Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Вăрăм та хастар пурнăç»

«Вăрăм та хастар пурнăç»

наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ — Раççей çыннисен сывлăхĕн шайне тата вăтам пурнăç тăршшĕне ỹстересси, сахăр диабетне, чĕрепе юн тымарĕсен, онкологи тата ытти чирсене асăрхаттарасси е чир паллисене май килнĕ таран маларах палăртасси. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырассинче тỹлевсĕр диспансеризаци тата профилактика тĕрĕслевĕсем тухни витĕмлĕ вырăн йышăнать. 2025 çулта Елчĕк округĕнче 7755 çынна диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă.

Округра иртнĕ çул Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне утăм» проекта пурнăçа кĕртессипе те тăрăшса ĕçленĕ: çак программăпа килĕшỹллĕн 2000 ытла çынна тĕрĕслев витĕр кăларнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code