РЕГБОЛ. «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче «Чăваш Ен» тата «Елчĕк» командисен тĕл пулăвĕ иртрĕ. Пухăннисене малтанах округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, регбол спорчĕн республикăри федерацийĕн председателĕ Роман Алексеев тата ыттисем саламларĕç.
Регионти регболистсен пĕрлештернĕ команди пĕлтĕр Раççейре чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Вăл йышра пирĕн тăрăхри çамрăксем те сахаллăн мар. Вĕсенчен виççĕшне — Станислав Мисякова, Павел Галошева, Никита Алексеева Раççей спорт мастерĕн удостоверенине пачĕç.
25-шер минута пыракан икĕ тайм питĕ çивĕч тупăшура иртрĕ. Хăнасем тăтăшах, 3-4 очко таран, малта пычĕç. Юлашки минутсенче куракансен хавхалантарăвĕ те витĕм кỹчĕ-тĕр, кил хуçисем çĕнтерĕве «туртса» илме пултарчĕç: 10:9.
ИРĔКЛĔ КĔРЕШỸ. Шупашкарти акционерсен «Телерадиосервис» хупă обществин тĕп директорĕ Николай Баринов Кушкă ялĕн 21-мĕш уçă турнирне ултă округпа Ульяновск облаçĕнчи спортсменсене йыхравланă.
Ентешсенчен сакăр виçе категорийĕнче призлă вырăнсене ытларах Аслă Елчĕксем йышăннă, çĕнтерỹçĕсен хушшинче вара икĕ Богдан çеç: Сметанинпа (Лаш Таяпа) Казначеев (Аслă Елчĕк). Мала тухнă атлетсем пурте тĕп спонсорăн — Николай Васильевичăн парнисене тивĕçнĕ.
…Мускав облаçĕнчи Балашихăра иртнĕ уçă турнирта Михаил Миллин 1-мĕш, унăн йăмăкĕ Мелания Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелти ăмăртура 2-мĕш вырăнсене йышăннă. Вĕсене тата Константин Миллин тренера кăмăлтан саламлатпăр!
ХОККЕЙ. Шупашкарта шкул çулĕнчи çамрăксен «Ылтăн шайба» турнирăн республикăри финалне ирттернĕ. Виççĕмĕш вырăншăн пынă тупăшура Канашсем Йĕпреçсене парăнтарнă. Елчĕксем, тĕп хулари «Спартак» командăна выляса ярса, 2-мĕш призера кĕнĕ.
БАСКЕТБОЛ. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Юрий Григорьев (Кивĕ Эйпеç) воин-интернационалиста пĕр тăванĕсемпе çывăх çыннисем манмаççĕ: ăна асăнса йĕркеленĕ турнира çичĕ команда хутшăннă. Вĕсенчен чи пултарулли — Елчĕк шкулĕ. Çирĕклĕ Шăхаль тата Курнавăш спортсменĕсем те медальлĕ. Тимофей Петров, Владимир Скворцов, Артем Краснов чи ăста вылякансен йышне кĕнĕ, ятарлă парнесене тивĕçнĕ.

