрет. Кĕтмен-çĕртен пỹрте «Слава картофелю» агрофирма директорĕ Юрий Галкин кĕрсе тăчĕ. Вăл мана юртан тасатни çинчен хыпарларĕ. Хăйне ăсатма тухсан те тĕлĕннипе, те савăннипе икĕ куçăмран хам сисмесĕрех куççуль юхса анчĕ. Шăллĕн ывăлĕ Сергей хăйсен тракторĕпе урамри вырăна юртан хырнă, иккĕшĕ вара картишĕнче вите, кĕлет патне кĕреçепе çул уçса панă. Пирĕн ума яланах юр хỹсе каять, кашни çулах. Пире хирĕç пурăнакан Волковсен ывăлĕ, Петр, хам сисмен те, пĕррехинче каçхине хуларан килнĕскер, хапха умĕнчи юра тасатса çул туса панă.

Пĕлтĕр урамри шыв пăрăхĕсене улăштарчĕç. Манăн киле шыв кĕртме Волковсен ачисем — Иванпа Федор, Геннадий Журавлев пулăшрĕç. Ĕçĕ питĕ кăткăс. Пỹртрен тухакан пăрăха урамрипе çыхăнтармаллаччĕ. Икĕ хутчен чавса та тупаймарĕç киввине. Иван вара Таяпа Энтри ялĕнчен тракторист чĕнсе илчĕ. Техника вăйĕпе часах пỹртрен тухакан пăрăха тупрĕç, шыва кĕртсе пачĕç. Ку ĕç Чăваш Ен Пуçлăхне суйламалли кун пулчĕ. Ман ывăл, суйлав комиссийĕн членĕ пулнă май, килеймерĕ. Урамра ватăсем, «çамрăксем» çĕнĕрен чавса шыв кĕртме хатĕр тăраççĕ: Вячеслав Чернов, Павел Дмитриев, Зинаида Чернова. Пурне те пулăшушăн пысăк тав.

Тепĕр пĕчĕк тĕслĕх. Телеграмра СВО паттăрĕсене пулăшмалли канал пур. Нумайăшĕ пулăшаççĕ. Эпĕ юр тыткăнĕнче ларатăп — тухма çук. Кỹршĕ хĕрарăмне Ольга Степановнăна ман ятпа 1000 тенкĕ ярса пама ыйтрăм. Вăл хаваспах килĕшрĕ. 3-4 кунтан унпа татăлтăм вара. Ырă ĕçсен шутне çырса пĕтерме те çук.

Çапла пенси укçине çĕнĕрен шутлаттармалли пирки Елчĕке каймалли çинчен пĕлтерчĕç. Мĕнле çитмелле-ха? Кун пирки пĕлсен Мускавра ĕçлесе пурăнакан Сергей Волков полковник яла килсен пире амăшĕпе иксĕмĕре илсе кайрĕ. Çул çинче пирĕн кас хĕрарăмĕ Валентина Осипова больницăра выртни çинчен пĕлтĕмĕр. Сергей ун валли лавккаран апат-çимĕç илсе тухрĕ. Тепĕр кунне Сергейпе татах кайрăмăр пенси фондне. Мускава кайма пуçтарăннăскер картишĕнчи юрне тасатса хăварасшăн тĕрмешет. Манăн телефон ĕçлемест, вăл хаваспах юсаса пачĕ.

Хулара пурăнакан ачасем СВОра усă куракан (çурта лартмалли) банкăсем пухаççĕ. Подъездсене хут коробкăсем лартаççĕ, мĕншĕнни паллă ĕнтĕ. Столовăйсемпе çыхăнура пулнă май, кирлĕ хатĕр унта та тупăнать. Мускавра ĕçлекен хĕрĕм Надя та ỹркенмесĕрех илсе килет вĕсене. Килте 100 штук ытла хатĕрлесе хунă тата çавăн чухлех хуларан килмелле. Çынсем хапăлласах пуçтарса параççĕ. Ялсенче çакăн йышши савăт-сапана çỹп-çап контейнерне пăрахас марччĕ.

Чирлетпĕр-и, пулăшу ыйтатпăр-и, тепĕр чухне эмел кирлĕ-и — ял çынни яланах пулăшма хатĕр. Ялта халсăр, чирлĕ çын нумай. Ольга Степановна хăй те тахçанах 60 çултан иртнĕ. Ĕне усраççĕ. Касри халсăр çынсем патне хăех сĕт пырса парать. Эпĕ те шăнкăравласа çеç пĕлтеретĕп. Касри Ираида Анисимова 70 çула «хăвалать» ĕнтĕ. Эпир ăна «палочка-выручалочка» тетпĕр. Урăх яла е хулана кайсан ун аллинче яланах шанса хăварнă çуртсен çăра уççисем.

Ырă, çынсен нушисене ăнланакан, пулăшу аллине тăсакансем пур-ха. Ял пĕтмест, йывăрлăхпа та пулин малаллах талпăнать. Анаталла куçса пыракан пурнăç урапин хăвăртлăхне чакарас тетпĕр эпир, ватăсем. Ачасем хулана йыхăраççĕ, хăтлă пурнăç, телей шантараççĕ. Темле йывăр пулсан та эп чăтăп. Савнă ялăм, сана хулапа улăштармастăп.

Исония ВОЛКОВА.
Хăвăлçырма ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code