(Февралĕн 27-мĕшĕ тĕлне)

Çуркунне пуçланни куç кĕрет, апла пулсан ака ĕçĕсене пуçăнасси те вăраха каймĕ. Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кăçал 39274 гектар çинче уй-хир мероприятийĕсене пурнăçлама палăртаççĕ. Çав шутран тĕш тырă культури 23308 гектар, çĕр улми 348 гектар, техникăлла культурăсем 2821 гектар (пĕлтĕрхинчен 649 га ытларах), пахча çимĕç культурисем 112 гектар (3 га ытларах) йышăнĕç.
Хуçалăхсем вăрлăхсем тĕлĕшпе паянхи кун тĕлне мĕнле хатĕрленсе çитнине сводкăран курма пулать.
Сĕрмелли-çунтармалли материалсене 95 процент (646 тонна), минераллă удобрени 90 процент (2170 тонна) хатĕрленĕ. Ака ĕçне хутшăнакан техника 90 процент юсавлă.
(Информацие округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ хатĕрленĕ).

