Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шыв-шура кĕтсе илме хатĕр-и?

Шыв-шура кĕтсе илме хатĕр-и?

Март уйăхĕпе çуркунне те çитрĕ. Çапах та хĕлĕ те парăнасшăн мар — юрне антарсах тăрать. Кăçалхи пек çанталăк 50 çул каялла пулнине палăртаççĕ синоптиксем.

Çĕр вăйлах шăнман теççĕ те, апла пулин те шыв-шуртан сыхланас мероприятисене тĕплĕн хатĕрленсе ирттермелле, çăмăлттайлăх хака ларма пултарнине манмалла мар. Çавăнпа та хальхи вăхăтра шыв çулĕсене, автоçул урлă выртакан пăрăхсене, вăл капланма пултаракан вырăнсене юртан е ăпăр-тапăртан тасатмалла.

Хăш-пĕр ялсенче ейỹ тухас хăрушлăх та пур, вĕсенче сыхлăха пушшех ỹстерни кирлĕ. Чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухас хăрушлăха та шута илес пулать. Дежурство йĕркелемелле, çынсене эвакуацилессине те шута илмелле.

Округра йывăр юра чăтаймасăр хăш-пĕр объектсен çи виттисем йăтăнса аннă, республикăра вара юр катрамĕ айне лексе çынсем вилнĕ тĕслĕхсем те пулнă. Культура, вĕренỹ учрежденийĕсен, нумай хваттерлĕ çуртсен тăррисене юртан тасатассине уйрăмах тĕпе хумалла. Вăл ĕçе шкул ачисене явăçтарма юрамасть, ятарлă инструктаж илнĕ çынсем кăна пурнăçлама пултараççĕ. Çурт тăррисенчен юр-пăр анас хăрушлăха пăхăнса чăрмав паллисем вырнаçтармалла.

Шыв-шур вăхăтĕнче йывăр лару-тăру сиксе тухсан «01» е «112» номерсемпе шăнкăравламалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code