Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕпренчĕк — пурнăç

Тĕпренчĕк — пурнăç

Калав

— Кукамай, эсĕ сĕтел çинчи çăкăр тĕпренчĕкĕсене мĕншĕн пĕр юлми пуçтаратăн? Çăварна хыпатăн тата. Шел-им сана вĕсене кăларса пăрахма?

— Мăнукăм, эсĕ çăкăр епле пулнине пĕлейместĕн-ха, пĕчĕк, ăна çĕре пăрахни пысăк çылăх шутланать. Çăкăра туса илме çăмăл мар, эх, мĕн чухлĕ ĕçлемелле уншăн, тар тăкмалла. Шăрăх çул тыр-пула ỹстерме шутсăр кансĕр, вăл ỹссе çитĕнеймесĕрех типсе ларать, ялан çумăр çунă чух — çĕрет. Эпир ăна та, кăна та курнă ĕнтĕ, çавăнпа пĕр тĕпренчĕке те сая ямастпăр.

— Мана çăкăр чĕлли çине çу сĕрсе паратăн-и, кукамай? Çиеле ыхра тураса сап. Питĕ тутлă çавăн пек апат.

— Юрĕ, ачам.

Любовь ФЕДОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code