Кăçал юрлă çанталăк сахал мар йывăрлăх кăларса тăратрĕ — уйрăмах çулсене тасатассипе.
Ял урамĕсене йĕркере тытса тăрассине ытларах вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсене е хресчен (фермер) хуçалăхĕсене шаннă. Ку вăл пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе те çыхăннă. «Рассвет» ЯХПК правленийĕ (ертỹçи — Юрий Мясников) яваплăха шута илсе çак ĕçе çулсерен хăй йĕркелет. Владимир Ивановпа Георгий Смирнов Тăрăмпа Кипеç урамĕсене вăхăтра тасатса тăнипе ял çыннисем те кăмăллă.

