Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Яла кĕрсен мĕн сас лайăх?»

«Яла кĕрсен мĕн сас лайăх?»

Кĕçĕн Таяпа территори пайне кĕрекен ялсенче пурăнакансен пухăвĕсем иртнĕ май, Ираида Вдовинан çак юрă сăмахĕсем аса килчĕç.

Чăнах та, мĕн сас лайăх? Ача-пăча, выльăх-чĕрлĕх сасси лайăх, анчах паян ултă ялта та унăн илемне туятăн-ши? Пурĕ 719 хуçалăх пулсан, вĕсенчен 332-шĕнче вăхăтлăха çеç пурăнаççĕ е пачах пушă. Шутра 1262 çын, тăтăш пурăнакансем — 919.

Территори пайĕнче 2024, 2025 çулсенче пĕрер ача кăна çуралнă, 22 тата 32 çын вилнĕ. Виçĕ мăшăр çемье çавăрнă. 90 çулхисем тата унтан аслăраххисем — 20-ĕн. Таяпа Энтри ялĕнчи Анисия Евдокимова вара часах хăйĕн 102 çулне кĕтсе илет. Администраципе культура ĕçченĕсем юбилярсене чыслассине йăлана çирĕп кĕртнĕ. Нумаях пулмасть, акă, асăннă ялти Валентина Столбовăна пурнăç çулĕн тăхăр теçеткине парăнтарнă ятпа саламланă. Вăл — Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ.

Кăçалхи январь уйăхне территори пайĕнче 368 мăйракаллă шултра выльăх шутланнă, вĕсенчен сăвăнакан ĕнесем — 155 (2024 ç. — 175) пуç. Ялсемпе уйрăмлăха танлаштарăр-ха: Кĕçĕн Таяпара — 84 пуç ĕне, Таяпа Энтринче — 38, Каркаларта — 22, Çĕнĕ Тỹскелте — 11. Лаша — 40 пуç, апла тăк вĕсене Хĕрлĕ кĕнекене кĕртме иртерех-ха.

Территори пайĕнче пурăнакансем хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансемпе, хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Нацизма хирĕç хĕç-пăшал тытнисен йышĕнче 22 çын. Вĕсенчен, шел, пуç хунисем те, йывăр аманса демобилизациленнисем те пур. Ял çыннисем паян салтаксене пулăшас тĕллевпе гуманитари акцийĕсенче хастарлăх кăтартаççĕ, çавна май пухусенче нумайăшне территори пайĕн администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе чысланă.

Кĕçĕн Таяпасем «Астăвăм сачĕ», «Йывăç ларт», «Раççей шывĕ» акцисене хутшăнса урамсене, кỹлĕ хĕррисене çỹп-çапран тасатнă, çамрăк хунавсем лартнă. Сывă пурнăç йĕркине çирĕплетессинче, халăх хушшинче массăллă спорта аталантарассинче те маттур. Кунта уйрăмах «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ», «Нацисен кросĕ» чупусем пысăк активлăхпа иртеççĕ. Округри территори пайĕсен хушшинче йĕркелекен çулсеренхи спартакиадăсенче Кĕçĕн Таяпасем яланах 1-2-мĕш вырăнсене йышăннă. 2025 çул пĕтĕмлетĕвĕпе — çĕнтерỹçĕ.

Территори пайĕнче «Ниме — халăх пуçарăвĕ» проекта анлă çул панă. 2024 çулта, тĕслĕхрен, 11 объекта (7763559 тенкĕлĕх) ĕçе кĕртнĕ пулсан, пĕлтĕр — 17 (11093376 тенкĕлĕх). Иртнĕ çул халăхран пуçтарнă сумма 1166261 тенкĕпе танлашнă. Пурнăçланнă ĕçсем, тĕпрен илсен, урамсене вак чул сарса хытарассипе, масарсен территорийĕсенчи картасене çĕнетессипе, кĕпер-каçă юсассипе çыхăннă. Кăçал ялсенче 6 проекта пурнăçа кĕртесшĕн…

Статья пуçламăшĕнче илсе кăтартнă цифрăсем территори пайĕн администрацине критиклени мар. Кусем — чăн-чăн факт! Округри кашни ялăн лару-тăрăвĕ ку енĕпе пĕрешкел. Çав вăхăтрах Кĕçĕн Таяпасенчен ырă тĕслĕх илмелли те пурах.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code